Тĕнчене пĕлмесĕр тĕнче тăваймастăн

Иртнĕ саманара велосипед ял çыннишĕн паянхи джип, рено, пежо тата ытти темтепĕр хаклă йышши машинăран та пĕлтерĕшлĕрехчĕ. Вăл пирĕн тĕп транспорт шутланнă. Ача-пăча унпа ярăнассишĕн велосипедлине пан улмипе те сăйланă, вăрттăн-хĕрттĕн пуçтарнă укçине те панă. Хальхи "аренда" тени пулнă ĕнтĕ ку. Патăрьел тăрăхĕнчи Алманчă ялĕнчи хуçалăх ертÿçи Алексей Хитров хăйĕн пĕтĕм специалистне велосипед çине лартсан ку тĕслĕхе республикăра ытларах сармалла тесе нумай шавланăччĕ. Чăваш спортра тĕнчипех пуçласа палăрасси те шăпах велосипедпа çыхăннăччĕ, 1972 çулта Çĕмĕрле тăрăхĕн каччи Валерий Ярды Мюнхенра иртнĕ ХХ Олимп вăййисенче çĕнтерсе чемпион пулса тăнăччĕ. Хальхи вăхăтра та велоспорт чăваш ятне янратсах тăрать. Ирина Калентьева маунтинбайкер, мухтавлă "Катюша" ушкăнра ăмăртнă Сергей Иванов, "сăрт-ту" королĕ Иван Иванов – тата та асăнма пулать хушаматсем – тĕнчипех паллă спортсменсем.

"Тăван Атăл" журналăн çак кăларăмĕн хăни те, Вячеслав Яковлевич Платонов, велосипедпах палăрнă. Чăн та, вăл спортсмен мар, "тимĕр ута" чунтан юратаканскер кăна. Хăйĕн çак юратăвне ыттисем хушшинче те сарма тăрăшать вăл. "Кашни çынна велосипедпа туслаштарас килет", – тет вăл. Хăй вара ачалăхĕнче велосипедпа питех ярăнсах та кайман.

 

