Тĕллевсене пурнăçлама майсем пур

9 Çурла, 2014

Муркаш райпо канашĕн председателĕпе, ЧР халăх ыйтăвĕсене тивĕçтерес ĕçĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕпе Борис Андреевпа тĕл пулса калаçма икĕ сăлтав хистерĕ, ĕнер вăл хăйĕн 60 çулхи юбилейне паллă турĕ тата Муркаш райпоне йĕркеленĕренпе кăçал 70 çул çитрĕ.

Борис Васильевичпа райпо ĕçĕ-хĕлĕ пирки сăмах тапратиччен çакна пĕлтерем, вăл çак районти Тушкассинче çуралса ÿснĕ. 1976 çулта Чăваш ял хуçалăх институтĕнчен вĕренсе тухнă, «Сеятель» колхозра инженер-механикра ĕçлеме пуçланă. 1983-1993 çулсенче районти Киров ячĕллĕ хуçалăх председателĕ пулнă.

1993 çулта Муркаш райповĕн правленийĕн председательне суйланă, 1998 çултанпа паянхи кунччен - райпо канашĕн председателĕ. 2001 çулта Патшалăх службин Атăл-Вятка академин дипломне илнĕ.

- Борис Васильевич, Муркаш райпоне 20 çул ытла ертсе пыратăр. Малтанхи тапхăрпа хальхине танлаштарса пăхар-ха, хăш вăхăтра ĕçлеме йывăртарахчĕ?

- Райпо тытăмне киличчен 17 çул ял хуçалăхĕнче ĕçленĕ. Маншăн çав тапхăр питĕ пĕлтерĕшлĕ, йывăрлăха çĕнтерме вĕрентрĕ. Чĕререн тухакан сăмахсене «Сеятель» хуçалăх председателĕ пулнă Сергей Афанасьев ячĕпе калатăп, шел, нумай пулмасть вăл пирĕнтен уйрăлса кайрĕ.

21 çул хушшинче райпора тем те курма тиврĕ,çак тапхăрта тем тĕрлĕ реформа та, дефолт та, çĕн йĕркелÿ те пулчĕç. 90-мĕш çулсем тавар çитменнипе нушалантарнă, лавккасен сентрисем çап-çутăччĕ. Мĕн пуррине питĕ хăвăрт илсе пĕтеретчĕç. Инфляци питĕ пысăкчĕ, 200 процент таран хăпарса каятчĕ, кредит илме тиветчĕ. Çавна чăтса ирттертĕмĕр. 1999 çулта вексельпе нумай ĕçлерĕмĕр. Владимир Путин Раççей Правительство Председателĕнче ĕçлеме пуçласан ĕç-пуç тин çăмăлланчĕ. 2008 çултанпа кредит илместпĕр, пĕтĕм ĕçе хамăрăн тупăшпа пурнăçласа пыратпăр.

- Çапах та хальхи вăхăтра та йывăрлăхсем çук мар пулĕ, хăш енĕпе тĕл пулаççĕ вĕсем? Тен, конкурентсем йышланса кайнă?

- Конкурентсенчен пĕрре те хăрамастпăр. Пулччăр. Çакă пире аталанса пыма пулăшать çеç. Паянхи тавар туянакан унчченхи мар. Ĕлĕкрех кирек мĕнле тавара та мишукпа туянатчĕç, халĕ ваккăн илеççĕ. Ку енĕпе халăх ыйтăвне кирлĕ пек тивĕçтермешкĕн вĕренсе пыратпăр.

Тĕрĕслев организацийĕсем çирĕп ыйтма пуçларĕç, ĕçе вĕсене шута илсе йĕркелеме тивет. Хальхи вăхăтра райпо тытăмĕнче 73 лавкка, вĕсенчен 20-шĕнче халăх тавара хăех суйласа илме пултарать. Лавккасен пысăк пайĕнче банк карттипе те усă куратпăр. Пĕчĕк ялсенчен улттăшне тавара автолавккасем илсе пыраççĕ. Суту-илĕве автоматизацилес тĕлĕшпе вăй хуратпăр, вунă лавккара ку енĕпе ĕçсене вĕçленĕ. Халĕ вĕсенчи кашни тавара компьютер шута илсе тăрать. Çакă ĕçе тĕплĕн пурнăçлама май парать.

- Тĕп хулара çеç мар, хăш-пĕр район центрĕнче те «Магнит», «Перекресток», «Севен», çавнашкал ытти сетьсен лавккисем вырнаçнă. Муркашра та «шăтса лармĕç-и». Хăратмасть-и çакă сире?

