Тĕрĕслĕх хÿттинче - 70 çул

Муркаш районĕн судне йĕркеленĕренпе çак кунсенче 70 çул çитрĕ. Маларах ку тăрăхра тĕрĕслĕхе Тутаркасси, унтан Мăн Сĕнтĕр халăх сучĕсем тивĕçтернĕ. 1944 çулхи пуш уйăхĕнче вара Муркаш районĕн судне туса хунă.

Райĕçтăвком йышăнăвĕпе çĕнĕ судăн пирвайхи халăх судйине Е.Сергеевăна çирĕплетнĕ. Умĕн Элĕк районĕнче судьяра ĕçленĕскер ку тăрăхрах çуралнă та - яваплă ĕçе ентешех шанас тенĕ-тĕр. Малтан халăх сучĕ Мăн Сĕнтĕрте вырнаçнă-ха, район центрне Муркашра туса хунă хыççăн вара суд та унта - хальхи çар ĕç комиссариачĕн çуртне куçнă. 1976 çулта вара суд çĕнĕ çурта вырнаçнă, паян та унтах ĕçлет.

Хальхи вăхăтра суда Э.Тарасова, суд тытăмĕн хисеплĕ ĕçченĕ, ертсе пырать. Ĕçтешĕсем те, район çыннисем те ун пирки ыррине кăна калаççĕ: лайăх ертÿçĕ, суд ĕç-хĕлне кирлĕ пек йĕркелес, судьясен квалификацине ÿстерес тĕлĕшпе çине тăрать, граждансемпе тимлĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ вăл «Район сучĕн чи лайăх председателĕ» ята та тивĕçнĕ.

Юлашки çулсенче судсен полномочийĕсем, вĕсен пĕлтерĕшĕ палăрмаллах ÿсрĕç. Пĕрлех - яваплăх та. Тишкерекен ĕçсен шучĕ те пысăкланнă. Пĕлтĕр Муркаш районĕн сучĕн судйисем 82 уголовлă, 2019 гражданла, административлă правăна пăснипе çыхăннă 42 ĕçе, ытти материала пăхса тухнă. Гражданла ĕçсем тĕлĕшпе кашни уйăхра пĕр судья пуçне 48 ĕç тивнĕ, çакă республикăри вăтам кăтартуран икĕ хут пысăкрах.

Район сучĕ граждансен саккунлă прависемпе интересĕсене тивĕçтерес ĕçе пысăк тÿпе хывать. Тĕрĕслĕх яланах çĕнтертĕр - çак принципа тĕпе хураççĕ.


Татьяна МИХАЙЛОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.