«Тимĕр ута» çул парар

Ăçтан ĕмĕтленме пултарнă ĕнтĕ эпĕ велосипед çинчен ачалăхра? Сакăр ача пулнă эпир çемьере. Кашниех çăкăр ыйтать, кашнинех тумлантармалла. Велосипед шухăшĕ-и пулнă атте-аннен. Чипер ÿссе çитĕннĕ – çавă паха. Паллах, ача чухне велосипед пирĕншĕн чăн-чăн тĕлĕнтермĕш япала пулнă. Кашниех ун çинчен ĕмĕтленнĕ, ăна утланса çил пек вĕçтерме. Хамăн тус-юлташăннипе ярăнаттăм. Чăн та, çитĕнеспе мана та туянса панăччĕ. Ялтан тухса кайсан ун çине ларсах та курман темелле пулĕ. Ăçта ярăнма майсем пур пирĕн хуласенче? Кунта вăл ют çĕр-шывсенчи пек транспорт шутланмасть, çуран çÿрекенсене е хулари ытти транспорта чăрмав кÿрекен япала пек кăна. Çавăнпа ун çинчен эпĕ пачах маннăчĕ теме те юрать. Ют çĕр-шывсене çитсе çÿреме пуçласан çеç аса килчĕ. Вара тепĕр хут туслашрăм. Мурманск облаçĕнче атом станцийĕнче ĕçленĕ чухне те унти çил-тăманлă çанталăка пăхмасăрах велосипед çине лараттăм, каярах Чăваша куçса килсен те Экономика министерствине ĕçе вырнаçсан Çĕнĕ Шупашкартан тĕп хулана килме ытти транспорт çине ларса курман, Çĕнĕ Шупашкартан 90 çухрăмри тăван яла кайса килме те маншăн проблема мар. Хулара та эпĕ ытларах велосипедпах çÿретĕп. Чăн та, пирĕн кунта ытти хăш-пĕр çĕршыври пек майсем çук, кансĕр.Хăрушлăхĕ те пур çул çинче. Унта велосипед – чăн-чăн транспорт, ыттисемпе тан. Машина-и, велосипед-и – уйрăмлăх çук. Унпа çынсем ĕçе те çÿреççĕ, ытти çĕре те – хуть ăçта. Лондон, Париж, Коппенгаген, Амстердам хулисем ку енĕпе пуринчен малта, ырă тĕслĕх: велосипедпа çÿреме ятарлă çулсем пур, велостанцисем... Лондонра пулнă чухне яланах сăнатăп: унта та Шупашкарти пекех урамсем хĕсĕк, çапах та велосипедистсем валли ятарлă çулсем пур – аслă çула пайланă. Нихăшĕ те пĕр-пĕрне чăрмантармасть.Пирĕн патра та çапла тума пулать тесе шутлатăп. Шупашкар вăл пысăк хула мар, велосипед кунта питĕ меллĕ транспорт. Ку шухăша эпир хула администрацине çитернĕччĕ, ырларĕç темелле. Халь "пăр тапранчĕ" пек туйăнать. Ку тĕлĕшпе ĕçлекен ятарлă ушкăн туса хунă. План хатĕрленĕ. Хулара тата хăш-пĕр районта пурĕ 90 çухрăма яхăн велотрасса тума палăртаççĕ. Ку çителĕклех мар, паллах. Эпир шутланă тăрăх 300 çухрăмран кая мар кирлĕ. Атăл леш енне çÿреме çулсем пулсан та аванччĕ. Хальхи вăхăтра хула транспорчĕн йышĕ питĕ ÿссе кайрĕ, çавна май чылай чухне халăхăн "пăкăра" ларма тивет. Тепĕр енчен – экологи çинчен те манмалла мар – хула сывлăшĕ питĕ вараланать. Манăн тата манăн юлташсен шухăшĕпе велосипед халĕ тата шăпах пирĕн хулара чи лайăх, кирлĕ, çав тери шайлă транспорт пулмалла. Çавăнпа пурне те велосипед çине ларма сĕнетĕп.

 

Хĕвеллĕ кустăрмасем

Велосипедпа çынсене питĕ туслаштарас килет. Унпа çÿрени сывлăхшăн та усăллă: пĕрре – уçă сывлăшпа сывлатăн,тепре – кулленхи физкультура. Çул укçи-тенки те перекетленет. Сăнатăп та – халăх ăнланса пырать çакна, "тимĕр ут" утланнисен йышĕ ÿсет. Андриян Николаев вилсессĕн чун хурланнăччĕ. Пирĕншĕн, чăвашсемшĕн, вăл çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ, хаклă çынччĕ, вăл пиртен уйрăлса кайни пысăк хурлăх пулчĕ. Вара эпир Çĕнĕ Шупашкарти спорт шкулĕн тренерĕпе Николай Никитинпа ăна асăнса "Çĕнĕ Шупашкар – Шуршăл" велочупу ирттерме палăртрăмăр, ыттисене хутшăнма йыхравларăмăр. Килчĕç. Нумайăн. Халĕ ку акци пирĕн кашни çулах иртет. Халăх пинрен те ытларах пуçтарăнать. Çав çулхинех велоспорт ăсти Ирина Калентьева Олимп вăййисене хутшăннине палăртса тепĕр чупу турăмăр. Питĕ ăнăçлă иртрĕç пирĕн акцисем, халăха та килĕшрĕç. Çав хавхалану хамăр пурăнакан Çĕнĕ Шупашкарта велоспорта юратакансен клубне йĕркелес шухăш çуратрĕ. Каярах эпир ăна "Солнце на спицах" ят патăмăр. Тăван чĕлхепе ĕнтĕ "Хĕвеллĕ кустăрмасем" тетпĕр. Ячĕ пирки пуç ватма ытлах кирлĕ пулмарĕ, тÿрех тупăнчĕ темелле. "Поющие гитара" вокалпа инструмент ансамблĕн пĕр юрă пур – "Велосипедистсен юрри". "Солнце на спицах, синева над головой..." йĕркесем пур унта. Питĕ пĕлтерĕшлĕ ят тетĕп. Мĕншĕн тесен пирĕн тĕллев – велосипедпа ярăнни, тĕрлĕ чупусем ирттерни çеç мар, пирĕнпе çула тухнă çыннăн кăмăлĕ çĕклентĕр, хавхалантăр вăл, тăван республика, тăван истори, тăван халăх çинчен ытларах пĕлтĕр, хаклама тытăнтăр. Çакна тĕпе хывсах эпир çулçÿревре музейсене кĕретпĕр, вырăнти историпе паллашатпăр, халăхпа тĕл пулатпăр, концертсем лартатпăр, Çĕнĕ Шупашкарти ÿнер музейĕпе эпир тачă çыхăну тытатпăр та художниксен ĕçĕсене районсене илсе кайса куравсем йĕркелетпĕр. Виçĕ çул каялла Элĕксене (унта эпир кашни çулах Çĕнтерÿ кунне палăртма каятпăр) Леонид Кашин ÿнерçĕн ĕçĕсемпе паллаштартăмăр. Кăçал вара пирĕнпе Шупашкартан пынă ташăçăсен "Хĕвел тухăç асамĕ" ансамблĕ питĕ хитре концерт лартса пачĕ. Чи интересли: ташăçăсенчен виççĕшĕ пирĕнпе пĕрлех велосипедсемпе пычĕç. 90 çухрăм! Çав тери килĕшнĕ хăйсене.

Мероприяти нумай: тĕрлĕ акци, форум тата ытти те. Велосипеда юратакансен "Велокаç" фестивалĕ – чăн-чăн уяв. Тĕрлĕ регионран пин-пин çын пуçтарăнать унта. Кăçал вăл Хусанта иртрĕ, тепĕр çул тăван Шупашкарта йĕркелес кăмăл пур.

Пурнăçа тулли, киленÿллĕ, илĕртÿллĕ тумалла. Пурнăçра пурте юратуллă пулмалла. Пĕрремĕш хут юратса пăрахнă туйăмлă. Ку туйăм яланах асра юлать, вăл чуна пуянлатать.

 

Ăçта эс, тинĕс?

Мĕн ачаран инçете çÿрекен карап капитанĕ пулма ĕмĕтленеттĕм. Хам нихăçан тинĕс курман пулин те. Тĕнче курас килетчĕ. Мана Юманлăх шкулĕнче вĕрентнĕ Фридрих Спиридонович Степанов пĕрехмай калатчĕ: "Вече (ача чухне мана çапла чĕнетчĕç), санăн генерал е адмирал пулмалла". Лайăх вĕреннĕ эпĕ, спортпа туслăччĕ. Ун чухне çарпа патриотизм воспитанийĕ вăйлăччĕ. Пирĕн, чăваш ачисен, валли уйрăмах пысăк тĕслĕх пулнă тата – Андриян Николаев. Вăл çăлтăрсем таран çĕкленни пирĕн пĕтĕм тĕнчекурăма, тĕнчетуйăма улăштарнă. Çар тумне тăхăнма вăл вăхăтра нумай ача ĕмĕтленнĕ. Чăваш ачисене çар тĕнчене кăларнă, хăюллăрах, ирĕклĕрех пулма хăнăхтарнă. Фридрих Спиридонович мана Суворов училищине ярасшăнчĕ. Теме пулатăр майсем килмерĕç. Вара саккăрмĕш класс хыççăн Хусанти юхан шыв техникумне кайса кĕтĕм. Экзамен пама та кирлĕ пулмарĕ – шкулта манăн пĕтĕм "5" паллă çеçчĕ. Килĕшетчĕ вĕренме. Ун чухне эпĕ 14 çулта пулнă. 18 çулта капитан-механик пулса тăтăм. Пире, тăватă ачана, Тюмень облаçне ячĕç. Кашнине пĕрер карап шанса пачĕç. Обь юхан шывĕ çинче ĕçлерĕмĕр. Вахтăпа ĕçлекен нефтянниксене, тĕрлĕ оборудовани турттараттăмăр. Карапĕ, чăн та, пысăк марччĕ ĕнтĕ. Экипаж та 7-8 çынран кăна тăратчĕ. Пĕр навигаци ĕçлерĕм те – салтака кайма вăхăт çитрĕ. Манăн флота каймаллаччĕ, анчах хамăрăн Нефтеюганскра вырнаçнă базăран Тюмене вăхăтра çитсе ĕлкĕреймерĕм те – хура кĕркуннеччĕ, юр та ÿкнĕ, çанталăка пула вертолет вăхăтра вĕçеймерĕ – эпĕ лекес команда тухса та кайнă-мĕн. Военкомат вара мана Байконура ячĕ. Пĕлÿ илнĕ çамрăксенчен ятарлă ушкăн йĕркеленĕччĕ кĕçĕн командирсем хатĕрлеме. Çар пурнăçĕ манăн Байконурти иккĕмĕш площадкăра иртрĕ. Юрий Гагарин та, Андриян Николаев та шăпах унтан уçлăха вĕçнĕ. Çапла тинĕс инçетлĕхĕ çинчен ĕмĕтленсе ÿснĕ чăваш ачин пурнăçĕ тÿпен вĕçсĕр анлăхĕпе те çыхăнчĕ.

