Тĕрĕсех суйларăм пурнăç çулне

24 Ака, 2014

Куславкка районĕнчи Тĕрлемес шкулĕнче вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекен Людмила Витальевна Чердакова хăй ĕçне чунтан юратать. «Иртнĕ вăхăта каялла тавăрас пулсан та паян та пур пĕрех педагог профессине суйласа илнĕ пулăттăм», _ çирĕплетет вăл.

Ачаранах тирпейлĕхе хăнăхнă

Вăрмар районĕнчи Урнар ялĕнче колхозниксен çемйинче çуралнă вăл. Ашшĕ ачашласа Люçук тесе чĕннĕ ăна. Юратнă çыннипе таçта та çÿреме юратнă хĕр пĕрчи. Уйрăмах Хусана тутлă апат-çимĕç туянма кайнă чух унран пĕрре те юлман. Энĕшпуç станцине çуран утнă вĕсем. Пĕчĕкскер ашшĕпе юнашар лăпкăн утса пырайман, ыраш пуссинчи сукмак тăрăх чупа-чупа сарă- хĕрлĕ лĕпĕшсене савăнса хăваланă. Хайхискерсем алла лексен, пĕр хушă чăмăрта тытнă та кайран çÿлелле вĕçтерсе янă. Хитрескерсенчен уйрăлас килмен унăн, хăй ăçта кайма тухнине манса малаллах ыткăннă. Ыраш пуссинче çухалса кайсан сехĕрленнĕскер: «Атте! Атте!» _ тесе кăшкăрнă. Хусана çитсен уй-хирти пек ирĕклĕн, ашшĕрен малтан е айккинче пырайман. Ун çумне сухăр евĕр çыпăçнă. «Тутарсенчен шикленетĕп, вĕсем çын ачисене илсе кайма юратаççĕ. Анне те авă: «Итлемесен, тутар майрине парса яратăп», _ тесе ахальтен каламасть ĕнтĕ. Тепĕр тесен, çавсем çын тĕпренчĕкĕпе мĕн тăваççĕ-ши? Мана, сăмахран, аттепе анне, пиччепе асанне çумĕнчех пурăнма лайăх», _ тесе шухăшланă.

Тусĕсемпе вăрмана кăмăлтан çÿре-нĕ Люда. Тĕрлĕ чечекрен хитре çыхă туса пĕр-пĕрин умĕнче мăнаçланнă. Пиччĕшĕпе çывăхри уçланкăри шывра пулă тытма юратнă. Люда тутăхса кайнă пĕчĕк витрине йăтса тăнă, пиччĕшĕ чулсене сире-сире вĕтĕ пулăсене алăпа тытнă. Савăт тулсан хавас кăмăлпа килелле васканă вĕсем. Ашшĕ килте пулнине пĕлсен витрене вăл курман вырăна пытарса лартнă, мĕншĕн тесен вăл çав пулăсене каялла кайса яма хушнă.

_ Ытла вĕтĕ вĕт-ха, вĕсен тата нумай çитĕнмелле. Атя, тепре çитсе килĕр вăрмана. Пĕчĕкскерсене ашшĕ- пе амăшĕ патне леçĕр, _ тенĕ лăпкă сассипе.

Ашшĕ çут çанталăкăн çывăх тусĕ пулнă. Хĕлле сырăш туса килти сад пахчине, вăрмана та кайса çакнă. Çуркунне çитсен шăнкăрчсем валли йăва ăсталанă. Кирек ăçта та вăл тирпейлĕ ĕç тунине сăнаса ларма кăмăлланă Люда. «Ак çапла, пурнăçра аçу пек ĕçчен пулмалла, çынна кăна мар, кайăк-кĕшĕке ырă туни те каялла ырăпах таврăнать», _ тенĕ асламăшĕ мăнукне ачашласа.

