Тĕп вырăнта – çын, ял шăпи

Хирте юлашки гектарсем çинче куккурус çулаççĕ. Вырма вĕçленнĕ май мĕн пур техникăна выльăх апачĕ хатĕрлеме явăçтарнă.
«Кăçалхи типĕ çанталăка пула куккурус япăхрах çитĕнчĕ. Вăл 100 гектар йышăннă. Паян-ыран ÿсен-тăрана пуçтарса пĕтермелле, — ăнлантарчĕ Йĕпреç районĕнчи «Красный партизан» колхоз ертÿçи Николай Иванов. — Куккурус çĕр пулăхне чухăнлатать. Çавăнпа лаптăка кантармалла. Çуркунне хире тислĕк хывса кĕрхи культурăсем акма хатĕрлесшĕн».
Валерий Антоновпа Александр Евдокимов агрегатсемпе çулнă куккуруса Валерий Николаев, Александр Антонов, Виталий Антонов, Всеволод Тимофеев тата ытти водитель машинăпа фермăна, силос хывнă çĕре турттарса тăраççĕ. «Вăрах вăхăт çумăр çуманран хирсем чул пек хытрĕç, çĕртме те йывăррăн пырать», — терĕ ертÿçĕ. Пăшăрханма сăлтав пур çав. Кĕрхи культурăсене 300 гектар акнă. Нÿрĕк çителĕксĕртен вăл япăх шăтать. Хĕле хирĕç тымар ярса вăй илеймесен пĕтме те пултарать. Апла акни, тăкакланни сая каять. «Кĕрхи культурăсене шăтса тухма çумăр кăна мар, ăшă çанталăк та кирлĕ», — палăртрĕ Константин Александров агроном.
Юнашар уйра вара çĕртме тăваççĕ. Трактор хыççăн пысăк муклашкасем выртса юлаççĕ — хытă тăпра ванмасть- мĕн. Çĕнĕ агрегатпа сухалакан лаптăкра вара тăпра кăпăшка, хир те тикĕс. «Ку агрегата татах туянасшăн-ха. Çĕр ĕçне лайăхлатать вăл. Хамăр çĕршывра кăларсан та пахалăхне тиркеймĕн. Пирĕн те хăватлă техникăна ăсталама вĕренсе çитрĕç. Ытлашши хаклă та мар», — палăртрĕ Николай Михайлович.
«Красный партизан» колхозăн усă куракан çĕрсем — 2500 гектар. Çав шутра тырă 1 пин гектар ытла йышăннă. Кăçал вăтамран гектар пуçне 26,7 центнер пуçтарса кĕртнĕ.
«Типĕ çанталăка пула пĕлтĕрхинчен 1 пин тонна тĕш тырă сахалрах пÿлмене хыврăмăр. Иртнĕ çул 1 килограмм тырă 4-5 тенкĕрен иртмен. Халĕ ăна 8-9 тенкĕпе сутатпăр. Çавна май тупăшпа илсен пĕлтĕрхинчен ытларах», — палăртрĕ Николай Михайлович.
Хуçалăхăн икĕ «Полесье», икĕ «Дон» комбайн. Çав шутран пĕрне кăçал лизингпа туяннă. Вăл 7 млн тенке кайса ларнă. Вырмара виççĕшĕпе кăна усă курнă. Теприне кÿршĕри хуçалăха пулăшма янă. «Сирĕн комбайнсем ытлашшипех темелле. Апла каллех туянса тăкакланма кирлехчĕ-ши?» — ыйтрăм ертÿçĕрен. «Эпир çуллен техника паркне çĕнетсе пыратпăр, тракторсем, агрегатсем туянатпăр. Кивелнĕ япалана юсаса тăкак ытларах тухса каять. Тăкаксене чакарма, çĕр ĕçне вăхăтра тума хăватлă та юсавлă техника кирлĕ», — хуравларĕ вăл.
Юлашки вăхăтра хуçалăхра тырă типĕтмелли, упрамалли комплекс та палăрмаллах çĕнелнĕ.
Нумай пулмасть каллех 1 пин тонна кĕмелĕх управ туса пĕтернĕ. Унта халĕ йĕтĕн вăрри хунă. Ăна кăçал пĕрремĕш хут акса пăхнă. Хуçалăхра 1 пине яхăн ĕне выльăх, çав шутра сăвăнаканнисем 300 пуç ытла. Сăвăма лайăхлатма, выльăх сывлăхне çирĕплетме çулсерен йĕтĕн вăрри туяннă. Вăл вара йÿнĕ мар, пĕр миххи 10 пин тенкĕ тăрать. Вĕçĕм тăкакланиччен ăна вырăнтах туса илме палăртнă. Малтанлăха 15 гектар çинче кăна акнă. Культура аванах çитĕннĕ. Вăрри те пулса çитнĕ. Гектар пуçне 15 центнер тухнă. Паллах, хуçалăхшăн чĕр тавар ытлашшипех. Ăна туянас текенсене тупнă ĕнтĕ. Хакĕ те тыррăннипе танлаштарсан виçĕ хут пысăкрах. Çитес çул йĕтĕне ытларах та акса хăварасшăн ĕçченсем.
«Эпир выльăх-чĕрлĕх ĕрчететпĕр. Уй-хирте çитĕнтерни çак отрасле тытса тăма пулăшать. Паллах, ытлашши чĕр тавара сутатпăр. Ĕне выльăхсăр пуçне 20 лаша пур. Хресчен ăна ĕлĕкрен тытнă. Пирĕн те витене пушатма алă çĕкленмест, — терĕ Николай Михайлович. — Унсăр пуçне утар та пур. Вăл ÿсен-тăрана шăркаланма, тухăçа ÿстерме пулăшать. Ĕçченсемшĕн вара сиплĕ те пылак çимĕç».
Ял хуçалăхĕнче хаксем таканари шыв пек вылянса тăраççĕ. Пĕлтĕр хуçалăха сĕт ытларах тупăш кÿнĕ пулсан, кăçал — тырă. Хальхи вăхăтра сĕт туса илни тăкаксене саплаштарма çеç çитет. Ертÿçĕ каланă тăрăх, кăçалхи çур çулта иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан сĕт сутса 5 млн тенкĕ çухатнă. Пĕлтĕр 1 л чĕр тавара çак вăхăтра 25 тенкĕпе ăсатнă пулсан, халĕ — 19 тенкĕпе. Сентябрь уйăхĕччен вара 18 тенкĕпе кăна. Сутлăх аш хакĕ те темиçе çул ĕнтĕ пĕр пек тăрать. Тăкаксем вара ÿссех пыраççĕ.
Йывăрлăха пăхмасăр фермăра хĕрсех хĕллене хатĕрленеççĕ: витесене юсаса çĕнетеççĕ, дезинфекцилеççĕ, стенасене шуратаççĕ. Силос, сенаж, утă-улăм çителĕклех. Условлă выльăх пуçне 28 апат единици тивет.

Çирĕп тĕрев

«Красный партизан» колхоз ура çинче çирĕп тăни Пучинкере пурăнакансемшĕн пысăк пулăшу, çăлăнăç. Кунта куллен 70 çын ытла тăрăшать. Хĕрÿ тапхăрта вĕсен йышĕ 100-тен те иртет. Çамрăксем те сахал мар. Юлашки вăхăтра хуçалăхра Артемий Николаев, Вячеслав Данилов, Артемий Ефимов каччăсем механизаторта, Виталий Антонов водительте ĕçлеме пуçланă. Константин Александров агроном та çамрăк-ха. Специалистсем çителĕклех предприятире.
Яш-кĕрĕмшĕн пуян опытлă çынсем юнашар вăй хуни ырă тĕслĕх. Николай Иванов ертÿçĕ те хуçалăхра 30 çул ытла тăрăшать, çав шутра 13 çул ăна ертсе пырать. Иван Бурмистров бухгалтер, Анатолий Петров заместитель, Татьяна Васильева, Елизавета Васильева дояркăсем, Юрий Степанов, Юрий Ионов выльăх пăхакансем, Валерий Антонов механизатор тата ыттисем те чылай çул хуçалăхра тăрăшаççĕ. Предприятишĕн çирĕп тĕрев вĕсем. Пурте пĕр тĕллевлĕ ĕçлени «Красный партизан» колхоза кăçал республикăри малта пыракан хуçалăхсен йышне кĕме пулăшнă. Вăл «Агро — 100» клуб членĕ. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Лариса НИКИТИНА. Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.