Тĕп вырăнта - ял çыннисен интересĕсем

4 Утă, 2014

Кооператорсен тĕнчери пĕрлĕхĕ çуллен утă уйăхĕн пĕрремĕш шăмат кунĕнче Пĕтĕм тĕнчери кооперативсен кунне паллă тăвать. Ăна ПНОн Генеральнăй Ассамблейи кооперативсен пĕрлĕхне пĕтĕм тĕнче умĕнче кăтартас тĕллевпе туса хунă. Пирĕн паянхи хăна - Чăвашпотребсоюз Канашĕн председателĕ, Раççей Центросоюзĕн Канашĕн членĕ, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Валерий ПАВЛОВ.

- Валерий Михайлович, республикăра ял хуçалăх, кредит кооперативĕсем йышлă, анчах ялшăн потребительсен кооперацийĕ, 120 çул ытла ял çыннисене таварсемпе тата пулăшу ĕçĕсемпе тивĕçтерекенскер, çав вăхăтрах социаллă нумай тĕллеве пурнăçлаканскер, уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ.

- Ял çыннисен ырлăхĕ, вĕсен пурнăçĕн шайĕ пирĕншĕн экономика ĕç-хĕлĕн тухăçлăхĕн шайĕнчех - тĕп вырăнта. Урăхла пулма та пултараймасть, ял çыннисем пирĕн пайщиксем, пирĕн кÿршĕсем-çке, вĕсем пирĕн ĕçченсемпе юнашар вăй хураççĕ, пĕрле пурăнаççĕ. Шăпах çавăнпа стационар лавккасем çук çĕрте вырăна тухса суту-илÿ йĕркелетпĕр, инçетри тата çын сахал пурăнакан 300 ялта тăкаклă лавккасене тытса тăратпăр.

Пĕлтĕр Чăваш Республикинчи коопераци юхăмĕ 120 çул тултарнине паллă турăмăр. Савăнăçлă мероприятисемпе, хамăрăн чи лайăх ĕçченсене, çемье династийĕсене, ветерансене, чысланипе кăна та мар. Иртнĕ çул пирĕншĕн хăш-пĕр енĕпе улшăну çулĕ пулчĕ. Эпир хамăрăн суту-илÿ сетьне çине тăрса аталантаратпăр, унта вырăнти, Чăваш Енре туса кăларнă продукци сутăнать, лавккасене, общество апатланăвĕн предприятийĕсене, аптекăсене автоматизацилетпĕр, таварсене централизациленĕ майпа туянатпăр. Социаллă миссие те манмастпăр, çав шутра эмел курăкĕсен, ял хуçалăх продукцийĕн хатĕрлевĕпе ĕçлетпĕр - ял çыннин хушма ĕç пултăр. Пĕлтĕр кăна пире панă ял хуçалăх продукцийĕшĕн ял çыннисене эпир 650 млн ытла тенкĕ тÿленĕ.

- 2013 çул кăтартăвĕсем тăрăх Чăвашпотребсоюз Центросоюз тытăмĕнче малтисен шутĕнче пулнине тепĕр хут çирĕплетрĕ.

- Чăнах та, Пĕтĕм Раççейри регионсенчи союзсен тата кооператив организацийĕсен ăмăртăвĕн 2013 çулхи кăтартăвĕсем тăрăх Чăвашпотребсоюза пĕтĕмĕшле ĕç-хĕле аталантарнăшăн - иккĕмĕш, общество апатланăвне аталантарнăшăн - виççĕмĕш, хатĕрлев ĕç-хĕлне аталантарнăшăн - виççĕмĕш, пурлăхпа техника никĕсĕн управлăхĕшĕн тата ăна аталантарнăшăн - пĕрремĕш, федерацин Атăлçи округĕнче пĕтĕмĕшле ĕç-хĕле аталантарнăшăн иккĕмĕш вырăнсене панă. Сумлă çак наградăсем - 8 пин çынран тăракан пĕтĕм коллективăн тава тивĕçлĕ ĕçĕ, кооператив организацийĕсен ертÿçисен, Чăвашпотребсоюз аппарачĕн ĕçĕн, республика Правительстви, Патшалăх Канашĕ, депутатсем тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен пуçлăхĕсем пулăшнин кăтартăвĕ. Вĕсем пирĕн пĕтĕм ĕçĕн тĕллевĕ ял çыннисен пурнăç шайне çĕклесси пулнине пĕлеççĕ, ăнланаççĕ.