- Вырăнне шырасах çÿреççĕ. Эпир парăнас шухăшлă мар, мĕншĕн тесен вĕсемпе конкуренцие кĕрсе ĕçлеме условисем туса пыратпăр. Юлашки пилĕк çулта çĕнĕ пилĕк лавкка хута ятăмăр. Ваккăн суту тăвакан 11 лавккана, общество апатланăвĕн 4 обћектне тĕпрен юсанă.

Кăçал та пысăк ĕçсем туса ирттертĕмĕр. Райцентрти хуçалăх таварĕсем сутмалли лавккан лаптăкне икĕ хут пысăклатрăмăр. Кашмаш ялĕнче - вăл пысăк, унта 800 кил ытла - апат-çимĕç сутмалли тепĕр лавкка тума тытăнасшăн.

- Хальхи вăхăтра райпона ĕçлеме пырас текенсем пур-и? Мĕн илĕртет вĕсене?

- Паянхи кун кадрсем çитменнине туймастпăр. Уйăхри вăтам ĕç укçи районăн вăтам кăтартăвĕнчен пысăкрах. Çапах та çăкăр пĕçерекенсем пулсан аванччĕ. Çак ĕçе çамрăксене явăçтарма çăмăл мар, мĕншĕн тесен ку ĕç яваплă, кăткăс, тепĕр чухне çĕрле те ĕçлеме тивет. Çапах та татса памалла мар йывăр ыйту темен пулăттăм.

- Борис Васильевич, эпĕ пĕлнĕ тăрăх - эсир 2010 çулта ЧР Ял хуçалăх министерствин, 2013 çулта Раççей Ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотисене тивĕçнĕ. Райпо тата ял хуçалăхĕ... Мĕн çыхăнтарать сире?

- Ял хуçалăх продукцине халăхран туянассине начар мар йĕркелесе янă. Ку енĕпе 63 лавкка тата йышăну пункчĕсем ĕçлеççĕ. Аш-какай, сĕт, çĕр улми, пахча çимĕç, улма-çырла, эмел курăкĕсем, кивĕ хут туянатпăр. Сĕт пуçтарас тĕлĕшпе уйрăмах çине тăрса ĕçлетпĕр. Юлашки çулсенче ку енĕпе пурлăхпа техника базине самай пуянлатнă, сĕт турттаракан хальхи йышши машинăсем туяннă, йышăну пункчĕсене сĕте сивĕтекен танкерсем вырнаçтарнă. Кооперативсемпе те, уйрăм хуçалăхсемпе те /вĕсен шучĕ 8 пин ытла/ çыхăну тытатпăр. Çапла майпа халăх çуллен 52 млн тенкĕ ĕçлесе илме пултарать. Кăçалхи пĕрремĕш çур çулта уйăхсерен вăтамран 330,2 тонна сĕт пуçтарнă, çуллахи вăхăтра çак кăтарту 400 тонна та çитет.

- Райпо район экономикин аталанăвĕнче пĕлтерĕшĕ вырăн йышăннине çак тĕслĕх аван çирĕплетет. Тата хăш енĕпе кăтартуллă ĕçлетĕр?

- Суту-илÿпе хатĕрлев ĕçĕсем пирки асăнтăм ĕнтĕ. Унсăр пуçне пирĕн кооператорсем хальхи вăхăтра 98 ялти 21,5 пин çыннăн аптека, общество апатланăвĕ, йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерес енĕпе вăй хураççĕ. Общество апатланăвĕпе ваккăн сутакан тавар çаврăнăшĕ район тавар çаврăнăшĕнче 55 процент йышăнать.

- Райпо юбилейне мĕнле паллă турăр?

- Хамăрăн ĕçченсем çеç мар, пĕтĕм район халăхĕ хутшăнчĕ утă уйăхĕн 6-мĕшĕнче район центрĕнче иртнĕ уява. Ветерансене, ĕçре малта пыракансене чысларăмăр. Савăнмалăх сăлтав пур, Муркаш райповĕ - республикăри чи лайăх потребобществăсен йышĕнче. Пысăк та туслă коллектив Раççей потребкоопераци предприятийĕсен хушшинчи экономика ăмăртăвĕнче çине-çинех малти вырăнсене йышăнать.

Умри тĕллевсене яланах пурнăçласа, ĕç-хĕле аталантарса пынă. Çак сăмахсем ахаль маррине пĕр тĕслĕх илсе парам, 1995-1996 çулсенче райпо тытăмĕнче 200 çын ĕçленĕ, халĕ - 470 çын. Çитес вăхăтрах çĕнĕ лавкка уçăлĕ, тата 6-7 çын валли ĕç вырăнĕ пулĕ. Тĕллевсем пысăк, вĕсене пурнăçлама майсем пур.

Надежда СМИРНОВА калаçнă

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.