- Чăвашла верси
- Русская версия
«Тĕнче чемпионĕ пулас килет»
Епле илемлĕ, йăрăс, пиçĕ кĕлеткеллĕ спорт аэробикипе туслă çамрăксем! Кашни хусканăвĕ килĕшÿллĕ! Канмалли кунсенче Шупашкарта «Спартак» спорт керменĕнче спортăн çак тĕсĕпе иртнĕ «Атăлçи кăшăлĕ» турнира 600 ытла спортсмен хутшăнчĕ.
Прагăран – «бронзăпа»
Республика чысне 70 ытла çамрăк хÿтĕлерĕ, вĕсен пысăкрах пайĕ — ЧР спорт аэробикин федерацийĕн ертÿçин Оксана Дьячукăн вĕренекенĕсем. Хулари чылай мероприятие илем кÿреççĕ аэробистсем. Юпа уйăхĕнче «Хыпар» хаçат парнисемшĕн кире пуканĕ йăтассипе иртнĕ турнирта та вĕсем ятарлă программипе савăнтарчĕç.
10-ри Настя Покровскаяпа 11-ти Полина Филиппова 5 çултах спорт аэробикипе туслашнă, çулран-çул ăсталăха аталантарса пухмачĕсене медальсемпе тата дипломсемпе пуянлатса пыраççĕ. Хĕрачасем тата вĕсен тантăшĕ Аня пĕлтĕр Прагăра иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери ăмăртура «трио» номинацире «бронзăна» тивĕçнĕ. Ку çамрăк аэробистсемшĕн — çав тери пĕлтерĕшлĕ ят-сум. Тĕнче шайĕнчи тупăшура палăрма ăсталăхсăр пуçне çирĕп кăмăллă пулни, командăра ĕçлесе пĕр-пĕрне туйма пĕлни кирлĕ. Спорт вара çынра шăпах çак енсене аталантарать, тĕллевсене пурнăçа кĕртме, малалла талпăнма, ÿксен те çĕкленме вĕрентет. Çакна ăса хывнă пулас чемпионсем.
«Спартак» спорт керменĕ Настьăпа Полинăшăн иккĕмĕш кил вырăнĕнче. Эрнере 3 кун вĕсем уроксем хыççăн унта васкаççĕ, тренер вĕрентнине ăса хывса ăсталăха аталантараççĕ. Хĕрачасемпе мăнаçланмасăр май çук. Вĕсем — чăваш аэробикин пуласлăхĕ.
Тренер профессийĕ илĕртет
Спортăн кашни тĕсĕнче хăйĕн терминĕсем. Аэробистсем «крыша», «статика», «упор», «вертикаль» сăмахсен пĕлтерĕшне аван ăнланаççĕ. «Горизонт» тесе алăсем çине таянса сывлăшра урасене сарса тытнине калаççĕ. Хĕрачасем каланă тăрăх, кунта ура тата алă шăнăрĕсен вăйĕ кирлĕ. Тата… хăвна лăпкă тытни, хăнăхтарăва вăхăта пăхăнса пурнăçлани пĕлтерĕшлĕ.
— Ăмăртусенче пачах та хумханмастпăр, хăнăхнă. Эпир тахçанах ташлама пуçланă вĕт. Паллах, чи малтан, турнирсене хутшăнма пуçланă чухне, пăлхану туйăмĕ пурччĕ. Халĕ çук, — тĕлĕнтерчĕç хĕрачасем. — Спорт аэробикипе пурте туслашаяççĕ, чи кирли — вĕренес тени, кăмăл пулни. Вăхăт иртнĕçемĕн кĕлетке те пиçĕ пулать. Чи кирли — спортăн çак тĕсне юратни.
Маттурсем уйăхра сахалтан та 1-2 хутчен ăмăртусене хутшăнаççĕ. Хĕрачасем Чехире, Казахстанра, Чĕмпĕр, Хусан, Барнаул, Анапа хулисенче пулса курнă.
— Пуринчен ытла Чехире килĕшрĕ. Прага – авалхи хула, вăтам ĕмĕре лекнĕнех туйăнчĕ. Эпир тĕрлĕ хулана ăмăртăва кайсан яланах курса çÿреме вăхăт тупатпăр, — чĕвĕл-чĕвĕл янăрарĕ хĕрачасен сасси.
Настьăпа Полина спортра кăна мар, вĕренÿре те маттур. Шкулта лайăх паллăсемпе ĕлкĕрсе пыраççĕ. Тавçăрса илĕр, çитĕнсен кам пуласшăн? Хĕрачасем хăйсене вĕрентекен Оксана Дьячук пек тренер профессине алла илме ĕмĕтленеççĕ. «Çирĕп ыйтакан, анчах тÿрĕ кăмăллă тренер», — теççĕ вĕсем спортра пĕрремĕш утăмсем тума пулăшакан пирки.
— Тĕнче чемпионĕ пулас килет, эпир хальлĕхе вăл шая çитеймен-ха, пирĕн ĕçлемелле те ĕçлемелле, — пĕр шухăш пĕрлештерет хĕрачасене.
«Ан шиклен»
Шупашкарти 1-мĕш шкулта 4-мĕш класра вĕренекен Кира Кулемина спорт аэробикипе туслашни нумаях мар. Кăшт пăлханнине пытармарĕ пулин те çакă сăн-питĕнче палăрмарĕ. «Соло» тата «Степ» номинацисенче ташларĕ вăл. «Пируэт», «вертикальный угол»,«шпагат» элементсем пурнăçларĕ.
— Спорт кăмăла çирĕплетет, тĕллевсене пурнăçлама вĕрентет. Ман хальлĕхе пĕтĕмпех пулаймасть, çапах та тăрăшатăп. Ăмăртусенчен ылтăн тата бронза медальсемпе таврăнни пулнă, «Атăлçи кăшăлĕ» турнирта та пьедестал çине хăпарса курас килет, — пĕлтерчĕ вăл хăйĕн шухăш-кăмăлне.
Унăн юлташĕ Шупашкарти 57-мĕш шкулта ăс пухакан Евгения Самарина та нумаях пулмасть ташлама тытăннă. Çавăнпа хальлĕхе хумхану туйăмĕ çухалман-ха. Малалла вулас...
Вера ШУМИЛОВА. Сap.ru сăн ÿкерчĕкĕ.
Комментари хушас