Çартан килтĕм. Таврăнтăм яла. Малалла ăçта? Мĕн тăвас? Тинĕс хăй патнех туртать. Балтика тăрăхне тухса кайрăм. Малтан Ригăна, унтан – Клайпедăна. Питĕ лайăх йышăнчĕç кадрсен пайĕнче, "Сирĕн пеккисем шăпах кирлĕ пире, тинĕсе тухма хатĕрленĕр", – терĕç. Тепĕр 2-3 кунран каятăп та – документсене каялла тавăрса параççĕ. Эпĕ нимĕн те ăнланмастăп. "Эсир Байконурта хĕсметре пулнă, сирĕн 5 çул хушши ют çĕршыва тухса çÿреме юрамасть", – пулчĕ хурав. Байконурта пĕчĕк кăна командир пулса патшалăхăн вăрттăнлăхĕсене çав териех мĕнех пĕлме пултарнă-ши ĕнтĕ эпĕ?

Малалли çул-йĕр мана Волгоград тăрăхĕнчи Волжск хулине илсе çитерчĕ. Грузсем турттаракан "Волго-Дон" серири карап штурманĕ пулса тăтăм. Икĕ навигаци тапхăрĕ ĕçлерĕм унта. Ӳкĕнмелли çук, малалла та унтах ĕçлеме пулатчĕ. Йăлăхтарчĕ тесе те каламастăп. Анчах питĕ малалла вĕренес, хама аталантарас, пурнăçăма тата та туллирех та интереслĕрех тăвас килетчĕ. Инçет тинĕссем çинчен те ĕмĕтсем лапах сÿнсе ларманччĕ-ха.

 

Чĕлхе Киева кăна мар, Англие те илсе çитерет

Пĕррехинче пирĕн сухогрузăн пĕр вăхăт Чулхулара чарăнса тăма тиврĕ. Кăштах юсамаллаччĕ. Вăхăт ирттермелле тенĕ пек хулапа паллашса çÿретĕп. Ют чĕлхесен Н.Добролюбов ячĕпе хисепленекен института кĕрсе пăхам-ха терĕм. Мĕнле вĕрентеççĕ унта ют чĕлхесене? Ытти халăх чĕлхи мана яланах интереслентернĕ. Инçет çул çÿрекен карапсен капитанĕсем ют чĕлхесене пĕлмеллех тесе шутланă эпĕ. Шкулта çавăнпа нимĕç чĕлхине тăрăшсах вĕреннĕ. Хусанти юхан шыв техникумĕнче пире акăлчан чĕлхине хăнăхтаратчĕç.

Кĕтĕм института. Пăхатăп та – декан кабинечĕ. Хăюлăх çитерсех кĕтĕм. "Сирĕн пата вĕренме кĕрес шухăшлисем ыйтса пĕлме ыйтрĕç", – тетĕп. Питĕ кăмăллă çын пулчĕ декан – йăлт каласа пачĕ, юлашкинчен: "Хăвăр кам пулатăр?" – тет. Эпĕ каласа кăтартăм хам çинчен. "Пурнăç опычĕ пур сирĕн, хăвăрăн малалла вĕренес шухăш çук-и? Эпир сире экзамена "4"паллăпа парсан та йышăнма пултаратпăр", – тет. Вăл саманара биографие питĕ пăхатчĕç, хаклатчĕç.

Пач урăх пурнăç пуçланчĕ манăн çакă кунран. Урăх ĕмĕтсем ярса илчĕç чуна.

Акăлчан чĕлхине вĕрентекен кĕнекесем туянса тултартăм. Телее – пластинка (самоучитель) тупăнчĕ. Питĕ сахалччĕ вăл вăхăтра унашкал вĕрентÿ хатĕрĕсем. Хальхи пек ирĕклĕ пулман. Ют чĕлхесене вĕрентме тăрăшсах кайман ахаль халăха, чикĕ леш енчи çĕр-шывсемпе ытлах кăсăкланма та чарнă совет самани. Юрри-кĕввине те итлеттересшĕнех марччĕ те.

Карап çинче манăн хамăн уйрăм каютăччĕ – эпĕ çапах та штурман пулнă вĕт-ха. Вахтăран килсен тÿрех вĕренме лараттăм. Хĕлле вара ятарласа репетитор тытса акăлчан чĕлхине хăнăхаттăм.

Института мĕнлерех туйăмпа кайнине астумастăп – хăраса-шикленсе-ши е хама шанмасăрах та мар – экзаменсене вара питĕ ăнăçлă тытнă. Çăмăллăнах кĕрсе кайрăм. Çĕр-шывĕпех питĕ паллă шутланать Чулхула институчĕ. Унта ятарлă шкулсенче пĕлÿ илнисене çеç илеççĕ. Ытларах дипломатсен ачисем вĕренеççĕ. Пирĕн ушкăн питĕ пĕчĕкчĕ – 10 студент кăна. Чĕлхене пурте питĕ лайăх пĕлетчĕç, анчах чылайăшĕ ытла та çăмăлттайччĕ. Тăрăшсах каймастчĕç. Виçĕ курс хыççăн ултă студента Англие стажировкăна яраççĕ –эпĕ вĕсен йышне лекме тивĕçлĕ пултăм. Чĕлхе Киева кăна мар, Англие те илсе çитерет иккен.

Англире пĕр колледжра вĕрентĕм. Акăлчан чĕлхине хам мĕн таран алла илсе пынине питĕ лайăх тĕрĕслемелли самант сиксе тухрĕ пĕррехинче. Вĕренме кайма ирхи автобуса ĕлкĕреймерĕм те çула майлă машина чарма тиврĕ. Пыратпăр ларса, водителĕ калаçтарать. Самаях инçе каймаллаччĕ. Тахăш самантра хам Совет Союзĕнчен пулнине каларăм. Манăн водитель тăлт сиксе ÿкрĕ, машинине чарчĕ. "Чăнласах-и унтан?" – тесе ыйтать. Ĕненмест. "Кунта мĕнле лекрĕн?" – тет. Эпĕ ăнлантарса патăм. "Совет студенчĕсем пирĕн патра вĕренеççĕ-и? Вĕсен унта институтсем те пур-им?" – тĕлĕнет вăл. Унăн шухăшĕпе совет халăхĕ питĕ тĕттĕм. Вĕсене автоматпа сыхлаççĕ, чикĕ урлă каçармаççĕ тата ытти темтепĕр. "Мĕнле-ха? – тет, – Эсĕ пирĕн пекех-çке", – тет. Вăл мана акăлчан çамрăкех тесе шутланă-мĕн. Ку, паллах ĕнтĕ, мана хĕпĕртеттерчĕ. Эппин манăн тăрăшни сая каймасть, институт çинчен те питĕ хакласа шухăшлама пуçларăм. Чăнах та, институтра питĕ лайăх вĕрентеççĕ иккен пире.

Англи тĕлĕнтернĕ, паллах, ун чухне мана. Пĕрремĕш хут чикĕ леш енче пулса куратăп-çке! Ют çынсемпе вĕсен чĕлхипе калаçатăп. Пĕр шутласан, чăваш ял ачи! вăл вăхăтра! ют çĕрте ирĕклĕн çÿрет – кун çинчен тĕлленме мар, шухăшлама та пултарайман эпĕ нихăçан та. Эпĕ-и ку, хам та мар-и – ĕненме те йывăрччĕ. Халĕ маншăн темех мар – Лондон-и, Париж-и, Америка-и е Африка – кайнă, ĕç тунă, килнĕ. Ют çĕр-шыв çыннине унчченхилле вăл мĕнле çĕр-шывран пулнине кура мар, чун-кăмăлне, кăмăл-сипет пахалăхĕсене кура хаклатăн. Çавăнпа пĕр-пĕр ют чĕлхене вĕренмеллех, пĕлмеллех тетĕп. Хальхи вăхăтра уйрăмах кирлĕ ку. Ĕлĕкхипе танлаштарсан пач урăх саманара пурăнатпăр. Ют çĕрсене тухса çÿресси, ют çынсемпе хутшăнасси – халĕ ĕнтĕ кулленхи пулăм.

 

Тĕнчене пĕлмесĕр тĕнче тăваймастăн

Ку хамăрăн кăвар сăвăçăмăрăн Çеçпĕл Мишшин сăмахĕ. Питĕ тĕрĕс шухăш. Вăл ун чухнех ăнланнă: тĕнчене пĕлмелле, тĕнчерен лайăххине, ыррине илмелле. Пĕр-пĕрне курса, пĕр-пĕринчен вĕренсе хăйĕн пурнăçне малалла ярать çын. Чăвашăн та паянхи кун тĕнчене анлăн тухмалла.Эпĕ яланах шухăшлатăп: ăçта тата мĕнле чăвашсен паянхи кун тĕнчери вырăнĕ, мĕн илмелле пирĕн тĕнчерен, хамăр мĕн пама пултаратпăр аслă тĕнчене?

Бизнесра та, культурăра та – хăвăн çинчен пĕлтерес тесессăн информаци кирлĕ. Информаци хатĕрĕсем халĕ пайтах. Тем йышши те. Ытларах, паллах, интернетăн пĕлтерĕшĕ те, майĕсем те пысăк. Эпĕ кÿршĕ Тутар Республикин хыпар тĕнчине сăнакаласа пыратăп та – вĕсем хăйсем çинчен тĕнчене пĕлтерме пултараççĕ. Республикăра мĕн пулса иртет – ун çинчен тăван чĕлхипе тата вырăсла кăна мар, акăлчанла, нимĕçле, французла пĕлтереççĕ сайтсенче. Пирĕн вара – вырăсла кăна. Хушăран чăвашла тата. Çавă çеç. Паллах, тĕнче тутара ытларах пĕлет, унпа ытларах кăсăкланать. Ĕç тума та ăна ытларах аса илет.

Экономика министерствинче ĕçленĕ чухне хам куçарса параттăм сайтсем валли. Ют çĕршывсенче ыйтаççĕ Чăваш Республикинчен пулнине пĕлсен: ăçта вăл, камсем вĕсем чăвашсем... Эпĕ калатăп: пирĕн хамăрăн чĕлхе, культура, литература, юрă-кĕвĕ... Тĕрĕссипе, чăваша çав тери пĕлеççĕ теейместĕп. Пĕр тесен – чикĕ тепĕр енчи халăхсем пирĕн Раççейпе ытлах кăсăкланса та каймаççĕ, Мускава, Санкт-Петербурга пĕлеççĕ ĕнтĕ, ытти вĕсемшĕн пур-и, çук-и. Вĕсен хăйсен пурнăçĕ, пирĕн пурнăç çинчен пĕлесшĕнех те мар. Хамăрăн пĕлтерес пулать, хамăрăн кăтартма пĕлмелле.

