Тĕнчене чĕрипе курнăскер

Кăçалхи çул Чăваш Ен фотокорреспонденчĕсен юбилейĕсемпе пуян. Аслăрах çулсенчи вулакансем пирĕн хаçатра та тăтăш пичетленнĕ Валентин Шемарова Ÿ06.03.1940Ÿ та, Борис Иванова /17.08.1950/ та, Семен Игнатьева /18.09.1940/ та лайăхах астăваççĕ ĕнтĕ. Нумаях пулмасть архива пăхкаласа ларнă чухне Семен Петрович Игнатьевран илнĕ интервью алла лекрĕ. Вулакансене унпа паллаштарас килет.

- Калаçăва аçăр-аннĕртен пуçлар-ха.

- Аттене кăштах çеç астăватăп. Вăл мĕнле çын пулнине хамăр ялсем каласа панă тăрăх кăна пĕлетĕп. Атте 1915 çулта çуралнă. Питĕ вăр-вар та чĕрĕ çын пулнă теççĕ. Вăй-хал енчен Турă панăскер ялти шкулта физкультура тата çар ĕçне вĕрентнĕ. Петр Николаевич 1939-1940 çулхи Финлянди вăрçине хутшăннă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи тухсанах ăна çара илсе кайнă. 1942 çулхи кĕркунне йывăр суранлансан сипленме килне таврăннă, шкулта çар ĕçне вĕрентме тытăннă. Часрах сывалса çитес тесе виçĕ çухрăмра вырнаçнă шкула чупса çÿренĕ тет - кайнă-килнĕ. Ачасен те сывлăхĕ çирĕп пултăр тесе вĕсене сивĕ шывпа пиçĕхтернĕ. «Манран тĕслĕх илĕр», - тенĕ те шыва сикнĕ тет. Сывалса çитсен вăл тепĕр хут фронта кайнă. 1944 çулта Венгрие ирĕке кăларнă чухне пуçне хунă.

- Аннĕрпе кăна ÿснĕ апла эсир.

- Анне, Агриппина Трофимовна, ĕмĕрĕ тăршшĕпех колхозра ĕçлерĕ. 1941 çулта Сăр тăрăхĕнчи хÿтĕлев чиккине тунă çĕре хутшăннă, ялти çынсемпе пĕрле Етĕрне патĕнче окопсем чавнă. Мĕнле йывăрлăх кăна тÿсмен-курман пулĕ вăл. Пуç усман - пур ачине те ура çине тăратнă. Крымсарайкăри 7 çул вĕренмелли шкула кайма анне мана фуфайка илсе панăччĕ. Мĕнле пысăк савăнăç пулчĕ ку маншăн, чăн-чăн уяв.

- Вăрçă хыççăн та йывăр пулнă, паллах. Мĕн аса килет паян?

- Апат енчен хĕсĕкчĕ. Пахчара мĕн ÿстернине пуçтараттăмăр, авăртаттăмăр, çăнăх пулсан ăна хушаттăмăр та пашалу пĕçереттĕмĕр. Çуркунне хирте çĕрĕк çĕрулми шыраттăмăр, унран крахмал тăваттăмăр. 3-мĕш класранпах аслисемпе пĕрле хирте ĕçленĕ. Кĕркунне уйра пучах пуçтараттăмăр, колхоза параттăмăр. Лашасене питĕ юрататтăм, вĕсем - ачалăхăмри савăнăç, чун киленĕçĕ. Пушăрах чухне аслисем лаша утланма ирĕк паратчĕç те - çут тĕнчере те манран телейлĕрех этем çукчĕ ун чухне.

Çичĕ класс хыççăн механизатор пулас терĕм. Районти МТС çумĕнче плугарьсен курсне йĕркеленĕччĕ, темиçе уйăх унта вĕрентĕм. Вара юнашарти Шĕмшеш ялне ĕçлеме ячĕç. Кунĕпе тусан ăшĕнче, киле çĕрле кăна таврăнатăн. Çапах урампа тулли кăмăлпа утатăн - çĕр ĕçлекен-çке эсĕ. Çын пулнă! Тепĕр çул пурнăç улшăнчĕ. Казахстанран агитатор килнине, Целиноградри 49-мĕш механизаци училищинче вĕренме çын пуçтарнине пĕлтĕм. Училище хыççăн çерем уçма кайрăм, унта пĕр вăхăт ĕçлерĕм. 1959 çулта вара салтака илчĕç. Унтан таврăнсан райпо пекарьнине ĕçе вырнаçрăм.

- Хаçат-журналпа мĕнле пуçланчĕ çыхăну?

- Каярах пурнăç çулĕ мана Шупашкара илсе çитерчĕ, стройкăна - платниксен бригадине - лекрĕм. Пĕрремĕш ĕç укçипе лайăх фотоаппарат «ФЭД-2» туянтăм. «Смена-8» ятли пурччĕ манăн. Бригадăра эпĕ спортпа туслине пĕлетчĕç, çавăнпа Андриян Николаев летчик-космонавтăн парнисене çĕнсе илессишĕн ирттерекен кĕрхи кроса хутшăнакан командăна кĕртрĕç. Ăмăртура стайерсен дистанцийĕнче - 3000 метра чупассипе - 2-мĕш вырăн йышăнтăм. Сывлăш çавăрса ярсанах фотоаппарата илтĕм те чупакансене ÿкерме тытăнтăм. Çĕнтерÿçĕсене Андриян Григорьевич саламларĕ. Космонавт дипломне халĕ те упратăп. 1-мĕш стройтрестра «Строитель» ятлă хаçат тухатчĕ. Ăмăрту вĕçленнĕ хыççăн ман пата хаçат редакторĕ Василий Романов пычĕ, сăнÿкерчĕксене редакцие кĕртсе пама ыйтрĕ. Çĕрĕпе пичетлерĕм, ирпе редактора пĕр пачка сăнÿкерчĕк тыттартăм. Вăл кашнинех тимлĕн пăхрĕ те: «Питĕ лайăх ÿкернĕ, номере яратпăр», - терĕ. Çакăн хыççăн хаçат редакцине кĕрсе тухма тытăнтăм. Мĕн ÿкермеллине калатчĕç те - ерçнĕ самантра об±ектсем тăрăх чупса çÿреттĕм. Ĕç çыннине сăнарлаттăм: чул хуракансем, бетон çăракансем, штукатурсем, малярсем, тĕрлĕ ĕç тăвакансем - пурте маншăн хаклăччĕ.

1964 çул вĕçĕнче партин Чăваш обкомĕ журналист тата фотокорреспондент пулма кăмăл тăвакансен 2 çул вĕренмелли семинарне йĕркелерĕ. Занятисем канмалли кунсенче иртетчĕç. Вăл вăхăтра ипподром Афанасьев урамĕнчеччĕ. Лашасем ăмăртнине курма кайрăмăр. Финал пыратчĕ. Эпĕ мала тухнă юланутçăсене ÿкертĕм. Тепĕр икĕ кунтан вĕсем «Çамрăк коммунист» хаçатра кун çути курчĕç. Каярах «Советская Чувашия» тата «Коммунизм ялавĕ» хаçатсен яваплă секретарĕсемпе Вениамин Станюковпа тата Михаил Юрьевпа паллашрăм. Михаил Иванович кăмăллăн йышăнатчĕ мана. «Сăнÿкерчĕксем илсе килсех тăр», - тетчĕ ялан. Станюков вара: «Семен, ыттисенчен вĕрен», - тетчĕ. 1965 çултанпах «Советское фото» журнал çырăнса илетĕп. Пурне те упратăп, халĕ те уçкаласа пăхатăп. Малтан, паллах, республикăри куравсене хутшăннă, кайран - Пĕтĕм Союзрисене. Паллă фотокорреспондентсемпе Валентин Шемаровпа, Анатолий Быстровпа, Иван Никифоровпа, Георгий Зиньковпа, Михаил Егоровпа паллашни пысăк телей маншăн. Чи аслă фоторепортерсенчен пĕринпе Александр Костинпа та пĕрле ĕçлеме тÿр килчĕ.

- «Советский спорт» хаçата та ĕçлеме чĕннĕ тенине илтнĕччĕ.

- 1969 çулта «Московская правда» хаçат: «Паян Пĕтĕм Союзри «Манăн çĕршывăм» фотовыставка уçăлать. Эпир фото ăстисен 3 ĕçне пичетлетпĕр», - тесе хыпарланăччĕ. Хаçатра пичетленнĕ виçĕ ĕçрен пĕри - манăн. «Юлашки причал» ятли. Çакăн хыççăн пурнăç сиккипе кайрĕ. Çав çулах СССР журналисчĕсен союзне илчĕç, «Советский спорт» хаçатăн Атăлçири фотокорреспонденчĕ пулма çирĕплетрĕç. Редакци «Nikon-2» фотоаппаратпа тивĕçтерчĕ. 13 çул хушшинче Совет Союзĕнчи тĕрлĕ хулара, чикĕ леш енче иртекен Пĕтĕм тĕнчери ăмăртусенче пултăм. Мускаври Олимп вăййисен кăсăклă саманчĕсем те манăн обћектива лекрĕç. «Спорт - тăнăçлăх элчи» фотоконкурс çĕнтерÿçи пулман пулсан унта лекес те çукчĕ. Паллă ентешĕмсене ÿкерме уйрăмах кăмăллăччĕ. Ленинградра СССР тата АПШ атлечĕсен тĕлпулăвне çутатнă чух Николай Пуклаков стайера сăнларăм. Валериан Соколов тата Валерий Львов боксерсем хутшăннă ăмăртусене те çитсе курнă эпĕ. Спорта ÿкерме ансат мар. Кирлĕ саманта тытаймарăн-тăк...

- Пединститутра вĕренме вăхăт тупаяттăр-и вара?

- 1971 çулта 31-ре çитрĕм. Çăмăл атлетика ăмăртăвĕсенче, йĕлтĕрпе чупассипе хастарччĕ. Ял спортсменĕсем хушшинче темиçе хутчен те чемпион ятне çĕнсе илтĕм. Йĕлтĕрпе чупассипе спорт мастерĕн нормативне те тултартăм. Спортпа тата çывăхрах пулас тĕллевпе Чăваш патшалăх педагогика институчĕн физвоспитани факультетне вĕренме кĕтĕм. Анчах каярах Ивановăри пединститута куçма тиврĕ.

- Сирĕн 2008 çулта пичетленнĕ «Чĕрепе курнă тĕнче» [Мир, увиденный сердцем] фотоальбома пултарулăх отчечĕ тесех хакламалла.

- Сăнÿкерчĕксем Чăваш Ен тата Раççей кунçулне çутатаççĕ. Рабочисем, хресченсем, Тăван çĕршыва хÿтĕленĕ ентешсем, наука, искусство ĕçченĕсем, спортсменсем тата ыттисем сăнарланса юлнă ĕçсенче. «Чĕрепе курнă тĕнче» ярăмпа малалла ĕçлесшĕн, тепĕр альбом хатĕрлесшĕн. Ĕмĕт-шухăш пысăк, вĕсене пурнăçлама вăй-хал çиттĕр кăна.

Çак интервьюна 2008 çулхи июль уйăхĕнче йĕркеленĕччĕ. Профессионалсен Пĕтĕм тĕнчери «Пресса - 2008» XV куравĕн паллине те тивĕçрĕ Семен Петрович çав çул. Мал ĕмĕтлĕ, пысăк шухăшлă çынччĕ сăнарлăх ăсти. Анчах та тĕвĕлесе хунă шухăшĕсене пурнăçа кĕртеймерĕ - 2009 çулхи сентябрь уйăхĕнче пирĕнтен яланлăхах уйрăлса кайрĕ.

Семен Игнатьев 1940 çулхи сентябрĕн 18-мĕшĕнче Элĕк районĕнчи Сурăмпуç Мучикасси ялĕнче çуралнă. Вăл - ЧАССР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Раççей Федерацийĕн физкультура отличникĕ, ЧР Журналистсен союзĕн Çемен Элкер ячĕллĕ премийĕн лауреачĕ.

Сергей ЖУРАВЛЕВ

Сергей ЖУРАВЛЕВ"Хыпар" Эрнери чи лайăх статьясем

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.