Тĕп тивĕç - лайăх атте-анне пуласси

2017 çула республика Пуçлăхĕн М.Игнатьевăн указĕпе килĕшÿллĕн Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕ тесе палăртрĕç. Чăнласах, çемье, ашшĕ-амăшĕ, вĕсен ырă тĕслĕхĕ ачисемшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çакăн çинчен аслă вĕрентекенĕмĕр И.Яковлев 200 çул каялла чăваш халăхĕ валли хăварнă Халалĕнче те уççăн çирĕплетнĕ: „Çемйĕре лайăх пăхса усрăр: çемье вăл халăх чаракĕ, патшалăх чаракĕ. Çемьен лăпкă пурнăçĕ пире пурнăç хыттинчен хÿтĕлесе тăрать. Килĕштерсе тĕреклĕ тăракан çемьешĕн катаран килекен пурнăç синкерĕсем хăрушă мар”.

Сăмахăма И.Яковлевпа Г.Волков вĕрентĕвĕ тавра пуçлас килет. Икĕ аслă вĕрентекен — тĕрлĕ ĕмĕрти çынсем. Апла пулин те вĕсен пĕр тĕллев: ÿссе пыракан ăрăва тÿрĕ чунлă, ăслă, сăпайлă, мал ĕмĕтлĕ пулма, ĕçе юратма, ашшĕ-амăшне, ваттисене хисеплеме, Тăван çĕршыва, тăван чĕлхене хаклама хавхалантарасси. Вĕсен вĕрентĕвĕ вилĕмсĕр. Академик аслă патриархăн ĕçне малалла тăсса этнопедагогикăн – халăх вĕрентĕвĕн — никĕсне хывать. Кунта, Геннадий Никандрович палăртнă тăрăх, чи кирли: аслă ăрăвăн ăс-хакăлне, йăли-йĕркине сума сăвасси, амăшĕсене çÿллĕ шая çĕклесе Турă вырăнне хурасси тата ачасене юратасси. Ывăл-хĕрпе тăтăш, куллен хутшăнмалла, ырă кăмăл парнелемелле, юратмалла — çакă этнопедагогикăн пĕрремĕш тĕллевĕ, хушăвĕ.

Пирĕн шкулта Г.Волков виçĕ хутчен пулнă. Унăн вĕрентĕвĕ, ĕçĕ-хĕлĕ 49-мĕш вăтам шкулта ĕçлекенсемшĕн хаклă. Пирĕн шкулта вăй хуракансем, уйрăмах чăваш чĕлхи вĕрентекенĕсем, аслă академикăн шăхăшĕсене тĕпе хурса интереслĕ нумай мероприяти йĕркелеççĕ.

«Пирĕн малашлăх хамăр алăра» ятпа иртнĕ çавра сĕтелре 11-мĕш класра вĕренекен академикран пурнăçра чи хакли мĕн иккенне ыйтсан Геннадий Никандрович пĕр шухăшласа тăмасăр „çемье” тесе хуравларĕ.

Юлашки вăхăтра куçăм тапхăрĕнчи кăткăслăх çинчен час-часах илтме пулать. Мĕншĕн çапла пулса иртет? Манăн темиçе сăлтав палăртас килет: вĕрентекенсен сăмахне шута илмесĕр ашшĕ-амăшĕ ача хутне кĕни; аслисем ывăл-хĕрĕн пурнăçĕпе, унăн çитĕнĕвĕсемпе, йывăрлăхĕсемпе кăсăкланманни; ĕçпе сăмах пĕр килменни; ашшĕ-амăшĕ вĕрентекенпе пĕр тĕллевлĕ пулманни.

Ача тÿрех улшăнса каймасть. Калăпăр, 5-мĕш класра ăс пухакан Иванова урокра йĕркеллĕ итлесе ларманшăн вĕрентекенсем час-часах асăрхаттараççĕ. Ырă улшăну çук. Ашшĕ-амăшне шкула чĕнтерсе пĕрле канашлатпăр. Вĕсем ачи йĕркене пăснине ĕненесшĕн мар. Хирĕçлеме пăхаççĕ. Ывăл-хĕрĕ килте хăйне лайăх тытнине ăнлантарма тăрăшаççĕ. Тепĕр кун Иванов шкула килмест. Аслисем ывăлĕн пуç ыратнă е больницăра пулнă теме пăхаççĕ. Е тата дневникне икшер-виçшер уйăх уçса пăхмаççĕ. Ашшĕ-амăшĕн пухăвĕсене те пымаççĕ. 8-9-мĕш класа çитсен Иванов пачах вĕренме пăрахать. Шкула эрни-эрнипе çÿремест. Аслисем тинех: „Мĕн тумаллине пĕлместпĕр?” — пăшăрханма тытăнаççĕ. Акă вăл — ача улшăннин сăлтавĕ. Тупăнчĕ те. Кун пек чухне „телейсĕр ача” тесе калас килет. Ваттисен сăмахне асăнни вырăнлă: „Çынăн виçĕ инкек: ватлăх, вилĕм тата начар ачасем”. Ватлăха — сирме, вилĕмрен хăтăлма çук. Япăх ачасенчен вара алăка питĕрме пулать. Ку пĕтĕмпех ашшĕ-амăшĕнчен, вĕсем ачисене тĕрĕс воспитани панинчен килет.

Ачасемшĕн ашшĕ-амăшĕн ырă тĕслĕх пулмалла. Тата, паллах, юратмалла. Çакна тĕпе хурать Г.Волков академик. Паллă психолог, вĕрентекен И.Кон та çак шухăшах çирĕплетет: „Ашшĕ-амăшĕ ачисемшĕн тĕрек тата хавхалантаракан çăлкуç пултăр, унсăрăн çамрăксем пĕччен, хÿтлĕхсĕр тăрса юлĕç”, — тет вăл. Пурнăçра куç умне урăх ÿкерчĕк тухать. Ашшĕ-амăшне шкула чĕнсе ывăлĕ-хĕрĕ мĕнле вĕренни, урокра хăйне епле тытни çинчен калама пуçлатăн. Пепкисене, уйрăмах хĕрачасене, аслисем мĕнле кăна киревсĕр сăмахсемпе ятлама пуçламаççĕ! Юнашар вĕрентекен пулнине те пăхмаççĕ.

Ăшă туйăм, ырă сăмах тĕлĕнмелле хăватлă вăй иккенне мĕншĕн-ха манаççĕ аслисем. Тепĕр чухне ачисемпе килте çирĕп пулнине, ывăл-хĕрĕ хăраса тăнине пĕлтереççĕ. Пĕр-пĕрне ăнланманни, пĕр чĕлхе тупайманни суя, ултав çулĕ çине илсе пырать. Çамрăксем тус-юлташ, тĕрек урам хушшинче шырама пуçлаççĕ. Аслисен ачисене тăхăнтарасси, тăрантарасси çинчен çеç шухăшламалла мар, вĕсен пепкисем çине ăшă куçпа пăхма, ырă сăмах калама, хавхалантарма, мухтама та пĕлмелле. Çакă мар-и-ха тĕрĕс воспитани вăрттăнлăхĕ? Ывăл-хĕре аслашшĕ-асламăшĕпе, кукашшĕ-кукамăшĕпе, çемьери ытти çынпа туслă хутшăнма хăнăхтарни те ырă витĕм кÿрет. Акă Г.Волковăн „Ăслă ача” калавне илер. Пĕр ватă ывăлĕпе кинĕ патĕнче пурăннă. Кинĕ хуняшшĕне тарăн вара леçме хушать. Чăнах та, пĕр шартлама кун ывăлĕ ашшĕне çунашка çине лартать те тухса каять. Çичĕ-сакăр çулти ачи те пĕрле пырать. Ватă çынна ывăлĕ çыран хĕрринчен çырманалла çунашкипех антарса ярать. Ача чупса анать те çунашкана сĕтĕрсе хăпарать. „Çак çунашкапа мĕншĕн нушаланатăн? Каларăм-çке: çĕнни илсе парăп”, — тет ашшĕ. „Кăна эпĕ лаççа кĕртсе хуратăп, вăл ваттисене леçмелли çунашка пулĕ. Аннепе иксĕр ватăлсан сире те ун çине лартса килсе пăрахăп”, — сăмахлать ывăлĕ. Ашшĕ хăраса ÿкет. Малтан вăл хăй ватăласси çинчен шухăшламан пулĕ çав... Мĕн пулнине арăмне каласа парать. Çак кунтан ватă çын пурнăçĕ улшăнать.

Çемье – çамрăка пурнăç çулĕ çине тухма вĕрентекен шкул. „Ăруран ăрăва куçакан йăла-йĕркене çирĕп пăхăнса пыракан çемьере çеç çын тĕрĕс воспитани илме пултарать”, — теççĕ К.Ушинскийпе Л.Толстой. Ăнланманлăх, курайманлăх, хаярлăх хуçаланакан кил-йышра ырă çын çитĕнесси иккĕлентерет. Çын хăть те мĕнле професси те суйласа илме пултарать. Анчах арçынпа хĕрарăмăн тĕп тивĕçĕ – лайăх ашшĕпе амăшĕ пуласси, ырă ача пăхса ÿстересси.

„Тăван киле телей кÿрекен пул”, — тенĕ академик. Пилĕк сăмахра мĕн тери тарăн шухăш палăртать аслă вĕрентекен. Çакă ачан мĕн пĕчĕкрен тăрăшса вĕренмеллине, çĕршывшăн юрăхлă çын пулмаллине, аслисене, ашшĕ-амăшне хисеплемеллине, ыттисемшĕн, уйрăмах хăйĕн ачисемшĕн тĕслĕх пулмаллине калать. Вара этемĕн пурнăçĕ, ватлăхĕ канлĕ пулĕ. Ашшĕ-амăшĕ — ачисене, кĕçĕннисем аслисене хисеплесе, юратса тăрсан, пĕр-пĕрне ăнланса пурăнсан çеç ырă, тÿрĕ чунлă, ăслă, сăпайлă, мал ĕмĕтлĕ ачасем ÿсĕç. Пурнăçра çемье, атте-анне — чи хакли. Çакна аслисен пĕр самантлăха та манас марччĕ.

Герман ИЛЬИН,

Шупашкарти 49-мĕш

вăтам шкул директорĕ.

Герман ИЛЬИН

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.