Ах, асламăшне те çав тери юратнă хĕр ача. Ашшĕпе-амăшĕ ĕçе кайсан вăл пиччĕшĕпе иккĕшне тутлă апат пĕçерсе çитернĕ, ĕç тума хăнăхтарнă. Пушăрах вăхăтра хитре кĕпесем çĕлетсе тăхăнтартнă. Çĕнĕ япала тăхăнсан хĕр ача тÿрех урама чупса тухнă та юлташĕсен умĕнче курнăçланнă.

_ Сирĕн кун пекки çук! Манăн кăна çакнашкал хитре кĕпе-е-е-е, _ тенĕ савăнăçне ниепле те пытараймасăр.

Кĕтнĕ уяв – Мăн кун

Çуркуннене çав тери кĕтнĕ ял ачисем. Хĕвел хĕртме пуçланă вăхăтра кашни ир чÿрече патне чупнă Люда.

_ Ах, хăçан юр ирĕлсе пĕтет-ши? Тус-юлташсемпе уя выльăх-чĕрлĕх çитерме тухатпăр вара. Ĕне те ав çуркунне шăршине сиссе канăçне çухатнă, _ тенĕ хĕр ача хăйпе хăй калаçса.

Çырма-çатрара кĕрлесе юхакан шывра хут пăрахутсем ăмăртмалла иштернĕ, килне пылчăкланса таврăнсан аслисем ятлани те пĕрре мар пулнă.

Тавралăх кăшт симĕсленме пуçласанах ял ачисем уйра пухăннă. Выльăхсем курăк çинĕ вăхăтра вĕсем кăвайт чĕртсе çĕр улмипе сухан пĕçернĕ. Вĕт-шакăр çакнашкал апата çав тери кăмăлланă. Тутă хырăмпа тĕрлĕ вăйă выляма та пит хавас пулнă Урнарсене.

Мăн куна вара чăтăмсăррăн кĕтнĕ Людăпа пиччĕшĕ. Амăшĕ вĕсене уяв кунĕнче тăхăнма хитре кĕпе тата кучченеç пуçтармалли хутаç çĕлесе панă. Кÿршĕре пурăнакан Марине аппа вĕсем патне каçса:

_ Мăн кунра урăх çын киличчен маларах ачăрсене ярăр-ха. Вĕсем килсен выльăх-чĕрлĕх те ăнса пулаканччĕ, _ тесе тилмĕрнĕ.

Уяв кунхине, чăн та, амăшĕ вĕсене ирхине пилĕк сехетрех вăратнă.

_ Чĕппĕмсем, атьăр, тумланăр та Марине аппу патне васкăр. Сире кĕтет вăл, _ тесе ăшшăн калаçнă тĕпренчĕкĕсемпе.

Кÿршĕ хапăлласа йышăннă пĕчĕкскерсене, иккĕшне те минтер çине лартса 5-шер пус тыттарнă. Хутаçĕсене сарă мăйăра тата ытти пылак кучченеç тултарса кăмăлпа ăсатнă. Ачасем вара хутаçĕсене йăтса малалла кучченеç пуçтарма васканă.

Кайран киле таврăнсан пĕр тăвансем хăшĕ «мул» ытларах пуçтарнине хаклама тытăннă.

 

«Манăн лайăх вĕренмеллех. Педагог пуласчĕ»

Учитель пулас ĕмĕтпе хăпартланса пурăннă Люда. Çавна май урамри кирпĕч купи çумне тусĕсене пуçтарса шкулла вылянă. Вăл _ вĕрентекен, ыттисем вара вĕренекенсен шутĕнче пулнă. Çав хавхаланупах хăй тăрăшнăран пиччĕшĕпе пĕрле пĕрремĕш класа ка-йичченех вулама вĕреннĕ.

_ Пичче! Пичче! Акă парта хушшине ларсанах пĕтĕм «5»-пе кăна вĕренме тытăнăп. Дневникре «3» тата «4» паллăсем пĕрре те пулмĕç. Курса тăр! _ савăнăçлăн йăлтти-ялтти сиккеленĕ хĕр ача.

...Пĕлÿ çуртне çÿреме тытăннă хĕр ача. Чăн та, пур предметпа та аван ĕлкĕрсе пынă вăл. «Манăн лайăх вĕренмелле. Педагог пулса нумай укçа ĕçлесе илес килет. Авă, учитель ачисем мĕн тери шукăль тăхăнса çÿ-реççĕ. Пушмакĕсем те хĕвелпе ялтăртатаççĕ. Сара- фанĕсемпе кофтисем те хăйсем çинче, авă, епле килĕшÿллĕ. Пирĕн аттепе анне вĕреннĕ çынсем мар çав. Çавăнпа тăхăнмалли хĕсĕкрех. Анне те ялан: «Ăслă пул, ачам, лайăх вĕрен. Сан пысăк çын пулмаллах. Пирĕн пек совхозра сенĕкпе кĕреçе йăтса çÿремелле ан пултăр санăн», _ тет урок тума лармассерен. Унăн сăмахĕсем пушшех хавхалантараççĕ те», _ тесе шухăшланă хĕр ача.

Çĕнĕ çул уявĕ уншăн чи савăнăçлă самант пулнă. Ытларах пылак кучченеç çиес тесе сăввине те нумайрах вĕреннĕ. Ара, ун пек чухне Хĕл Мучипе Юр пике ывăçĕ-ывăçĕпе канфет таврашне кĕсьенех чиксе панă-çке. «Çак хăнасем мĕншĕн пĕр уйăх та пулин шкулта пире савăнтарса пурăнмаççĕ-ши? Киле каймасăр вĕсен умĕнче тăпăртатса ташласа, сăвă каласа пурăннă пулăттăмăр. Е ун пек килĕш- месен хамăр киле пыччăр. Анне вĕсем валли вĕри апат тупатех. Тулĕк пысăк миххинчен кăна канфет илме ан чарччăр», _ тесе шухăшланă хĕр ача хайхискерсем çине ăмсануллă куçпа пăхнă май.

Пиллĕкмĕш класа çитсен тăхтавсенче кĕçĕннисем патне çÿреме тытăннă. Пĕчĕкскерсем ăна курсанах ура çине тăрса:

_ Сывлăх сунатпăр, Людмила Виталь-евна! _ тенĕ пăр харăссăн хавасланса.

Диктант çыртарнă вăл вĕсене. Паянхи ĕçе ырана хăварма юратманскер çыру ĕçне çав кунах хĕрлĕ кăранташпа тĕрĕсленĕ. Кайран тетрачĕсене пурне те салатса панă. Йăнăшсенчен хăтăлмалли правилăсене ÿркенмесĕрех тепĕр хутчен ăнлантарса панă.

Биологи предметне вĕренме пуçласан канăçне йăлтах çухатнă хĕр ача. Людмила Ивановна Платонова урокĕсене чăтăмсăррăн кĕтнĕ вăл. Уйрăмах çĕнĕ темăна доска çине çырса ăнлантарнине килĕштернĕ. «Кĕлетки те мĕн тери хÿхĕм. Тăхăнасса та суйласа килĕшÿллĕн тăхăнать. Кур-ха, ун пек чаплă пальто та никамăн çук. Пушмакĕ тата! Шăп та шай хăйне виçсе çĕлеттернĕ пек ларать ури çинче. Ай, хăçан эпĕ те çавнашкал тумтир илме тытăнăп-ши?» _ тесе шухăшланă юратнă вĕрентекенĕ çинчен куçне илеймесĕр. Тăхтавсенче учительпе юнашар утса пыни уншăн калама çук пысăк савăнăç шутланнă.

Чăваш чĕлхипе литература урокĕсене те килĕштернĕ мал ĕмĕтлĕ Люда. Паллă поэтсемпе писательсен, Константин Ивановпа Леонид Агаковăн, хайлавĕсене вуласа тухсан тишкерÿллĕ уроксем ирттернĕ. Нина Владимировна Краснова педагог вырăс писателĕсен произведенийĕсемпе те ачасене паллаштарма вăхăт тупнă. Вырăсларан чăвашла хаваспах куçарнă вăл вĕсене. Вĕренекенсем унăн кашни сăмахне тимлĕ итлесе ларнă.

Ытти ачасемпе шкулти столовăйне пулăшма та çÿренĕ Люда. Çĕр улми шуратнă, шыв кÿрсе килнĕ, савăт-сапа çунă. Йывăç лартнă çĕрте, йĕкел, тимĕр-тăмăр, кивĕ хут пуçтарассинче те йăрăлăхĕпе палăрнă.

Тимур командин хастарĕ те пулнă вăл. Вăрçă ветеранĕ- сем патне куллен çÿренĕ. Кил-тĕрĕшри ĕçсене ушкăнпа самантрах пурнăçласа панă. Ватăсем вĕсене тав сăмахĕ каланă. Тепĕр чух кăмăлтан пылак кучченеçпе те сăйланă.

_ Тепĕр чухне ĕç тума мар, калаçма килсе ларăр-ха. Чун ыратăвне, вăрçă саманчĕсене аса илсе каласа парас килет. Шкулта, тен, мĕн те пулин çырнă чух кирлĕ те пуль, _ тесе калакан та пулнă.

 

Телейлĕ самант

1979 çулта алла аттестат илнĕ пике стройкăна вырнаçнă. Хыççăн И. Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетне çул тытнă. «Тахçанхи ĕмĕте пурнăçа кĕртмеллех, _ тесе историпе филологи факультетне вырăс уйрăмне ыйту çырса хăварнă. _ Экзаменсене лайăх хатĕрленмелле. Вĕренме кĕреймесен тăван яла мĕнле пит-куçпа пырса çитĕн? Манран пÿрне тĕллесе, хырăм тытса ахăлтатса кулĕç».

Телейлĕ самант çитнĕ çавах. Хăйне студентсен йышне илнине пĕлсен ачалла хĕпĕртенĕ Урнар хĕрĕ. «Тăрăш, хĕрĕм, тăрăш. Укçа-тенкĕллĕ пулма пил паратăп», _ тенĕ амăшĕ те савăнăçне пытараймасăр.

Пĕр пÿлĕмре килĕштерсе пурăннă вăл хĕрсемпе. «Пур _ пĕрле, çук çурмалла», _ текен каларăша асра тытса мĕн пуррине йăлтах пĕрле пайланă. Кастрюль туллиех апат пĕçернĕ хĕрсем, çав савăта сĕтел варрине лартнă та пурте пĕрле шăкăл-шăкăл калаçса апатланнă. Каçсерен киносене, Атăл хĕрринче уçăлса çÿренĕ. Хĕрÿ экзаменсенче те пĕр-пĕрне пулăшусăр хăварман.

Унтанпа нумай шыв-шур юхнă. Паян Людмила Витальевна Куславкка районĕнчи Тĕрлемес шкулĕнче ачасене вырăс чĕлхи вĕрентет. Унăн ачисем тĕрлĕ олимпиада, конкурс çĕнтерÿçисем. Акă улттăмĕш класри вĕренÿ отличници Юля Субакаева хастаррисен ретĕнче. Вăл та Людмила Витальевна пекех вĕрентекен пуласшăн. «Ман çула суйлас текенсем пуртан чĕрем савăнать. Вĕсене ăнăçу кăна сунатăп», _ тет кăмăллăн пултаруллă педагог. Пĕлтĕр, Лена Анисимова Мускав хули ирттернĕ «Искусствăсăр пурăнма пулать-и?» конкурса хутшăнса палăрнă. Хастар вĕрентекен малашне те пултаруллă ачасен тавра курăмне аталантарма тĕрлĕ конкурса явăçтарĕ-ха.

 

Куславкка районĕ, Тĕрлемес.

АВТОР сăн ÿкерчĕкĕсем.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.