ТЕПĔР ХУТ АН ТАПĂНТĂР
Натуропат специалистсем инсульт тÿссе ирттернĕ çынсене çак инкек каллех аптратса ÿкересрен хÿтĕленме тата ун хыççăнхи япăх улшăнусем аталанассине чарса лартма ятарлă профилактика мелĕсем пулăшнине палăртаççĕ.
Асра тытма
- Инсульт хыççăн май килнĕ таран иртерех ĕнсе тата тăнлавсем çине медицина сĕлĕхĕсене лартмалла.
- Ирхине выç хырăмла тата каçхине çывăрас умĕн 0,2-шер грамм мумиă ĕçмелле. Унăн витĕмне алоэ сĕткенĕпе вăйлатма пулать. 50 грамм мумиăна 150 грамм алоэ сĕткенĕпе хутăштармалла. Çак шĕвеке ирхи апатчен тата каçхине çывăрас умĕн 1-ер чей кашăкĕ ĕçмелле. Сиплев курсĕ - 2 эрне. 2 эрне тăхтанă хыççăн тепĕр курс ирттермелле.
- Çак сиплев курсĕсем хушшинче кунне 3 хут 20-30-шар тумлам прополис настойки 2 эрне ĕçмелле.
- Алăсемпе ура туни, çурăм, купарча мышцисене лутăркани усăллă. Ку клеткăсене çĕнелме пулăшать. Çак мышцăсене черетпе кашнине 10-шар минут лутăркамалла.
- Чечек тусанĕ /перга/ уйрăмах паха, ăна кунне 2-шер чей кашăкĕ ĕçмелле. Кунне 6-8 аçтăрхан мăйăрĕ çимелле. Аçтăрхан мăйăрĕн шалти çурхахĕнчен сиплĕ шĕвек хатĕрлемелле. 30 мăйăр çурхахне çур литр шурă эрехе ямалла, тĕттĕм вырăнта 2 эрне лартмалла, сăрăхтармалла. Кунне 3 хут апат умĕн 1-ер чей кашăкĕ шĕвек пĕтичченех ĕçсе пурăнмалла.
- Темиçе эрнеренех тухтăрпа канашласа сиплев гимнастикине тытăнма юрать. Юн пусăмĕ ÿсет пулсан çамкана, пите, тăнлавсене, ĕнсене, мăя, хул пуççисене, алă тунисене хăвăрах массаж туни, кунне 3 хут 20 миллилитр ăшă шыва 10-15 тумлам чĕре курăкĕн /пустырник/, кушак курăкĕн /валериана/, катăркас /боярышник/ настойкисене ярса ĕçни пулăшать.
Тасату мелĕсем
Анчах асăннă мелсем инсультăн тĕп сăлтавĕсенчен пĕринпе - организм шлаксемпе, наркăмăшсемпе вараланнипе - кĕрешеймеççĕ. Вĕсем пыршăлăхра, пĕверте, пÿресенче, сыпăсенче, лимфăра, юн тымарĕсен стенкисем çинче, юнра пухăнса уйрăм органсен, тытăмсен, пĕтĕм организмăн ĕçне питĕ япăх витĕм кÿреççĕ, тĕрлĕ чир-чĕре тапăнма çул уçса параççĕ. Çавăнпа организма тасатни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ирсерен таса шыв ĕçнинчен пуçлама пулать.
Инсульт профилактикинче юн тымарĕсене холестеринран тасатни пысăк вырăн йышăнать. Çак рецептсем витĕмлĕ.
Авалхи тибет рецепчĕ. 100-шер грамм типĕтнĕ эмел курăкĕн /ромашка/ чечекне, сар çип утине /зверобой/, сарă кушак урине /бессмертник/, хурăн папкине хутăштармалла. 1 апат кашăкĕ пухха тин вĕренĕ çур литр шыва ямалла, 3-4 сехетрен сăрăхтармалла. Икĕ пая уйăрмалла. Пĕрне каçхи апат умĕн 1 апат кашăкĕ пыл хушса ĕçмелле. Теприне ирхине апатчен 15-20 минут маларах ăшăтса тата пыл хушса ĕçмелле. Кашни кун шĕвек пĕтичченех сипленмелле.
2 лимон, 2 апельсин, 2 апат кашăкĕ пыл кирлĕ. Цитруссене вакламалла, вăррисене кăларса пăрахмалла, çимĕçне аш арманĕпе авăртмалла. Кĕленче савăтра пурне те пĕрле хутăштармалла, пÿлĕм температуринче пĕр талăк лартмалла. Чейпе е апатпа пĕрле кунне 2-3 чей кашăкĕ çимелле. Хутăш юн пусăмне йĕркене кĕртет, стенокардирен, инфарктран, инсультран хÿтĕлет.
Халăхра атеросклерозран сыхланма çак рецептпа усă кураççĕ. Нимĕрленĕ 40 грамм ыхрана кĕленче савăта ямалла, 100 грамм спирт е шурă эрех хушмалла. Пÿлĕм температуринче пĕр талăк лартмалла. Сăрăхтармалла. Кунне 2-3 хут апатчен 30 минут маларах 10-шар тумлам ĕçмелле.
Комментари хушас