- Чăвашла верси
- Русская версия
ТĔРĔС ЙĔРКЕЛЕНĔ ПУСĂ ÇАВРĂНĂШĔ
Пусă çаврăнăшĕ - тĕрлĕ сезонра культурăсене тăпра пулăхне упраса хăварас тĕллевпе кирлĕ пек черетлентерсе пыни. Ĕçĕ кунта çакăнта, пĕр йышши культурăсем пĕр вырăнта темиçе çул туса илсен пĕрмаях пĕр япалана туртнипе тăпрана чухăнлатаççĕ. Çавна май тухăç та чаксах пырать.
Тăпрана чухăнлатас мар тĕллевпе пусă çаврăнăшĕ йĕркелеççĕ, пĕр çул пĕр культура, тепĕр çул - пачах урăххи ÿстереççĕ. Çавна май тăпра пĕрремĕш çул çухатнă тутлăхлă япаласене тепĕр çул, урăх йышши культурăна ÿстернĕ май пухма пултарать.
Пусă çаврăнăшне йĕркеленĕ чух икĕ çак пая тĕпе хумалла,
Пĕрремĕш пай. Тутлăхлă япаласене тĕрлĕ виçепе туртакан ÿсен-тăрана черетлентересси.
Пахча çимĕçсене 3 ушкăна уйăрма пулать,
а/ тутлăхлă япаласене сахал тăкаклаканнисем /вăтам виçеллисем, калăпăр, пуçлă сухан, редис/;
б/ тутлăхлă япаласене вăтам тăкаклаканнисем /хăяр, помидор/;
в/ нумай тăкаклаканнисем /шултра çимĕçсем, калăпăр - кавăн, купăста/.
Иккĕмĕш пай - ÿсен-тăрана çемьелĕхне кура черетлентерни. Пахча çимĕçсем шăпах çак принциппа пайланаççĕ, паслен /курак çырли/ йышшисем томат, çĕр улми, баклажан* хĕрес чечеклисем /крестроцветные/ - купăста, редис тата ыттисем те.
Лайăх кăтартусем тăвас тесен пĕр-пĕринчен пачах уйрăм культурăсене /калăпăр, пĕрремĕш çул тутлăхлă япаласене сахал туртакан хĕрес чечеклисен çемйинчи купăстана, иккĕмĕш çул - сахал тутлăхлă япаласем туртакан сухан çемйинчи сухана тата ыт.те/ туса илмелле.
Пусă çаврăнăшĕнчи культурăсене еплерех черетлентерсе пынине лайăх пĕлсе тăмашкăн ятарлă таблица тусан аван. Унта пĕр-пĕр лаптăкра кашни çул мĕнле культурăсем çитĕнтермеллине тĕплĕн палăртмалла.
Çакна валли пĕр-пĕр вырăнта ÿстерме палăртакан пахча çимĕçсен пĕрлехи списокне тăвăр. Унтан вĕсене туса илмелли йăрансене палăртса уйăрăр та хăвăра пĕлмешкĕн ятсем парса тухăр /калăпăр, нÿхреп çумĕнчи йăран, кÿршĕсен карти çумĕнчи йăран, шыв катки çумĕнчи йăран тата ыт.те/.
Таблицăна тума кăткăс мар, пĕр енчен çулсем каяççĕ /2014, 2015, 2016 тата ыт.те/; тепĕр енчен - йăрансен номерĕсем е ячĕсем. Культурăсем черетленнине çулсен ретне çырăр.
Аяларах илсе паракан таблицăра хăш-пĕр культурăсем черетленнĕ чух пĕр-пĕриншĕн еплерех усăллă е усăллă мар пулнине кăтартнă.
Комментари хушас