Тĕп вырăнта - стаж тата шалу
2015 çултан Раççейре пенсин страховани тытăмĕнчи граждансен прависене тата пенси виçине шутлассине çĕнĕлле йĕркелеме тытăнаççĕ. Ку енĕпе йышăннă саккунсем вăя кĕриччен çур çултан та сахалрах юлчĕ. Çĕнĕ йĕркепе паянхи кăларăмра Раççей Пенси фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн управляющийĕ Роза Алексеевна Кондратьева паллаштарать.
- Роза Алексеевна, 2015 çултан страховани тата пухăнса пыракан пенсисене хăй тĕллĕн тÿлеве уйăраççĕ. Страховани пенсине тивĕçмелли условисем мĕнлерех улшăнаççĕ?
- 2015 çултан пенсисене «Страховани пенсийĕсем çинчен» саккунпа шутлама тытăнаççĕ. Унпа килĕшÿллĕн пенсие хĕрарăмсем халĕчченхи пекех - 55, арçынсем 60 çула çитсен тухма пултараççĕ. Стажăн тата официаллă ĕç укçин пĕлтерĕшĕ ÿсет, вĕсем пенсие тивĕçмелли тĕп услови шутланаççĕ - страховани стажĕ 15 çултан кая мар пулмалла /халĕ - 5/. Ĕçленĕ тапхăрти пенси коэффиценчĕ 30-тан иртмелле. Çакăн чухлĕ хисепе кашни çын /ĕç укçине икĕ чи пĕчĕк шалу шайĕпе тивĕçсен/ 15 çулта пухаять.
Кăтартусене пурнăçа тапхăрпа кĕртеççĕ. 2015 çулта ватлăхри страховани пенсине тухмалли стаж - 6 çултан, коэффициенчĕ 6,6-чен кая мар пулмалла. 2025 çултан çĕнĕ йĕрке туллин ĕçлеме тытăнать.
- Пенсие тухма 30 коэффициент кирли çинчен пĕлтертĕр. Мĕн-ха вăл, коэффициент? Ăна мĕнле шутлаççĕ?
- Коэффицента ĕçленĕ кашни çулшăн палăртаççĕ: çыншăн хывакан взнос суммине ăна тÿлеме палăртнă чи пысăк шалуран илекен тÿлев виçи çине пайлаççĕ тата пенси коэффициенчĕн чи пысăк виçи çине хутлаççĕ /2015 çулта коэффициентăн чи пысăк виçи - 7,39, 2021 çулта - 10/.
Тĕслĕхрен, 2015 çулта ĕçпе тивĕçтерекен 20 пин тенкĕпе танлашакан шалуран 16 процентлă тарифпа пĕр çулталăкра 38,4 пин тенкĕ взнос хывать. Ĕç укçинчен взнос тÿлемелли чи пысăк виçе 650 пин тенкĕпе танлашсан ку суммăран 104 пин тенкĕ куçать. Çапла вара 38,4 пин тенкĕне 104 пине пайлани 0,37-пе танлашать, 7,39 çине хутласан пĕр çул ĕçлени 2,7 бала çитет.
Коэффицент шутланă чухне официаллă шалăва кăна шута илеççĕ – вăл пысăкрах тăк пенси коэффициенчĕ те сумлăрах.
Пĕр коэффициент хакне федерацин «Раççей Пенси фончĕн бюджечĕ çинчен» саккунĕпе çуллен çирĕплетеççĕ - 2015 çулта вăл 64 тенкĕ те 10 пуспа танлашать.
- Апла тăк 30 коэффициент пухсан кăна арçынсем халĕчченхи пек - 60, хĕрарăмсем 55 çулта пенсие тухма пултараççĕ. Енчен те граждансем ĕç укçин чи пĕчĕк виçинчен сахалрах илнĕ е ăна пачах кăтартман тăк вĕсем ĕç пенсийĕн ирĕкĕпе усă кураççĕ-и?
- Тивĕçлĕ кану ÿсĕмĕ тĕлне страховани стажĕ - 15 çулран, пĕтĕм тапхăрти коэффицентсен сумми 30-тан сахалрах пулсан страховани пенсине памалли вăхăта каярах хăвараççĕ е социаллă пенсипе /хĕрарăмсене - 60, арçынсене – 65 çулта/ тивĕçтерме май пур.
Çавăнпа та граждансен пенси çинчен маларах шухăшламалла. Асра тытмалла: пенси коэффицентне официаллă шалу укçинчен шутлаççĕ. Уйрăм организаци налук тата страховани взносĕ сахалрах хывас тĕллевпе официаллă шалăва ĕç укçин чи пĕчĕк шайĕпе кăна кăтартать, ыттине алăран тÿлет.
Пенси фондне çитернĕ отчетсем тăрăх - ĕç укçин чи пĕчĕк виçинчен сахалрах шалăва Чăваш Республикинчи 6 пине яхăн организацире ĕçлекен 50 пин ытла çын илсе тăрать. Унсăр пуçне килĕшÿ тумасăр ĕçлекен те сахал мар. Кун пек чухне граждансен ĕç пенсийĕн ирĕкĕ пулмасть.
Çакна та палăртмалла: 2014 çултанпа предпринимательсен тупăшĕ 300 пин тенкĕрен иртсен вĕсене Пенси фондне взноса ĕç укçин чи пĕчĕк виçинчен ытларах тÿлеме май туса панă. Çапла вара çулталăкри тÿлев 17328,48 тенкĕ тата 300 пин тенкĕрен ытларах тупăшран 1 процент хушса хывмалла. Кун пек чухне пенсие вăхăтра тухма тата унăн виçине ÿстерме май килет.
- Ĕçлесе шалу илнĕ тапхăрта коэффициентсене мĕнле шутланине пĕлтĕмĕр. Хĕрарăм ачапа ларать е каччă çар службинче тăрать тăк коэффициентсене мĕнле палăртаççĕ?
- Çĕнĕ йĕркепе социаллă пĕлтерĕшлĕ тапхăрсене - салтакра службăра тăни, ачана 1,5 çула çитиччен, инвалид-ачана тата 80 çул çитнĕ ватăна пăхни - пенси шутламалли стажа кĕртеççĕ, вĕсемшĕн коэффициент хушса параççĕ. Кунта çакна палăртса хăвармалла: ачана çулталăк çурăна çитиччен пăхнăшăн паракан балл виçи кашни пепкешĕн ÿсет: пĕрремĕшĕшĕн кашни çулшăн – 1,8, иккĕмĕшĕшĕн – 3,6, виççĕмĕшпе тăваттăмĕшĕшĕн - 5,4 балл. Енчен те йĕкĕреш çуралсан пĕтĕм коэффициента хушаççĕ /1,8 Ç 3,6/.
Патшалăх амăшлăха хÿтĕлес тĕллевпе ача пăхнă пĕтĕм тапхăра кăçалтан 4,5 çул таран шута илмелле тунă, 2015 çултан - 6 таран.
- Халĕччен хамăр пенси счетĕнче пухăнса пыракан страховани взносĕ пирки Пенси фондĕнче, патшалăх пулăшăвĕн пĕрлехи порталĕнче е хăш-пĕр банк урлă пĕлме пултараттăмăр. Ĕçлекенсем кашни çулшăн мĕнле коэффициент палăртнине тата пĕтĕмĕшле коэффициент суммине малашне ăçта пĕлме пултараççĕ?
- Пенси фончĕ кашни çыннăн çулталăкри коэффициентне уйрăм шутлать. Мĕн чухлĕ пухăнса пынине «Страховани тунă çыннăн уйрăм пÿлĕмĕ» электрон сервисра пĕлме пулĕ.
Хальхи вăхăтра Пенси фончĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçĕ – граждансем 2015 çулччен ĕçленĕ тапхăра коэффициента куçарса харпăр хăй лицевой счетĕнче шута илесси. Республикăри ĕçлекен граждансен 70 проценчĕнне 2002 çулчченхи пенси прависене конвертациленĕ ĕнтĕ. Ку информацие 2002 çулсенче пенси тытăмне страховани принципĕ çине куçарнă тапхăрта организацисем урлă пуçтарнă. Хăйсене ĕçпе тивĕçтерекенсем тата çав вăхăтра официаллă йĕркепе вăй хуман граждансенчен нумайăшĕ çак кăтартăва Пенси фондне çитермен. Çавăнпа та вĕсен ĕç кĕнекине е стажа çирĕплетекен справкăсене Пенси фондне тăратмалла. Кун пирки Пенси фончĕн район-хула управленийĕ халăха çырупа пĕлтернĕ. Анчах çынсем е ăнланса çитейменнипе, е вăхăт çуккипе Пенси фондне васкамаççĕ. Стажа çирĕплетмелли документсем тăратма чĕнсе янă çыру илнисене Пенси фондне çийĕнчех кайма сĕнетĕп.
- Коэффициента усă курса пенси виçине мĕнле шутлаççĕ?
- Пенси виçине мĕн пур коэффициента унăн хакĕ çине хутласа тупаççĕ. Унсăр пуçне кашнине çирĕплетнĕ тÿлев хушаççĕ /çирĕплетнĕ тĕп виçе хальхи пенси формулинче те пур, унăн сумми 3935 тенкĕпе танлашать/.
Çĕнĕ саккун йĕркипе тивĕçлĕ кану ÿсĕмне çитсен пенсие тухмасăр малалла ĕçлекенсене хавхалантармалли норма кĕртнĕ. Пенсие каярах кайнă кашни çулшăн преми коэффициенчĕ хушса тÿлеме палăртнă. Тĕслĕхрен, тивĕçлĕ канăва 5 çул каярах тухсан çирĕплетнĕ тÿлев - 36, страховани пенсийĕ 45 процент ÿсет.
- Пенсин çирĕплетнĕ тÿлев виçине ÿстермелли йĕрке çĕнĕ саккунра пур-и? Ял ĕçченĕсене ку енĕпе мĕнле çăмăллăх туса панă?
- Пĕрремĕш ушкăн инваличĕсене, 80 çулти ватăсене, Çурçĕр районĕсенче ĕçлекенсене çирĕплетнĕ тÿлеве малтанхи пекех ÿстерсе параççĕ. Тĕслĕхрен, пĕрремĕш ушкăн инваличĕсен, 80 çулти ватăсен ыттисен пек 3935 тенкĕ мар, икĕ хут нумайрах /7870 тенкĕ/. Çĕнĕ саккунпа ялта пурăнакансене 30 çултан кая мар ял хуçалăхĕнче ĕçлесен çирĕплетнĕ тÿлеве 25 процент хăпартса тÿлеççĕ. Раççей Правительстви икĕ çулта çак йĕркене çирĕплетме палăртнă – 2016 çултан тÿлеве ÿстерсе параççĕ.
- Пенсие маларах тухмалли нормăсем сыхланса юлнă-и?
- Çĕнĕ саккунра пенсие маларах тухмалли нормăсем сыхланса юлнă. Сиенлĕ тата йывăр условиллĕ ĕç вырăнĕ пур организацисем валли улшăнусем кĕртнĕ. Малтан вĕсен 1-мĕшпе 2-мĕш списоксемпе ĕçлекенсемшĕн Пенси фондне саккунра çирĕплетнĕ хушма тарифпа взнос тÿлемелле пулнă – 1-мĕш списокпа - 9, 2-мĕшпе - 6 процент. 2014 çулхи кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕнчен вăя кĕнĕ федерацин «Ĕç условийĕсене ятарлă хакласси çинчен» саккунĕпе килĕшÿллĕн организацисен сиенлĕ тата йывăр ĕç вырăнĕсене ятарлă хакламалла. Унăн кăтартăвĕсем тăрăх Пенси фондне тÿлемелли взнос тарифĕ 2 процентран 8 таран пулать. Хушма тарифа пĕчĕклетме май пурри ĕçпе тивĕçтерекенсене условисене лайăхлатма хавхалантарать.
Предприяти ĕçлекен çынпа калаçса татăлса патшалăхăн шутланман пенси фончĕпе килĕшÿ тусан ун урлă пенсие маларах тивĕçтерме пултарать. Ун пек чухне хушма взнос çавăн тытăмне хывăнать.
Учительсемпе медицина ĕçченĕсем пенсие маларах тухмалли йĕрке улшăнман – вĕрентекенсем халĕчченхи пекех 25 çул стажпа, врачсемпе медицина сестрисем ялта - 25, хулара 30 çул сиплев ĕçĕнче вăй хурсан ÿсĕме пăхмасăрах пенсие тухма пултараççĕ.
- 2015 çултан вăя кĕрекен çĕнĕлĕхсем хальхи пенсионерсене пырса тивеççĕ-и? Ĕçлекен пенсионерсен пенсийĕсене çуллен ÿстермелли йĕрке сыхланса юлать-и?
- Граждансен 2015 çулччен йĕркеленнĕ пенси прависем сыхланса юлаççĕ - 2014 çулта вĕсене уйрăм коэффициента куçарма палăртнă. Пенсионерсен пенси виçи улшăнмасть, кашнин правине коэффициентпа хаклаççĕ.
Ĕçлекенсен пенси шайне çулсерен ÿстермелли ирĕк сыхланса юлать. Ÿсĕмĕн чи пысăк виçи 3 коэффициентпа танлашать, урăхла каласан 23 пин тенкĕрен иртмен шалăва шута илеççĕ.