Тĕллевлĕ пулăшма

26 Çу, 2016

2016 çулхи утă уйăхĕн 1-çурла уйăхĕн 15-мĕшĕсенче иртекен Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравĕ пирки республикăра пурăнакансен шухăш-кăмăлне пĕлер-ха.

Александр Макаров, Муркаш районĕнчи Исетерккĕ ялĕ:

- Çырав АПК-на, ял хуçалăхне, халăха хумхантаракан ыйтусене хускатсан, кăтартусене тĕпе хурса программăсем йышăнсан кăна усси пулĕ. Ял хуçалăхне аталантарма патшалăхăн тĕрлĕ субсидие пăрахăçласа сухаласа акакан гектаршăн паракан пулăшу шайне ÿстермелле. Чĕртавар туса илекенсенчен налук пуçтарассине пăрахăçламалла. Унăн шайĕ çĕршыв тÿпинче калаçмалăх та çук - 1 процент. Ял хуçалăх продукцин хакĕ çĕр ĕçченĕсене тивĕçтермелле. Сăмахран, сĕт хакнех илер-ха. Халăхран йÿнĕпе туянаççĕ, лавккара вара 2-3 хут хаклăрах.

Ял хуçалăх валли кадрсем хатĕрлессипе халех шутламалла. Вĕсен ĕç, пурнăç условийĕсене лайăхлатмалла, шалăвĕ те хулара вăй хуракансенчен ан юлтăр. Кредит хресченĕн çĕклемне татах йывăрлатмалла мар.

АПК-на паян пĕр пус хывсан та ыран тенкĕпе патшалăха таврăнать. Ял çĕкленсен хула та пĕрлех хăпарĕ, çĕршыв малалла аталанĕ.

Николай Федоров, Йĕпреç районĕнчи Пучинке ял тăрăхĕн пуçлăхĕ:

- Паллă мероприяти пулăхлă çĕрсем тĕлĕшпе йĕрке тума пулăшасса шанас килет. Эпир çак ыйтупа 2010 çултанпах ĕçлетпĕр, хуçасăр çĕрсене ял тăрăхĕн харпăрлăхне куçаратпăр. Лаптăксене «Красный партизан» хуçалăха фермерсене арендăна паратпăр. Хамăр енчи пулăхлă çĕре йăлтах çыравра палăртăпăр.

Хуçалăх кĕнекинче çемье, выльăх-чĕрлĕх, кайăк-кĕшĕк, пахча, çĕр пирки йăлтах информаци пур. Ăна çуллен çĕнететпĕр. Çакă та çыравра тĕрĕс кăтартусем пуçтарма пулăшĕ. Пучинкере хупă ларакан çурт-йĕр сахал. Пĕчĕк ялсенче лару-тăру йывăртарах. 47 çуртлă Çĕнĕ Кĕлĕмкассинче ватăсем кăна пурăнаççĕ. Ялĕпе те 1 ĕне. Пирĕн тăрăхра 703 çурт-йĕр. Хупăннисене кăларсан 90-95 проценчĕ патне çыравçăсем çитмелле. Çынсем ыйтусене тĕрĕс хуравласса шанатăп. Кун пирки вĕсемпе калаçнă. Халăх массăллă информаци хатĕрĕсем урлă та илтет-курать. Тĕрĕс хуравлани хăйсемшĕнех кирлине ăнланаççĕ.

Валериан Бромбин, Хĕрлĕ Чутай районĕнчи «Свобода» хуçалăх ертÿçи:

- Сведени пухассине ĕнер-паян шухăшласа кăларман, ĕлĕкренех ирттернĕ ăна. Ун чухне çырав халăха куланай хывма кирлĕ пулнă. Хальхи çырав ĕлĕкхи пек куланай хывма мар, çĕршыва малалла çĕклеме, аталантарма, тĕллевлĕ пулăшма кирлĕ. Ял хуçалăхĕ паян мĕнле ĕçлесе пырать, укçана ăçта хывмалла, пулăшмалла тата ытти çивĕч ыйтăва татса парĕ мероприяти. Пирĕн ĕç-хĕле, шалăва, пурлăхпа техника никĕсне тĕрĕс кăтартĕ. Паян хресчене çăмăл мар. Малашне пулăшÿ ÿсессе, çĕр çыннине çÿлте ларакансем те тивĕçлипе хакласса кĕтетпĕр.

Любовь Бычкова, Вăрнар районĕ, Çă-каллă Явăш ялĕ:

- Унччен çырав хучĕсенче çынсем ят-хушамата палăртасран, налук нумайрах тÿлеттересрен хăранă. 2006 çулти ял хуçалăх çыравĕ хыççăн налук ÿсменни, хушма хуçалăхсене те çăмăллатнă кредит пама тытăнни шухăша тĕпрен улăштарчĕ. Пире валли çул уçăлчĕ темелле. Çакна кура халăх та патшалăха шанать, унран пулăшу кĕтет. Эпир килте вунна яхăн ĕне сăватпăр. Сĕтне сутса тупăш илетпĕр. Шел, унăн хакĕ йÿнелсех пыни кăмăла хуçать. Ялта ĕç вырăнĕсем çуккипе нумайăшĕ хушма хуçалăхпа тăранса пурăнать. Хулана тухса каякансем те самай. Пирĕн урам çурри тенĕн пушанса юлчĕ. Пахчисенче çумкурăкĕ ашкăрать. Шел, вĕсене çыравра та шута илмеççĕ. Пушанса юлнă хушма хуçалăхсене уйрăм йĕркепе палăртни ялти чăн пурнăçа уçса парĕччĕ.

Лариса НИКИТИНА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.