Терроризма хирĕç

19 Çĕртме, 2015

Июнĕн 16-мĕшĕнче Мускавра Наци антитеррор комитечĕн председателĕ, ФХС директорĕ Александр Бортников ертсе пынипе Наци антитеррор комитечĕн тата Федерацин оперативлă штабĕн пĕрлехи ларăвĕ иртнĕ. Унта федерацин Атăлçи округĕнчи субъектсен антитеррор комиссийĕсен тата оперативлă штабĕсен çын йышлă пулакан вырăнсен, тĕнче шайĕнчи пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприятисем иртекен объектсен хÿтлĕхне тивĕçтерессипе çыхăннă ĕçне тишкернĕ.

Ларăва НАК членĕсем, РФ Президенчĕн Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич, Президентăн федерацин ытти округĕнчи полпречĕсем, Чăваш Ен, Тутарстан, Пушкăртстан пуçлăхĕсем, çавăн пекех федерацин ĕç тăвакан влаç органĕсен, право хуралĕн органĕсен тата ятарлă службăсен представителĕсем хутшăннă.

Хăйĕн докладĕнче НАК председателĕ терроризмпа экстремизмран хÿтĕленесси влаç органĕсен пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçĕ пулнине палăртнă. Округ тĕнче шайĕнчи террористсем, тĕн экстремисчĕсем куç хывнă объектсен шутне кĕрет, вĕсем хăйсен киревсĕр тĕллевĕсене пурнăçламашкăн тем тĕрлĕ майпа та усă кураççĕ.

2014 çултанпа тивĕçлĕ тытăмсем çине тăрса ĕçленĕ май регионта пĕр теракт та пулман, терроризмпа çыхăннă 5 преступление сирсе яма май килнĕ. Кăçалхи февральте Ĕпхÿре, Пушкăртстанри ял-хулара "Хизб ут-Тахрир аль-Ислами" тытăмне кĕрекен ушкăнăн 23 членне тытса чарнă. Пĕлтĕрхи октябрьте пĕтĕм тĕнчери террористсен "Ислам патшалăхĕ" организацийĕ майлă икĕ çынна уголовлă майпа явап тыттарнă, вĕсене 11 тата 12 çуллăха ирĕклĕхсĕр хăварнă. Çак çынсем Киров облаçĕнчи хими хĕçпăшалне упракан тата тĕп тăвакан объектра теракт тума хатĕрленнĕ.

2014 çулта право хуралĕн органĕсем округра хĕçпăшал упранакан вăрттăн 7 вырăна тупса палăртнă. Саккунсăр çаврăнăшран вăрттăн ăсталанă 7 взрыв хатĕрне, 148 единица хĕçпăшал, 258 граната, пин-пин патрон туртса илнĕ.

Пĕтĕмĕшле илсен терроризмпа кĕрешес ĕç ăнăçлă пулнине палăртнă май Александр Бортников çулла Атăлçи округĕнче ирттерекен тĕнче шайĕнчи мероприятисен хăрушсăрлăхне тивĕçтерес енĕпе çине тăрса ĕçлемеллине палăртнă. Ĕпхÿре Шанхай ĕçтешлĕх организацине кĕрекен патшалăхсен пуçлăхĕсен канашĕн ларăвĕ иртмелле, Шупашкарта çăмăл атлетсен командисен Европа чемпионачĕ пулать, Хусанта тĕнче чемпионачĕн программипе килĕшÿллĕн шывра ишекенсем тупăшаççĕ. Çавна май антитеррор комиссийĕсен тата оперативлă штабсен яваплăхĕ ку енĕпе пысăкки куçкĕрет.

Ларура çавăн пекех хĕçпăшалăн саккунсăр çаврăнăшĕпе çыхăннă мерăсене пурнăçлас, производствăра взрыв хатĕрĕсемпе, наркăмăшлă тата хăрушă хутăшсемпе усă куракан объектсене террористсенчен хÿтĕлес ыйтусене сÿтсе явнă. Калаçăва хутшăннисем пĕр-пĕрин шухăшĕпе паллашнă, Раççей субъекчĕсенче терроризмпа кĕрешессин тытăмне лайăхлатмалли тĕллевсене çирĕплетнĕ.

 Н.ДМИТРИЕВ

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.