Тĕллевлĕ усă курăр

23 Кăрлач, 2015

Амăшĕн капиталне укçана куçарас шухăш чылай çемьене канăç памасть. Ăна алла илмелли мелсене ашшĕ-амăшĕ тĕрлĕ енлĕн тишкерет. Çапах та чылайăшĕ кун пирки тĕплĕн шухăшласа патшалăх пулăшăвĕпе тĕллевлĕ усă курать. Саккун виçине пăхăнманнисене айăплав кĕтет.

Çамрăк хĕрарăм Людмила Максимова - патшалăха улталас текенсен шутĕнчен. Амăшĕн капиталĕн укçипе вăл пĕлĕшĕпе Татьяна Третьяковăпа унăн ялти çуртне туянма калаçса татăлнă. Пĕр енчен, çакă чăнлăхпа килĕшсе тăмалла пек: çемье ялта пысăк çуртлă пулса тăнă, юнашарах юханшыв, уçă сывлăш чуна тыткăнланă. Тĕрĕссипе вара унта пурăнмашкăн хăрушă пулнă. Çакна прокурор тĕрĕслевĕ тупса палăртнă.

Тĕплĕн тишкерни çурт пурăнма юрăхсăррине çирĕплетнĕ. Техника паспортĕнчен унăн 68 проценчĕ кивелсе юрăхсăра тухни палăрнă /саккунпа килĕшÿллĕн асăннă кăтарту 65 процентран иртсен çурт пурăнма юрăхсăр шутланать/.

Саккунпа килĕшÿллĕн амăшĕн капиталĕн укçипе кивĕ тесе йышăннă тата пăсма палăртнă çуртсем тĕлĕшпе суту-илÿ килĕшĕвĕ çирĕплетме юрамасть. Çапла вара Л.Максимовăпа Т.Третьякова тунă килĕшĕвĕн тĕллевĕ, туяннă пÿртре пурăнма май çуккине пула, ачасен тата ашшĕ-амăшĕн хваттер условийĕсене лайăхлатассипе çыхăнман.

Суд асăннă килĕшÿ вăйра тăманнине палăртнă. Амăшĕн /çемье/ капиталне бюджета тавăрса пама тивнĕ.

Росреестрăн Чăваш Республикинчи управленийĕ аса илтерет: амăшĕн капиталĕн ирĕкĕпе икĕ е унран ытларах ачаллă çемьесем усă кураççĕ, унăн укçине пурăнмалли условисене лайăхлатмашкăн яма юрать. Асăннă правăна федерацин «Ачаллă çемьесене патшалăх пулăшăвĕн хушма мерисемпе тивĕçтересси çинчен» саккунĕ регламентацилет тата çакна ятарлă сертификатпа çирĕплетет.

«Пурăнмалли условисене лайăхлатасси» ăнлав ялан пурăнма юрăхлă тата санитари условийĕсене, техника правилисемпе нормисене тивĕçтерекен çурт туянассине пĕлтерет.

Амăшĕн капиталĕ шучĕпе туяннă çурт тĕлĕшпе килĕшсе татăлнă тăрăх кашнин тÿпин виçине палăртса ашшĕ-амăшĕн, ачасен /çав шутра пĕрремĕш, иккĕмĕш, виççĕмĕш ачан тата вĕсем хыççăнхисен/ пĕрлехи харпăрлăх йĕркелеççĕ.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.