Чăвашпотребсоюз предприятийĕсемпе организацийĕсен ĕç-хĕлĕн пĕтĕмĕшле калăпăшĕ пĕлтĕр 10 млрд тенкĕрен иртрĕ. Тĕрлĕ шайри бюджетсене 660 млн тенкĕ хывнă. Республикăри районсенче эпир çĕнĕ 22 лавкка тата общество апатланăвĕн 4 предприятине уçрăмăр, нумай объекта реконструкцилерĕмĕр. Çак ĕçе, паллах, кăçал малалла тăсăпăр. Пĕр вырăнта тăмастпăр, аталанатпăр, инноваци проекчĕсене, суту-илĕвĕн çĕнĕ технологийĕсене ĕçе кĕртетпĕр. Анчах эпир тăрăшни çеç çителĕксĕр. Яла чĕртес, уйрăм çынсен хушма хуçалăхĕсене пулăшас ыйтусене чи çÿллĕ шайра татса памалла. Çакăн çинчен эпĕ Пĕтĕм Раççейри ял кооперативĕсен Санкт-Петербургра иртнĕ иккĕмĕш съездĕнче сăмах илнĕ май та каларăм. Раççей Правительствин Председателĕн çумĕ Аркадий Дворкович, съездăн пĕрлехи ларăвне хутшăннăскер, сăмах илнисен шухăшĕсем тĕлĕшпе комментари панă май потребкоопераци представителĕсем панă сĕнÿсене ырларĕ. Пĕрле вăй хурсан кăна эпир курăмлă çитĕнÿсем тума пултарăпăр.

Чăвашпотребсоюз опычĕпе паллашма çак кунсенче республикăна Крымпотребсоюз Канашĕн председателĕ Александр Кудин тата Севастополь хулин коопрынкторгĕн директорĕ Артем Ларин килсе кайрĕç. Тĕп тĕллевĕ - Чăваш Ен кооператорĕсен ĕç опычĕпе паллашасси. Вĕсем Чăвашпотребсоюзăн Етĕрнери аш-какай комбинатĕнче, Элĕк тата Çĕрпÿ райповĕсенче пулчĕç, кунта мĕн курнине ырласа хакларĕç. Çакнашкал визитсем Крым Республикин потребительсен кооперацийĕн Раççей Федерацийĕн экономика тата право анлăшĕнчи интеграцине тĕревлĕç, Чăвашпотребсоюз опытне шута илнĕ май Крым потребкооперацийĕ Раççей экономикинче хăйĕн вырăнне тупассипе çыхăннă процесс ăнăçлă пуласса шанатăп.

- Чăвашпотребсоюзшăн ĕç-хĕлĕн хăш енĕсем тĕп вырăнта?

- Пирĕн лайăх тĕп ен шăпах çакă пуль: ĕç-хĕлĕн потребкооперацишĕн йăлана кĕнĕ мĕн пур çăл-йĕрне тĕпе хуратпăр. Производство, хатĕрлев, суту-илÿ, общество апатланăвĕ, йăла ыйтăвĕсене тивĕçтересси, аптека ĕç-хĕлĕ, кадрсем хатĕрлесси. Мĕн пур отрасльте модернизацие çул панă, управленин çĕнĕ технологийĕсене ĕçе кĕртетпĕр. Потребкооперацире вун-вун çул ĕçлекен специалистсем хăйсен опытне çамрăксене параççĕ, çав вăхăтрах вĕсенчен, пирĕн пата йышлăн килекенскерсенчен, хăйсем те вĕренсе пыраççĕ. Специалистсене хатĕрлес, çĕнĕрен вĕрентес ыйтусемпе Чăвашпотребсоюзăн Шупашкарти коопераци техникумĕ тата Раççей потребкоопераци университечĕн Шупашкарти коопераци институчĕ ĕçлеççĕ. Çакă уйрăмах савăнтарать: коопераци учрежденийĕсенче ятарлă вăтам тата аслă пĕлÿ илес кăмăллă абитуриентсен шучĕ чакмасть. Çакă потребкооперацири вĕренÿпе ĕç сумлăхне кăтартать.

Хамăрăн тĕп отрасльсене, Чăвашпотребсоюзăн тĕп производство предприятийĕсен продукцине çак кунсенче черетлĕ хут Регионсен "Регионсем - чикĕсĕр ĕçтешлĕх" пĕрлехи куравĕнче кăтартрăмăр. Пирĕншĕн ку - ят-сума кăмартмалли курав, унта хамăрăн çитĕнÿсемпе, çĕнĕ продукципе паллаштаратпăр. Ăна вырăнти, уйрăм çынсен хуçалăхĕсенчен сутăн илекен, экологи тĕлĕшĕнчен таса чĕр тавартан хатĕрлетпĕр. Тĕслĕхрен, Чăвашпотребсоюзăн Етĕрнери аш-какай комбиначĕ туса кăларакан çурма тĕтĕмленĕ "Испанские колбаски", "Чувашские" пельмень, вассабиллĕ салă тата ыт.те. Питĕ кăмăллă: пирĕн экспозицисемпе ахаль хăнасем, республика ертÿçисем кăна мар, ытти регион представителĕсем те интересленчĕç - унта та потребсоюзсем ĕçлеççĕ.

