Тĕлпулăва Иванов çулталăкне халалланă

13 Чÿк, 2015

Красноармейски районĕнчи Янкасри библиотекăра «Канлĕх» ветерансен клубĕ «Трак енĕн литература тĕнчи» уяв каçĕ ирттернĕ. Ăна Литература тата Константин Иванов çулталăкĕсене халалланă.

Унăн ĕçне вырăнти ветерансен канашĕн членĕсем /председателĕ - Екатерина Васильева/, Красноармейски районĕн ветерансен канашĕн председателĕ Георгий Ефимов, Чăваш наци конгресĕн Красноармейски районĕнчи уйрăмĕн ертÿçи Зинаида Михайлова, район центрĕнчи тавра пĕлÿ музейĕн йĕркелÿçи, ЧНК уйрăмĕн членĕ Валентина Тихонова, Николай Ершовпа Валентина Рудникова сăвăçсем хутшăннă.

Пухăннисене Валентина Тихонова Константин Ивановăн пурнăçĕпе пултарулăхĕ, нумай енлĕ таланчĕ çинчен каласа кăтартнă. Зинаида Михайлова вара Трак тăрăхĕнчи поэтсен Нестер Янкасăн, Вениамин Пехилĕн, Шетмĕ Михалин, Николай Карайăн, Геннадий Юмартăн, Борис Романовăн, Гурий Дубровăн, Юрий Шепиловăн, Иван Прокопьевăн, Николай Ершовăн, Юрий Сементерĕн тата ыттисен произведенийĕсемпе паллаштарнă. Валентина Рудникова хăйĕн сăввисене вуланă. Николай Ершов çакăн пек литература тĕлпулăвĕсене ытти ял тăрăхĕнче те йĕркелеме сĕннĕ. Вулавăшра уяв каçĕ тĕлне Трак ен поэчĕсемпе писателĕсен кĕнекисен ятарлă куравне те йĕркеленĕ.

С.ИВАНОВА.

Рубрика: 
Автор: