Тĕллев пур - ÿсĕм пулатех

29 Утă, 2014

90-мĕш çулсен пуçламăшĕнче пирĕн çĕр-шыв чикĕ леш енче кăлпасси кăларакан 5 модуль туяннă. Нимĕçсен «Карфлер» компанин оборудованийĕ чи çĕнĕ йышши пулнă ун чух: пахалăхĕпе те, тухăçлăхĕпе те. Вăл вăхăтра пирĕн лавкка сентрисем çап-çараччĕ. Çынсем Мускавран тулли çыхăпа апат-çимĕç йăтни асран тухман. Какай тирпейлекен отрасле йĕркеллĕ хатĕр-хĕтĕрпе тивĕçтерейменнипе тата Раççей арăш-пирĕш саманана кĕнипе апат-çимĕç ыйтăвĕ çав тери çивĕчленнĕ. Кирлĕ оборудование ирĕксĕрех Анăçра туянма тивнĕ. Çавăн чухне пирĕн республика правительстви çаврăнăçулăх кăтартнине палăртмалла. Пилĕк модультен пĕрне Чăваш Ене кÿрсе килнĕ вĕт-ха. Ытти тăваттăшне йĕркеллĕ ĕçлеттерсе ярайман пулас, Етĕрнере вара çав производствăна хута яма вăй çитернĕ.

Унтанпа 20 çул иртрĕ ĕнтĕ. Кунти аш-какай комбиначĕ технологи процесне икĕ хутчен тĕпрен çĕнетсе улăштарнă. Предприятие килсе курнă çав фирма специалисчĕсем шалт тĕлĕннĕ: «Эпир ăсталанă технологи хатĕрĕсем ултă-çичĕ çул чиперех ĕçлеççĕ, каярахпа вĕсене улăштараççĕ. Эсир лайăх пăхса тăнипе вунă çулхи оборудовани çĕнни пекех туйăнчĕ. Производство культури мĕне тăрать! Тĕрĕссипе вырăссем техникăна часах юрăхсăра кăларса çÿп-çапа ăсатаççĕ тесе шухăшланăччĕ. Эсир ĕç майне пĕлетĕр, кадрсене вĕрентсе хатĕрленĕ, сирĕнпе çыхăну тытма кăмăллă».

Вăхăт ытла та хăвăрт шăвать-çке. Çирĕм çул каялла Етĕрнери аш-какай комбиначĕн пĕрремĕш черетне хута яма хутшăннă Сергей Якушев кашни саманта лайăх ас тăвать. Машинăсем тăвакан заводри инженер-технолога комбинат директорне лартнă. Какай тирпейлессипе ятарлă пĕлÿ илмесĕр ĕç хăйне евĕрлĕхне пĕлсе çитеймĕн. Кайнă, вĕреннĕ вырăс ачи. Шупашкарти аш-какай комбинатĕнчен питĕ ăста специалиста - Александра Сергеевна Вантеевăна Етĕрнене илĕртсе илсе килме пултарнă. Пултаруллă хĕрарăм вун-вун çамрăка ĕç вырăнĕнче вĕрентнĕ, пĕрле ăсталăха туптанă. Шел, Александра Сергеевна пурнăçран уйрăлса кайрĕ. Паян ун ĕçне çĕнĕ ăру малалла тăсать. Ун патĕнче профессие алла илнисем хăйсем ыттисене ăс парса пулăшса пыраççĕ. Çавăнпа коллектив çирĕп. Пĕр тикĕс ĕçленипе аш-какай комбиначĕ Чăваш Енри апат-çимĕç промышленноçĕн чи вăйлă предприятийĕсен шутне кĕчĕ.

- Çирĕм çула чаплăн паллă турăр-и? - ыйтрăм Сергей Александровичран.

- Çирĕм çул - ĕмĕрĕн кĕске сыпăкĕ. Вăрнарти е Шупашкарти аш-какай комбиначĕсемпе танлаштарсан эпир чылай çамрăк. Çамрăксем пысăк уяв туса шавлани вара пĕртте килĕшÿллĕ мар. Якушев хăна пухма, вĕсене сăйлама укçа хĕрхенет тесе ан шухăшлăр. Пĕчĕк пуху ирттерсе производствăра ырă тĕслĕх кăтартакансене чысларăмăр, Хисеп хучĕ, преми патăмăр. РФ Центрсоюзĕн Хисеп хутне тивĕçнисем те пур, вĕсенчен пĕри - Галина Андреева. Ман шухăшпа уяв кĕрекинче саркаланса ларасси çинчен пуç ватмалла мар паян, ĕç çинчен шухăшламалла. Çавăнпа çирĕм çула лăпкăн, сăпайлăн паллă турăмăр.

- Халĕ Етĕрнере кал-кал ĕçлекенсенчен райпона, сĕт-çу, кирпĕч завочĕсене тата сире асăнмалла-тăр. Тахçан Раççейĕпе кĕрленĕ спирт завочĕн хăмпи шанчĕ, мĕн пулса тухĕ малашне?

- Ĕçсĕр юлнă çын чун-хавалĕ сÿнни - пурнăç тĕревне çухатнипе пĕрех. Ирсерен пирĕн пата васкакан çынра шанчăк пурах. Ан тив, шалу пысăк мар пулин те çемьене тăрантарма, ачасене тумлантарма çиткелет, пăрахас марччĕ ĕç вырăнне тесе шухăшласа утать. Унашкалли ĕç йĕркине те пăсмасть, юлташĕсене те тÿрĕ çулпа пыма хистет.

Паян производствăра ăрусен ылмашăнăвĕ пырать. Коллективăн 20-25 проценчĕ çамрăксем, апла вĕсене кунта çирĕплетсе хăвармалла. Пирĕн комбинатра ĕçлекеннисен çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма «Çамрăк çемье» тата ытти программăсене кĕмелли майсем ытларах, вăл е ку хаклă япала туяннă чухне кредит илмелле, банксем чи малтанах вăл е ку çын ăçта вăй хунине пăхаççĕ-çке.

- Анчах сире урамран тытса килнĕ ахаль рабочи мар, технологи процесне пĕлекен-чухлакан специалистсем кирлĕ вĕт-ха.

- Питĕ тĕрĕс. Совет саманинче какай производстви валли специалистсем хатĕрлесси йĕркеллĕ пулса пынă. Паянхи вĕренÿ тытăмне кутăн-пуçăн çавăрчĕç те ним латти-пăтти çук. Колледж е институт пĕтернĕ хĕр-упраç кĕрсе тăрать те - эпĕ менеджер тет. Вĕсене çăкăр пĕçермелли, пылак шыв кăлармалли е кондитер производствинчи технологисене вĕрентнĕ-мĕн. Кăлпасси мĕнле тĕтĕмленине кăштах пĕлет. Каçарăр та, пĕр çын пур япалана та ăçтан ăнкарайтăр. Какай тирпейлессипе уйрăм курс итлемелле, экзамен витĕр тухмалла. Вара тин çавнашкаллисем пирĕншĕн юрăхлă специалистсем пулаççĕ. Эп пĕлменни çук тесе сăмса каçăртни завода та, çĕр-шыва та усă памĕ.

Какай производстви валли мĕншĕн Етĕрнене суйласа илни пирки ыйтрăр. Хуравлатăп. Лайăх аталаннă инфраструктура пуррине, вырăнти халăх выльăх нумай усранине шута илнĕ. Юнашарах - федераци трасси. Асрах-ха: 1994 çулхи çĕртмен 16-мĕшĕнче хăватсене ĕçлеттерсе ятăмăр, пур район ертÿçисене чĕннĕччĕ. Паянхи тÿпем - 115 тĕрлĕ кăлпасси изделийĕ, 30 йышши çурма фабрикат, 25 тĕрлĕ сивĕтнĕ какай. Куллен пилĕк тонна хатĕр продукци.

- Эпĕ пĕлнĕ тăрăх, эсир ют çĕр-шывран кÿнĕ аш-какайпа пачах ĕçлеместĕр, йăлтах вырăнта хатĕрлени.

