Тĕп инспектор куçран вĕçертмĕ

12 Ака, 2014

Федерацин Чăваш Республикинчи тĕп инспекторĕ Геннадий Федоров Шăмăршă районĕнчи çынсене хăйсен ыйтăвĕсемпе йышăннă. Вĕсен хушшинче çивĕччи çук мар. Акă хăш-пĕр ял тăрăхĕнче пăрăхсем кивелнĕрен ĕçмелли шыв пахалăхĕ япăхланнă. Çынсен ăна лавккаран туянма е ялти çăлсенчен турттарса килме тивет. Йышăнăва пынисем районти кивĕ шыв пăрăхĕсене çĕннипе улăштарма пулăшма ыйтнă. Районта пурăнакансене çавăн пекех республика пĕлтерĕшлĕ «Шăмăршă - Суйкăн - Алтышево» автомобиль çулĕн тăрăмĕ пăшăрхантарать. Ку çулпа вĕренекенсене шкул автобусĕпе турттарма хăрушлансах пырать. Халăх ăна тĕпрен юсама ыйтнă. Пăчăрлă Пашьел ялĕнчи 310 ача вырнаçмалăх шкулта та тахçанах юсав ирттермен. Кунта вĕренекенсен ашшĕ-амăшĕ вĕренÿ учрежденине хăтлăлатма 2015 çул валли республикăри инвестици программине кĕртме май пуррипе-çуккипе кăсăкланнă. Фермерсене хăйсен нуши-тертне татса парасси пăшăрхантарнă, усламçăсен - хăйсен ыйтăвĕсем.

«Çамрăк çемье» программăпа ял тăрăхĕ урлă патшалăх пулăшăвне илнĕ мăшăрсем хăйсем çуралнă кĕтесре мар, хуласенче тĕпленеççĕ - хваттер туянаççĕ. Ял тăрăхĕнче ку пулăшăва тивĕçрĕн тĕк - ялтах юл, унăн аталанăвĕшĕн тăрăш. «Ку сĕнĕвĕн тĕшши пур», - тенĕ тĕп инспектор, ăна РФ Патшалăх Думине çитерме шантарнă.

Ыйтусем мĕнле пурнăçланнине Г.Федоров хăй тĕрĕслесе-сăнаса тăрĕ. Вĕсене республикăн ĕç тăвакан влаç тытăмĕсенче çĕклĕç.

Автор: 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.