Тĕп хуламăр ырлăхĕшĕн

19 Çурла, 2014
Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов «Южный» ООО тĕп бухгалтерне Анастасия Заверкинăна «Общество йышăнăвĕ-2014» премине парать.

Шупашкарăн 545 çулхи уявĕ умĕн тĕп хула администрацийĕнче «Общество йышăнăвĕ-2014» конкурс премийĕн çĕнтерÿçисене чысланă. «Ветерансем чунпа ватăлмаççĕ» номинацире Шупашкарти коопераци институчĕн ветеранĕсен канашĕ тивĕçнĕ. «Южный» ООО «Тĕп хуламăрпа çыннисен ырлăхĕшĕн» номинацире иккĕмĕш вырăн йышăннă.

«Южный» пасар 50 çул ытла ĕçлет. Çав çулсенче вăл социаллă пĕлтерĕшне яланах тытса пынă. Кунта инвалидсене, вăрçă ветеранĕсене ял хуçалăх продукцине сутма вырăнпа, çăмăллăхпа тивĕçтереççĕ.

- Чăвашпотребсоюз Канашĕ пулăшнипе эпир юлашки çулсенче пурлăхпа техника базине самаях çĕнетрĕмĕр, - тет рынок директорĕ Александр Журавлев. - Суту-илÿ комплексне хута ятăмăр, павильонсене çĕнетрĕмĕр, территорине асфальт сартăмăр, хăнасен автомашинисене лартма вырăн хăтларăмăр. Продукци пахалăхне ятарлă лаборатори тĕрĕслет. Туянакансем тата сутуçăсем хальхи хăтлăхпа питĕ кăмăллă.

Усă курнă тавара та пасарта туянма май пур. Совет влаçĕ вăхăтĕнчи кивĕ япаласене туянмашкăн коллекционерсем кÿршĕ регионсенчен те килеççĕ. Тупма çăмăл пултăр тесе тавара ушкăнласа ятарлă çĕре вырнаçтарнă.

Кану кунĕсенче туянакансен йышĕ 10 пине çитет. Вĕсем комбикорм, тĕрленĕ япала е вырăн таврашĕ, пыл ăçта сутнине лайăх пĕлеççĕ. Хăйсене мĕн кирлине хăвăрт шыраса тупаççĕ.

Анчахрах Крым Республикин Потребобществин Тĕп канашĕн делегацийĕ хăнара пулчĕ. Вĕсене вырăн уйăрнинчен пуçласа хăтлăх епле кÿни таранах кăсăклантарчĕ.

- Эпир пĕтĕм территори тавра çаврăнтăмăр, - тет Александр Валерьевич. - Крым çыннисене йăлтах интереслентерчĕ. Тĕл пулура хăйсен ĕçĕпе те паллаштарчĕç. Çакă пирĕншĕн те, вĕсемшĕн те усăллă пулчĕ.

Потребкоопераци хăнăхнă йăлана пăхăнса ялта çеç мар, хулара та ĕçлет. Халăха паха таварпа тивĕçтерет, çав шутра хăй туса илнипе те, - тет Чăвашпотребсоюз Канашĕн председателĕ Валерий Павлов. - «Южный» пасар социаллă пĕлтерĕшне нихăçан та çухатман, юлашки çулсенче вăл палăрмаллах улшăнчĕ. Эпир çак шайран чакмастпăр. Чăвашпотребсоюз специалисчĕсем çĕнĕ суту-илÿ комплексĕн техника проектне хатĕрленĕ. Вăл тĕп хулан кăнтăр микрорайонне татах илемлетессе шанас килет.

Н.АНТОНОВА

Рубрика: 
Автор: