Тĕп редакторсене Бабич йышăнать
Паян Чулхулара РФ Президенчĕн Атăлçи федераци округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич массăллă информаци хатĕрĕсен тĕп редакторĕсемпе тĕл пулать.
Пресс-конференцире полпред çулталăкри ĕç-хĕле пĕтĕмлетĕ тата журналистсен ыйтăвĕсене хуравлĕ. Тĕлпулăва пухăннисем çавăн пекех округăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕ çинчен калаçĕç, обществăпа политика лару-тăрăвне тишкерĕç.
Чăваш Енрен унта “Хыпар” хаçатăн тĕп редакторĕн заместителĕ Дмитрий Моисеев, Çĕнĕ Шупашкарти “Грани” хаçатăн директорĕ-тĕп редакторĕ Наталья Колыванова тата “Чăваш Ен” ПТРК директорĕ Екатерина Канюка хутшăнаççĕ.
Тĕплĕнрех — эрнекунхи номерте.