Тепĕр пысăк пулăм...

30 Юпа, 2014

Симфони оркестрĕ «Мускаври кĕркунне» фестивале хутшăнать.    Çулсерен Мускавра хальхи вăхăтри композиторсен юрри-кĕввин тĕнче шайĕнчи фестивалĕ иртет. Кăçалхипе 36-мĕш хут йĕркелекен «Мускаври кĕркунне» фестивале Чăваш патшалăх академи симфони капеллин симфони оркестрĕ те хутшăнать.

«Мускавра чăваш ятне çырнă афишăсене курсан чун хĕпĕртет, - тет капеллăн илемлĕх ертÿçи тата тĕп режиссерĕ Морис Яклашкин. - Чăваш Республикин ятне-сумне çĕклетпĕр-çке!» Коллектив Раççейри чи пысăк музыка форумне пĕрремĕш хут 2008 çулта хутшăннă. Юбилейлă XXX фестивальте капелла хорĕ хăйне тивĕçлĕ кăтартнă. Çавăнтанпа çулсерен М.Яклашкинăн коллективне унта йыхравлаççĕ.

«Мускавра Композиторсен çурчĕн Пысăк сцени çинче хамăрăн пултарулăха кăтартăпăр, - пĕлтерчĕ Морис Николаевич тĕп хулана гастроле тухса кайиччен. - Шостакович, Хачатурян, ытти паллă çын çÿренĕ çак çуртра. Мĕн тери мăнаçлă! Эпир - наци республикин представителĕсем. Çавăнпа пирĕн сцена çине чăваш композиторĕсен произведенийĕсемпе тухмаллах».

Фестивалĕн «Халал концерчĕн» программинче тĕрлĕ çулта ĕçленĕ чăваш композиторĕсен - Юрий Григорьевăн, Михаил Алексеевăн, Анисим Асламасăн произведенийĕсем янăрĕç. «Вĕсене Пысăк сцена çине кăларасси - манăн чыс тата тивĕç», - тет Морис Николаевич.

Концертăн иккĕмĕш пайне Мускав композиторĕсен ĕçĕсене халалланă. Капеллăн ĕçĕ-хĕлĕнче Андрей Эшпайăн произведенийĕсем пысăк вырăн йышăнаççĕ. Фестивальте унăн «Эскиз» тата «Прелюд памяти Е.К.Голубева» хайлавĕсем янăрĕç.

Мускаври фестиваль концерчĕсем пĕр уйăх тăсăлĕç. Симфони капелли чÿк уйăхĕн 1-мĕшĕнче пултарулăхне кăтартĕ.

И.СЕРГЕЕВА

Автор: 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.