Тĕпре - пулăшу кÿресси

12 Ака, 2014

Карайри культура аталанăвĕпе вулавăш тивĕçтерĕвĕн центрĕнче районти граждансен конференцийĕ иртрĕ. Унта район депутачĕсем, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе предприятисен, учрежденисен, организацисен ертÿçисем, ял старостисем хутшăнчĕç.

Конференцине уçнă май район администрацийĕн пуçлăхĕ Андрей Шестаков граждансен ялсенчи пухăвĕсем хыççăн вырăнсенчи делегатсемпе пуçтарăнса пĕтĕмлетÿ тăвасси ырă йăлана кĕнине, унăн пĕлтерĕшĕ пысăккине палăртрĕ.

Чăваш Республикинчи муниципалитет йĕркеленĕвĕсен Канашĕн ĕç тăвакан директорĕ Станислав Николаев ял тăрăхĕсен полномочийĕсем нумаййине, анчах та вĕсенче 2-3 е кăшт ытларах çын çеç вăй хунине палăртрĕ. «Çавăнпах актив çине таянса ĕçлемесĕр ÿсĕм тума çук. Чылай çĕрте ку чухне ял старостисемпе тата депутатсемпе тачă çыхăну йĕркеленĕ. Мĕншĕн тесен вĕсен ят-сумĕ пысăк, ял çыннисен нуши-тертне аван пĕлеççĕ, шухăшĕсемпе кăмăл-туйăмне çÿлерехри органсем патне çитерме пултараççĕ. Акă, ял старостисен республикăри конкурсне кăçал 37 материал тăратнă. Ятарлă комисси çĕнтерÿçĕсене вырăнти хăй тытăмлăх кунĕ умĕн палăртĕ.

Эпĕ пĕлнĕ тăрăх - ун евĕррисем Трак енре те сахалăн мар. Ял старостисем çинчен калакан положение çирĕплетни вĕсем валли тĕрлĕ саккунпа документ çинчен информаци кăларăмĕ хатĕрлени, малтисен паха опытне халăх патне çитерни питĕ вырăнлă пулĕччĕ», - терĕ Станислав Андреевич.

Мăн Шетмĕ ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Полина Николаева ялсене ĕçмелли шывпа тивĕçтересси мĕнле пынипе паллаштарчĕ. «13 ялтан 9-шĕнче шыв башни пур. Анчах вĕсем самаях кивелнĕ. Çĕнетме тĕрлĕ май шырама тивет. Анатри Типçырмара, акă, башньăсăр шывпа тивĕçтермелли хальхи автоматизациленĕ тытăм вырнаçтартăмăр. СУПН-1 насус лартма 115 пин тенкĕ кайрĕ. Ял çыннисем те пулăшрĕç. Кăлавасем те çак тĕллевпе 70 пин тенкĕ пухрĕç. Халĕ вĕсен те ку енĕпе ÿпкелешÿ çук», - пĕлтерчĕ Полина Ивановна.

Вăл хăйсен тăрăхĕнчи ял старостисене халăх хушшинче ăнлантару ĕçне вырăнлă туса пынăшăн тав турĕ.

Кÿлхĕрри Карай ял старости Юрий Федоров ялти 60 килте 170 çын пурăннине, вĕсенчен чылайăшĕ хастарлăхпа палăрнине каларĕ. «Пĕр урам çеç пирĕн, унта асфальт сарнă çул пур. Çурт-йĕр çавăракан çамрăксен йышĕ те ÿсет. Пĕлтĕр ачасене вылямалли лапам та турăмăр», - хăйсен ĕçĕ-хĕлĕ çинче чарăнса тăчĕ Юрий Сергеевич.

Конференцире çавăн пекех çĕре инвентаризацилесси ял тăрăхĕсенче мĕнле пыни çинчен район администрацийĕн экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн пуçлăхĕ Ангелина Михайлова, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен бюджечĕсен тупăш пайне ÿстермелли мерăсем тата федерацин налук служби паракан электрон çăмăллăхсем пирки çĕр-шыври налук службин Чăваш Республикинчи районсен хушшинчи 7-мĕш инспекцийĕн пуçлăхĕн çумĕ Алина Кузнецова, ыттисем тухса каларĕç.

Конференци ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕ Андрей Шестаков пĕтĕмлетрĕ. Вăл усăллă та ĕçлĕ калаçу иртнине палăртрĕ. Кунпа пĕрлех çамрăксене тăван района таврăнса вăй хумашкăн услови туса пама шантарчĕ. Кашни ял тăрăхĕнчех, акă, çурт-йĕр çавăрма çĕр лаптăкĕ уйăраççĕ. Красноармейскинче ку тĕллевпе - 20, Чатукасси енче 9 гектар уйăрнă. Карай, Алманч, Еншик Чуллă, Шывпуç шкулĕсен çумĕнче шкул çулĕчченхи ачасене çÿремелли ушкăнсем уçăлмалла тата ытти те.

Андрей Владимирович пухăннисене çул-йĕре пăхса тăрассипе, ĕçмелли таса шывпа тивĕçтерессипе çыхăннă ыйтусене хуравларĕ.

Юлашкинчен общество ĕçĕнче хастаррисене тĕрлĕ наградăпа чысларĕç. Мăн Шетмĕ ял тăрăхĕн водителĕ Александр Андреев ЧР Патшалăх Канашĕн Хисеп хутне тивĕçрĕ. Пысăк ушкăна ЧР муниципалитет йĕркеленĕвĕсен Канашĕн, район администрацийĕн Хисеп тата Тав хучĕсене, Тав çырăвĕсене пачĕç.

 

Красноармейски районĕ.

Автор сăн ÿкерчĕкĕ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.