Терроризма çул памалла мар

29 Çĕртме, 2015

Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев Самарта ĕçлĕ визитпа пулнă май округ Канашĕн ларăвне - ăна Раççей Федерацийĕн Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич ертсе пынă - хутшăннă.

Унта хальхи условисенче экстремизпа тата терроризмпа кĕрешес сферăри наци хăрушсăрлăхне тивĕçтересси тĕп тема пулнă. Михаил Бабич терроризмпа пĕтĕм тĕнче питĕ вăрах тата яланах ăнăçлах мар кĕрешнине палăртнă. "Терроризмăн тĕп тĕллевĕ - халăха хăратасси. Акцисенче çынсене май килнĕ таран ытларах пĕтересси", - тенĕ вăл.

Михаил Бабич терроризмпа кĕрешес тĕлĕшпе влаçăн пĕтĕм шайĕнчи органĕсен тата граждан обществин тăрăшулăхĕпе çине тăраслăхне пĕрлештермеллине каланă. Ăнăçлă профилактикăна пула ФАО регионĕсенче юлашки икĕ çулта террор акцийĕсем пулманнине палăртнă. "Пирĕн оппонентсем деструктивлă идеологие сармалли çулсем шыраççĕ. Пирĕн çĕршыва хирĕç чăн-чăн информаци вăрçи пырать. Çакнашкал условисенче управленин хальхи вертикальне кăштах улăштармалла, ку вертикальте тĕп сыпăк регион тата муниципалитет шайĕсенчи комиссисем - террорпа кĕрешекеннисем - пулмалла", - тенĕ Михаил Бабич.

Раççей Президенчĕн ФАОри полномочиллĕ представителĕ июнĕн 16-мĕшĕнче Террорпа кĕрешекен наци комитечĕн председателĕ, Раççей ФХС директорĕ Александр Бортников ертсе пынипе Террорпа кĕрешекен наци комитечĕн тата Федерацин оперативлă штабĕн пĕрлехи ларăвĕ иртнине пĕлтернĕ. Çав ларура Пĕтĕм тĕнче шайĕнчи мероприятисене - килĕштерсе ĕçлекен Шанхай организацийĕн членĕсен-патшалăхсен пуçлăхĕсен Канашĕн ларăвне /Ĕпхÿ хулинче/, çăмăл атлетика енĕпе Европа чемпионатне /Шупашкарта/, Тĕнче чемпионачĕ вăхăтĕнче шыв спорчĕ енĕпе Хусанта иртекен ăмăртăва - хăрушсăрлăхпа тивĕçтерессин ыйтăвĕсене пăхса тухнă.

Михаил Бабич çăмăл атлетика командисен Европа чемпионатне ăнăçлă ирттернине палăртнă.

Федерацин Атăлçи округĕн Канашĕн Самарта иртнĕ ларăвĕнче çавăн пекех ФАО регионĕсенче террорпа кĕрешекен комиссисен Раççей Федерацийĕнче экстремизмпа кĕрешмелли Стратегине /2025 çулччен/ пурнăçлассипе çыхăннă ĕç кăтартăвĕсене те сÿтсе явнă.

Л.ПАВЛОВА

Рубрика: 
Автор: