Тĕп вырăнта - инноваци аталанăвĕпе социаллă яваплăх

3 Утă, 2015

Пĕрлешнĕ Нацисен Организацийĕн Генеральнăй ассамблейин йышăнăвĕпе çулсерен июль уйăхĕн пĕрремĕш шăматкунĕнче Кооперативсен пĕтĕм тĕнчери кунне паллă тăваççĕ. Уяв умĕн Чăвашпотребсоюз Канашĕн председателĕпе, Раççей Центросоюзĕн Канашĕн членĕпе, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕпе Валерий ПАВЛОВПА курса калаçрăмăр.

- Кооператорсем çак куна мĕнле ÿсĕмсемпе кĕтсе илеççĕ?

- Республикăри кооператорсен коллективĕ суту-илÿре, общество апатланăвĕнче, хатĕрлевре, йăла пулăшăвĕсен сферинче, производствăра тăрăшакан сакăр пин ĕçчене пĕрлештерет. Пĕлтĕрхи кăтартусем эпир ĕç-хĕлĕн пĕтĕмĕшле калăпăшне каллех ÿстерме пултарнине кăтартса параççĕ. Вăл 11 миллиарда яхăн тенкĕпе танлашрĕ. Пĕлтĕр пурлăх-техника базине аталантарма - 300 миллион тенкĕ, хальхи технологи оборудованийĕ туянма 21 миллион тенкĕ уйăртăмăр. Ку пирĕн специалистсен ĕç условийĕсене, предприятисем туса кăларакан продукци пахалăхне лайăхлатма май парать.

Чăвашпотребсоюз çирĕм çула яхăн ĕнтĕ Раççейри чи лайăх потребсоюзсен йышне кĕрет. Центросоюз ирттернĕ ăмăртура 2014 çулшăн пĕтĕмĕшле ĕç-хĕле аталантарас енĕпе Раççейри мĕнпур потребительсен союзĕсем хушшинче - иккĕмĕш, Атăлçи федераци округĕнче пĕрремĕш вырăн йышăнтăмăр. Çак кунсенче савăнăçлă çĕнĕ хыпар çитрĕ. РФ Центросоюзĕ кăçалхи пĕрремĕш кварталти ăмăртăвăн кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ. Чăвашпотребсоюза пĕтĕмĕшле ĕç-хĕле аталантарнăшăн çĕршыври потребительсен союзĕсем хушшинче те, Атăлçи федераци округĕнчи потребительсен союзĕсем хушшинче те пĕрремĕш вырăнсем пама йышăннă. Чăвашпотребсоюзăн 95 çулхи юбилейĕн çулталăкĕнче сумлă çак çĕнтерÿпе уйрăмах мăнаçланатпăр.

- Юлашки çулсенче республикăри потребительсен кооперацийĕн тытăмĕнче улшăну нумай пулчĕ: лавккасем, кафесем çĕнелеççĕ, вĕсемпе пĕрле ялсем те...

- Тĕпрен илсен, чăн та, ялсенче ĕçлетпĕр. Ял çыннисем çĕнĕлĕхсене хăйсен куçĕпе курса хаклаççĕ, вĕсемпе туллин усă кураççĕ. Объектсене тул енчен хăтлăх кĕртнисĕр пуçне вĕсен ĕçне пуянлататпăр, модернизацилетпĕр. Лавккасене тавара ирĕклĕ майпа суйламалли йĕркене куçарнипе пĕрлех автоматизацилес ыйтусемпе тимлĕ ĕçлетпĕр. Потребительсен кооперацийĕ яланах социаллă яваплăхлă организаци пулнине уйрăммăн палăртас килет. Ял çыннисен - тавар туянакансен, пайçăсен - пурнăçне лайăхлатма пулăшасси пирĕншĕн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Çавăнпа хатĕрлев ĕçне тĕллевлĕ йĕркелесе пыратпăр, халăхран эмел курăкĕсем, сĕт, какай, пахчаçимĕç туянатпăр, вĕсене потребкооперацин производство, общепит предприятийĕсенче тирпейлетпĕр, çынсем ыйтнипе кайăк-кĕшĕк чĕпписем, удобрени сутатпăр. Райцентрсенчи тупăшлăрах лавккасен шучĕпе халăх сахал пурăнакан, инçетри тăкаклă лавккасене тытса тăратпăр.

Вырăнти, экологи тĕлĕшĕнчен таса продукцие халăх килĕштерсе туянать. Чăваш кооператорĕсен продукцийĕ чăннипех паха пулнине «Чăваш биопродукчĕ» тавар паллипе усă курма ирĕк паракан сертификатсем, тĕрлĕ конкурссен, çав шутра «Раççейĕн 100 чи лайăх таварĕ» конкурс, дипломĕсем çирĕплетеççĕ. Хамăрăн продукципе паллаштарма тăтăшах дегустацисем, презентацисем йĕркелетпĕр. Çак кунсенче «Регионсем - чикĕсĕр килĕштерсе ĕçлесси» куравра хăнасем пирĕн экспозиципе питĕ интересленсе паллашрĕç.

- Валерий Михайлович, эсир юлашки вăхăтра потребкоопераци ыйтăвĕсене федераци шайĕнче пăхса тухнă чухне пĕрре кăна мар хăвăр сăмаха татăклă каланине те палăртмалла.

- Темиçе мероприятие хутшăнма тÿр килчĕ. Май уйăхĕнче Патшалăх Думинче Чăваш Республикин кунĕсем иртрĕç. Делегаци йышне мана та кĕртрĕç. Çак форум вăхăтĕнче республика правительствин членĕсем, Патшалăх Канашĕн депутачĕсем, предпринимательсен пĕрлĕхĕн представителĕсем Патшалăх Думин Экономика политики, инноваци аталанăвĕ тата предпринимательство енĕпе ĕçлекен комитечĕн ларăвне хутшăнчĕç. Унта конкуренцие хÿтĕлес, предпринимательствăна аталантарас енĕпе темиçе федераци саккунĕн проектне, алкоголь продукцине сутассине йĕркелес сферăри хăшпĕр ыйтăва сÿтсе яврĕç. Эпĕ те тухса калаçрăм. Пĕтĕмĕшле илсен, пирĕн пуçарăва ырларĕç.

Июнĕн 18-мĕшĕнче Патшалăх Думин Регион политики тата Çурçĕрпе Инçет Хĕвелтухăç ыйтăвĕсемпе ĕçлекен комитечĕн анлă ларăвĕ иртрĕ. Унта Раççей регионĕсен социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕнче потребительсен кооперацийĕ мĕнле вырăн йышăнни, потребкоопераци умĕнче тăракан ыйтусем çинчен тухса калаçрăм. Ĕç тăвакан влаçпа саккун кăларакансем хушшинчи конструктивлă, тарăн шухăшлă калаçусем яланах ырă çимĕç параççĕ. Çакна эпир хамăр республика тĕслĕхĕнче те куратпăр: ЧР Патшалăх Канашĕнче потребкооперацирен икĕ депутат, коопераци организацийĕсен ертÿçисенчен чылайăшĕ депутатсен район Пухăвĕсен председателĕ тата депутачĕ пулнине палăртмалла.

- Республикăри потребительсен кооперацийĕн общество пурнăçĕнче те палăртмалли, тĕслĕх илмелли чылай.

- Чăвашпотребсоюз Канашĕ тата республикăри потребкоопераципе предпринимательствăра ĕçлекенсен профсоюзĕ, пуçламăш профсоюз организацийĕсем пĕрле культура, физкультурăпа спорт мероприятийĕсем, массăллă ытти мероприяти чылай ирттереççĕ, вĕсене çамрăксем те, аслă çултисем те хутшăнма пултараççĕ. Пĕлтĕр кăна спорт ăмăртăвĕсене 3200 çын /ĕçченсен 41 проценчĕ/ хутшăнчĕ. Пĕлтĕрхи кăтартусем тăрăх Чăвашпотребсоюз предприятисенче физкультура-спорт ĕçне йĕркелес енĕпе ирттернĕ смотр-конкурсра республика тата Раççей шайĕнче çĕнтерчĕ. Кăçал пĕтĕм мероприятие Чăвашпотребсоюзăн 95 çулхи юбилейне кăна мар, Аслă Çĕнтерĕвĕн 70 çулне те халаллатпăр.

Калаçăва вĕçленĕ май Чăвашпотребсоюзăн Канашĕ тата Правленийĕ ячĕпе потребкоопераци ĕçченĕсене, ветерансене, пайçăсене, туссене, партнерсене Кооперативсен пĕтĕм тĕнчери кунĕпе саламлатăп. Сире тата Сирĕн çемьесене сывлăх, мирлĕ пурнăç, ырăлăх сунатăп. Эпир сирĕнпе пĕрлехи ĕç тăватпăр, республика аталанăвне хамăрăн тÿпене хыватпăр.

В.НИКОЛАЕВ калаçнă.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.