Тĕрлĕ тĕспе илĕртет «Асамат кĕперĕ»

9 Çĕртме, 2017

Вăраха тăсăлнă вĕренÿ çулĕ хыççăн ачасем лагерьте канаççĕ, çул çÿреве тухаççĕ. Пĕр-пĕр тинĕс хĕррине çитсе курас тĕллевлисем те пур. Шкул çумĕнчи сывлăха çирĕплетмелли лагерьсене çÿрекен те чылай.

Куславкка районĕнче кăçал 505 ачана канмашкăн 12 шкулта лагерь уçăлнă. Вĕсене сахал тупăшлă çемьесенчен 230 ача çÿрĕ. Çавăн пекех çуллахи вăхăтра палаткăсен пĕр лагерĕ ĕçлет.

Кану усăллă иртĕ

Тĕмшер шкулĕнче ачасен канăвне çулленех çÿллĕ шайра йĕркелеме тăрăшаççĕ. Вĕренекенсен тавра курăмне те ÿстерме май пур кунта. Лагере ултă ялтан çÿреççĕ: Варасăр, Аманик, Пилешкасси, Пакăш, Минкĕш, Мĕниçырми. Тăван тавралăх илемне куллен курса çитĕнекен ачасем лагерьте иртнĕ «Чун-чĕрери хаклă вырăнсем» викторина вăййа хутшăнса нумай çĕннине пĕлнĕ. Сăмахран, мĕншĕн армути курăкĕ йÿçĕ? Мĕншĕн пур кăмпана та çиме юрамасть? Кун пирки лагерьте канакансем сывлăх темипе йĕркеленĕ «Пирĕн сĕтел çинчи кăмпасем» калаçуран пĕлнĕ.

— Кăçал çĕршывра экологи çулталăкĕ пулнă май çут çанталăкпа çыхăннă мероприяти ытларах ирттерме палăртрăмăр, «Чăваш Енĕн Хĕрлĕ кĕнеки» калаçура хамăр республикăра сайра тĕл пулакан ÿсен-тăрансемпе чĕр чунсем пирки калаçăпăр. «Тăван ен пирки ытларах пĕлесчĕ» экскурси йĕркелеме палăртрăмăр. Ачасене ку килĕшесси пĕрре те иккĕлентермест, — терĕ лагерь ертÿçи Ираида Коваленко.

Шкултан инçех мар вырнаçнă Пилешкасси ялĕнче чăвашсен паллă çыравçи Никифор Мранька çуралнă. Пилĕк кĕнекерен тăракан «Ĕмĕр сакки сарлака» роман çинчен кашни чăваш пĕлет. Çак çыравçă кун çути курнă тăрăхра епле пулса курас мар? Ачасем унта кайса килесшĕн. Паллă çыравçă çинчен вĕсене чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕ Лидия Карамзина пĕрре çеç мар каланă.

Хăйсен саккунĕсем

«Асамат кĕперĕ» кану лагерьне вăтăр ача çÿрет. Икĕ отряд пĕр-пĕринпе тĕрлĕ мероприятие хастар хутшăнать. Кашни ача хăйне йĕркеллĕ тытма тăрăшать. Кун пирки сменăн пĕрремĕш кунĕнчех анлă калаçу ирттернĕ. Ачасем хăйсен «саккунĕсен» кодексне çирĕплетнĕ. «Нуль- нуль» саккун», сăмахран, тĕрĕслĕх малти вырăнта пулмаллине палăртать. Апла пулсан пĕр-пĕрне улталама юрамасть. Саккуна пăссан юлташсем умĕнче те аван мар-çке. Хăйсем пурăнакан, канакан, вылякан вырăна яланах тирпейлĕ тытас тĕллевпе «Лаптăк саккунĕ» вăя кĕнĕ. Ахальтен мар ачасем кунта тасалăхшăн çине тăрса тăрăшаççĕ. «Алла-аллăн тытăнса» саккуна та пăхăнмасăр май çук. «Пур ĕçе те пĕрле канашласа пурнăçлатпăр. Кĕçĕннисене пулăшатпăр, сĕнÿсем паратпăр», — теççĕ аслă ушкăнри отряда çÿрекен Таня Максимовăпа Аня Гаврилова. Саккунсем лагерьте пурăнакансене пĕрре те чăрмантармаççĕ. Пĕр-пĕрне хисеплеме, ăнланма вĕрентеççĕ вĕсем. Çитменлĕхсем пирки уççăн калама вара «Ирĕклĕ сăмах» саккун хистет. Кун пек чухне йăнăша вăхăтра асăрхаса ăна çийĕнчех тÿрлетме май пур. Кашнине хисеплеме, тус-юлташăн шухăшне шута илме манман «Асамат кĕперне» çÿрекенсем.

«Саккунсен «тĕнчинче» ытлашши утăм тума та хăрамалла пуль», — тесе ан шухăшлăр. Кунти пурнăç вăйă мелĕпе интереслĕ те хаваслă иртет.

Сĕтел тулли улма-çырла

Сывлăх çăл куçĕсенчен пĕри — физкультура. Сменăри пур ача та спорт мероприятине хастар хутшăнать. Спортăн ятарлă кунĕсем те пур. 3-мĕш класран вĕренсе тухнă Павел Варсонофьев, Настя Николаева, çитес вĕренÿ çулĕнче 5-мĕш класа кайма тытăнакан Ангелина Сорокина мечĕкпе выляма кăмăллаççĕ. Вĕсем çав кунсенче ăмăртура палăрасшăн. Малалла вулас..

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.