- Çапла, камбината хута янă чухнех хамăр чĕр-таварпа, ялпа ĕçлесси тĕп тĕллев пулнă. Паян çак çыхăнăва пуянлатса-анлăлатса пыратпăр. Хресчен пире выльăх çитĕнтерсе парать, эпир ăна хатĕр продукципе тавăратпăр. Пĕтĕм ĕç-пуç вырăнти рынок ыйтăвне тивĕçтерессипе çыхăннă. Сăмахран продукци леçекен пирĕн машинăсем 39 маршрутпа çула тухаççĕ, кунсерен 13 пин çухрăм тăршшĕ хутлаççĕ. Республикăн 9 районĕнче хамăрăн фирма лавккисене уçнă. «Чăвашăнне туянăр!» тени пирĕншĕн ахаль чĕнÿ çеç мар, вăл кулленхи ĕç-хĕл пархатарĕ. Хыснана кашни уйăхра 2.500 пин тенкĕ налук куçаракан предприяти пĕлтерĕшĕ пысăк.

Чăвашпотребсоюз ертÿçисем пуçламăш тапхăртах тухăçлă ĕçлеме пур майсем туса панине палăртасшăн. Паян та вĕсем пире нумай пулăшу параççĕ. Тĕнче, Раççей шайĕнче иртекен куравсене хутшăнса республика чысне хÿтĕлетпĕр-çке. Ăнăçлă тесшĕн. Мускаври «Ылтăн кĕркунне» куравран чăваш предприятийĕсем 31 медальпе таврăнчĕç, вĕсенчен 9-шне эпир çĕнсе илтĕмĕр.

- Иртнĕ çул республикăн инвестици программине кĕрсе çурма фабрикат цехне хута яни - предприяти аталанăвĕнчи паллă тепĕр утăм. Какай рынокне марисем вăйлă хирĕнсе кĕнине куратпăр. Чăваш аш-пăшĕн сумĕ чаксах пырать-и?

- Тупăшса ĕçленинче нимĕн япăххи те çук. Анчах кÿршĕсем тепĕр чухне услам тăвассишĕн суту-илÿ йĕркине пăснă тĕслĕхсем çиеле тухкалаççĕ. Çÿлерех каларăм ĕнтĕ, пирĕн комбинат ялшăн ĕçлет. Регион ыйтăвне туллин тивĕçтермелле унăн. Ку енĕпе Етĕрнесем каялла чакмĕç. Тепĕр самант. ГОСТ ыйтнă пек ĕçлемен фирмăсене шанма хĕн. Тата апат-çимĕç рынокĕнче тĕрĕслев витĕмлĕхĕ чакнипе пахалăх çине питех çаврăнса пăхмаççĕ. Кăçалхи çу уйăхĕнче Раççей Федерацийĕнче какай туса илессин çĕнĕ регламенчĕ вăя кĕчĕ. Çав документ отрасльте йĕрке тума тивĕç. Паллах выльăха килтех пусса тирпейлени, каярахпа ăна пасара тухса сутни санитари нормисемпе килĕшсе тăманнине тинех ăнланса илчĕç. 1994 çулта йышăннă «Ветеринари çинчен» калакан саккунпа выльăха килте пусма чарнăччĕ. Хăвăн çемйÿне тăрантарма пусни çинчен сăмах пымасть унта. Халăха чир-чĕртен сыхлас, экологие упрас ыйтусем çивĕчленчĕç. Патшалăх тĕрĕслевне вăйлатни - пурнăç хистевĕ. Ветеринари службин яваплăхĕ ÿсмелле. Пирĕн пата чĕр тавара пур районтан та илсе килеççĕ . Етĕрнесен тÿпи - 20-25 процент.

Калаçăва вĕçленĕ май эпĕ коллективри чи хастаррисене асăнасшăн: Эльвира Сильвестрова, Зоя Михайлова, Ирина Рыжакова, Ираида Петрова, Владимир Скребков, Эльвира Степанова, Геннадий Литвинов тата ыттисем. Çирĕм пĕр çын пĕрремĕш продукци кăларнăранпах кунта вăй хурать. Людмила Павловăпа Валентина Никитина ЧР Ял хуçалăх министерствин Хисеп хутне илчĕç. Производство ветеранĕсене алла çыхмалли сехет парнелерĕмĕр.

Экологи тĕлĕшпе таса продукци кăларакан, рынокра хăйĕн вырăнне тупнă предприяти малашне те ÿсĕмлĕ утăмсем тăвас шухăшлă. Тĕллевсем пысăк, вăй-хал пур, хамăра çирĕмри яш пек туятпăр...

Вячеслав ГРИГОРЬЕВ

Рубрика: 

Новости по теме