- Хăвăрăн професси уявĕ вăхăтĕнче, Пĕтĕм тĕнчери кооперативсен кунĕнче, эсир йăлана кĕнĕ Райпо кунĕсене ирттеретĕр...

- Çапла, çĕртме уйăхĕнче, сăмахран, Мăн Сĕнтĕр райповĕнче Райпо кунĕ иртрĕ ĕнтĕ. Хамăрăн пайщиксене, тавар туянакансене, туссемпе ĕçтешсене йыхравларăмăр, чи лайăх ĕçченсене, эмел курăкĕсем пухакансен, ял хуçалăх продукцийĕ паракансен конкурсĕсен çĕнтерÿçисене Хисеп грамотисемпе наградăларăмăр. Парнесен вылявне, ачасен дискотекине ирттертĕмĕр. Художество пултарулăх коллективĕсем куракансене хăйсен юрри-кĕввипе савăнтарчĕç. Çакнашкал мероприятисем, паллах, потребкоопераци ят-сумне çĕклеççĕ. Ял çыннишĕн вара - кулленхи ĕçсенчен, пахчаран канмалли уяв. Праçник илемлĕ фейерверкпа вĕçленчĕ.

- Потребительсен кооперацийĕнче профсоюз юхăмне те упраса хăварнă. Сирĕн ĕçченсем тĕрлĕ конкурса, спорт турнирĕсене хутшăнаççĕ. Çакăн çинчен те каласа парсамăр.

- Чăвашпотребсоюз Канашĕ, Чăваш Республикин потребкоопераци тата предпринимательлĕх ĕçченĕсен профсоюзĕпе пĕрле кăçал спортăн тăхăр енĕпе 12-мĕш Спартакиада ирттерет. Унта кооператив организацийĕсен ертÿçисем те хастар хутшăнаççĕ, çапла майпа хăйсен ĕçченĕсене физкультурăпа, спортпа туслаштараççĕ. Хамăрăн сотрудниксен ачисем валли те пултарулăх конкурсĕсем йĕркелетпĕр. Кăçал черетлĕ хут "Потребительсен кооперацийĕн мисĕ" конкурс ирттертĕмĕр, потребительсен кооперацийĕнче çамрăк, илемлĕ, талантлă хĕрсем ĕçленине тепĕр хут курса ĕнентĕмĕр. Иккĕмĕш çул ĕнтĕ ачасен "Салют" сывлăх лагерĕн никĕсĕ çинче потребкооперацин çамрăк ĕçченĕсен форумĕ иртрĕ. Пирĕн коопераци çамрăкĕсем вăхăта уçă сывлăшра усăллă ирттерчĕç: флешмобсем, пултарулăх конкурсĕсем, карьера ÿсĕмĕн темипе тренингсем йĕркелерĕмĕр. Кунашкал мероприятисем коллектива пĕтĕçтереççĕ, ĕçлекенсене пĕр-пĕрне лайăхрах пĕлме пулăшаççĕ, эппин, ĕçлес пултарулăха ÿстереççĕ. Кĕркунне хамăрăн сотрудниксен çул çÿревĕсене черетлĕ хут йĕркелеме палăртатпăр, ветерансене Центросоюзăн тĕп сывлăх учрежденине санаторипе курорт сиплевне ярăпăр. Пĕлтĕр çавнашкал икĕ çул çÿрев пулнăччĕ, çынсем кăмăллă, апла тăк çакна йăлана кĕртмелле. Пирĕн республикăра, çав шутра потребкооперацире тĕП правленийĕн ячĕпе, хам ятпа потребкоопераци ĕçченĕсене, ветерансене, пайщиксене, потребкоопераципе вăл е ку енĕпе çыхăннă мĕн пур çынна Пĕтĕм тĕнчери кооперативсен кунĕ ячĕпе саламлатăп. Çирĕп сывлăх, тăнăçлăх, ырлăх, ĕмĕтĕрсене пурнăçлама сунатăп.

Н.АНТОНОВА.

о Чăвашпотребсоюзăн Регионсен пĕрлехи "Регионсем - чикĕсĕр ĕçтешлĕх" куравĕнчи экспозицийĕ.

о Крым кооператорĕсем Çĕрпÿ райповĕн çăкăр комбиначĕн ĕçĕпе паллашаççĕ.

В.СОРОКИН сăн ÿкерчĕкĕсем