Чăвашăн тĕнчене мĕнпе тухмаллисем пур. Çук мар. Пирĕн пуян культура, пуян истори. Чăваш çипуçне илсе кайрăмăр Америкăна. Унта ятарласа тĕрлĕ халăхăн тумĕн уявне ирттереççĕ, 40 ытла çĕршывран пуçтарăнаççĕ. Малтанах хамăрăн костюм тĕслĕхĕсене ярса панăччĕ те – пире хăйсем çул укçи тÿллесе, ытти тăкаксене саплаштарса чĕнсе илчĕç. Эппин, вĕсем пирĕн çипуç тĕнчешĕн кăсăклă тесе шутлаççĕ. Çаплах пулчĕ. Эпĕ тăхăннă шупăра 30 пин тенкĕпе туянса юлчĕç! Пур, пур чăвашăн тĕнчене тĕлĕнтермелли, кăтартмалли. Шута хурас пулать: малтанласа культурăпа, историпе паллашаççĕ, кайран вара экономика çыхăнăвĕсем пуçланаççĕ. Ĕçлес пулать.

Халĕ туризм енĕпе те майсем нумай. Хамах эпĕ Америкăран та, урăх çĕртен те делегацисем пĕрре мар илсе килнĕ. Хамăр халăхпа, республикăпа паллаштарнă. Каласа пани, çырса кăтартни вăл пĕр япала, çынпа çын хутшăнăвĕ – пач урăх туйăм, курăм, урăх шухăш, урăх информаци.

Раççейре эпир питĕ вак халăх мар – тăваттăмĕш халăх йышпа. Ку - пысăк йыш. Пирĕн халăхăн пĕлтерĕшĕ пысăк пулмалла Раççейшĕн те, тĕнчешĕн те.

Тĕнчене курса пуянланатпăр эпир . Тепĕр енчен, хамăра кăтартса тĕнчешĕн интереслĕ пулсан эпир хамăра урăхларах туйма пултаратпăр.

 

 

Вячеслав Яковлевич ПЛАТОНОВ 1953 çулхи нарăсăн 2-мĕшĕнче Элĕк тăрăхĕнчи Ехремкасси ялĕнче çуралнă. Юманлăхри 8 çул вĕренмелли шкул хыççăн Хусанти юхан шыв техникумне кĕнĕ, штурман-механик дипломне тивĕçсе Тюмень тăрăхĕнче "НГ-87" карап капитанĕ пулса тăнă. Хĕсметре Байконурта пулнă. Çар хыççăн "Волга–Дон" сухогруз çинче штурманра ĕçленĕ.

1976–81 çулсенче Чул хулари Ют чĕлхесен институтĕнче вĕреннĕ. Ун хыççăн Çурçĕр тинĕс флочĕн инçете вĕçсе разведка тăвакан "ТУ-95РЦ" самолет çинче разведка операторĕн тивĕçĕсене пурнăçланă, Куба, Гвинея, Ангола çĕр-шывĕсенче çар куçаруçи пулнă. Каярахпа Мурманск облаçĕнчи Кола çурутравĕ çинчи Атом станцийĕнче ĕçленĕ. 1989 çулта çемйипе тăван ене куçса килнĕ, Çĕнĕ Шупашкарта пурăнать.

Хальхи вăхăтра Чăваш Республикипе ют çĕр-шывсем хушшинчи çыхăнусене йĕркелес, аталантарас, чикĕ леш енчи халăха чăвашăн культурипе, йăли-йĕркипе, ăс-хакăл пуянлăхĕпе ытларах паллаштарас тесе пикенсе ĕçлет.

Вăл – Çĕнĕ Шупашкарта йĕркеленнĕ, халĕ республикипех анлă палăрнă "Хĕвеллĕ кустăрмасем" велоюхăма йĕркелесе ертсе пыракансенчен пĕри.

Тĕнчери чылай çĕр-шыва çитсе курнă, ултă ют чĕлхепе ирĕклĕнех калаçма пултарать.

Пичете Анастасия СЕНЬКОВА хатĕрленĕ