Пĕр тĕллевпе пĕр пулар

13 Çурла, 2014

Республикăри космонавтика ветеранĕсен пĕрлĕхĕ хăй вăхăтĕнче мухтавлă ентешĕмĕр Андриян Григорьевич Николаев космонавт пĕрремĕш хут тĕнче уçлăхне тухнă куна - çурла уйăхĕн 11-мĕшне - Чăваш Енĕн космос мухтавĕн кунĕ евĕр палăртма сĕнÿпе тухрĕ. Çук, вăл календарьти хĕрлĕ, уяв ирттерсе тăкакланмалли кун мар, пачах та урăхла - çитĕнекен ăрăва патриот воспитанийĕ памалли, Чăваш çĕрĕнче çуралса ÿснĕ паттăрсен пархатарлă ĕçĕпе мухтанмалли-мăнаçланмалли сумлă та сăваплă уяв. Наци уявĕсен шутне кĕмелли уявччĕ. «Уявччĕ» тесе ахальтен çырмарăм. Мĕншĕн тесен унăн шăпи паянхи кунчченех уçăмлă мар-ха.

Чăваш Республикин Информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерствин сайтĕнче ку ыйтупа сасăлав ирттерессине пĕлтернине курсан шанăç тепĕр хут хĕмленме пуçларĕ. Апла тăк ĕç тăвакан влаç тытăмĕ унăн пĕлтерĕшне ăнланса илчĕ. Сасăлав çурла уйăхĕн 18-мĕшĕччен, 00:00 сехетчен пырать. Хальлĕхе кăтарту пуçаруçăсене пăшăрхантарать: çак уйăхăн 13-мĕшĕнчи ирхи 8 сехет тĕлне 538 çын хăйĕн шухăшне палăртнă. Вĕсенчен çурри - хирĕç. Кăна ăнланма йывăр. Хамăра хамăр хисеплеменнин паллине шырамастăп эпĕ, çапах...

Тепĕр пулăм çинче чарăнса тăрас килет. Андриян Григорьевичăн çĕнĕ палăкне тума йышăнсан «Хыпар» хаçатри вун-вун вулакан ăна хăй мĕнле курнине, ăçта вырнаçтарасси пирки уçăмлăн палăртрĕ. Мĕн тетĕр? Никамăн шухăшне те итлемерĕç-илтмерĕç пек туйăнать ун чухне. Çакă паян хулара пурăнакансен тата унăн хăнисен чун-чĕринче те кăмăлсăрлăх туйăмĕ вăратать. Тăван хуламăра аякран экскурсие килекенсенчен те «Палăк валли урăх вырăн тупаймарăр-и-мĕн?«, «Тĕнче уçлăхĕн паттăрĕ палăрмасть» тенине хам та пĕр хут çеç мар илтнĕ. Наци уявĕпе - Чăваш Енри космос мухтавĕн кунĕпе - çапла килсе тухасран турă хăтарса пытăрах.

Сасăлав вĕçлениччен шутлă кунсем юлчĕç. Хисеплĕ вулаканăм, тархасшăн, туйса ил: асăннă мăнаçлăх кунĕн шăпи - санăн алăра. Халĕ пĕтĕмпех хамăртан килет. Чăваш халăхĕ, айтăр-ха, пĕр шухăш-кăмăлпа пĕтĕçсе çак уявшăн сасăлар. Çапла тума питĕ çăмăл: ЧР Информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерствин сайтне кĕрсе «Считаете ли Вы необходимым установить 11 августа в республике ежегодный праздник «День космической славы Чувашии» ыйтăва «çапла» тесе хуравламалла çеç. Эпĕ ăнланатăп: ялсенче кашни килтех компьютер çук. Çапах, темле йывăр пулсан та, асăннă уява çирĕплетерех. Ку - Андриян Николаева, Николай Бударина тата Муса Манарова сума суни, вĕсен паттăрлăхне асра тытни, «Байконур» тата ытти космодромра çар хĕсметĕнче тăнă ентешсене пархатарлă ĕçшĕн тав туниех. Мухтанма, мăнаçланма пирĕн сăлтав пур.

Юрий СТЕПАНОВ,

«Байконур» космодром ветеранĕ,

республикăри космонавтика ветеранĕсен пĕрлĕхĕн

канашĕн членĕ