Тĕллев — инкекрен сыхланасси

28 Авăн, 2017

Ростехнадзорăн Атăлçи управленийĕн 2016 çулхи тата 2017 çулхи пĕрремĕш çур çулти ĕç-хĕлне ĕнер Шупашкарта уçă итлев ирттерсе пĕтĕмлетрĕç.

Атăлçи управленийĕ Тутар, Мари, Чăваш Республикисенчи предприятисенчи экологи, технологи тата атом хăрушсăрлăхне пăхса-тĕрĕслесе тăрать. Хăрушă шутланакан объектсем округри кашни регионтах пур, анчах «уйрăмах пысăк хăрушлăх кăларса тăратаканнисем» сакăр хулара вырнаçнă, вĕсен йышĕнче Шупашкар та пур.

Уçă итлеве Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та хутшăнчĕ. «Кирек хăш производствăра та хăрушсăрлăхпа тивĕçтересси — яланах Чăваш Ен тытса пыракан патшалăх политикин тĕп çул-йĕрĕсенчен пĕри пулнă. Малашне те çаплах пулĕ. Çулсерен ĕç сыхлавĕ валли сахал мар укçа-тенкĕ уйăратпăр. Эпир тĕрлĕ ĕç пурнăçласан та пĕр тĕллеве тĕпе хуратпăр: производствăн тата энергетикăн хăрушă объекчĕсенче кĕтмен инкек-синкекрен, аварисенчен сыхланасси», — терĕ Михаил Игнатьев Ростехнадзорăн Атăлçи управленийĕ тата Чăваш Республикин влаç органĕсем пĕр шухăшлă пулса тухăçлă ĕçленине палăртнă май.

Промышленноç хăрушсăрлăхне тĕрĕслес енĕпе çĕнĕ меслетсемпе усă курни виçĕ çулта планпа пăхнă тĕрĕслевсен шутне тăватă хут чакарма май панă. «Кăçал кунашкал меслетпе гидротехника сооруженийĕсен хăрушсăрлăхне тĕрĕслеме тытăнтăмăр. 2018 çулта энергетика тытăмне те çак çĕнĕлĕхе кĕртесшĕн», — терĕ Ростехнадзор ертÿçи реформа ĕçĕ-хĕлĕ пирки каласа кăтартнă май.

Производствăра пулакан аварисен тĕп сăлтавĕсен шутĕнче, Алексей Алешин палăртнă тăрăх, чи малта çын тăрать. Техника ĕçлеменрен сиксе тухнă аварисен шучĕ — 5 процент. «Производство юхăмне йĕркелеме пĕлменни пысăк инкек патне илсе çитерет. Акă юлашки вăхăтра шахтăсенче пулнă инкексем… Сăлтавĕ — çынсем хăрушсăрлăх пирки шухăшламанни», — терĕ ведомство ертÿçи.

Уçă итлеве пĕтĕмлетнĕ май Ростехнадзор ертÿçи Алексей Алешин Чăваш Енре промышленноç хăрушсăрлăхĕ пысăк шайра пулнине палăртрĕ. Вăл республика Пуçлăхне Михаил Игнатьева ку енĕпе тимлĕ ĕçленĕшĕн тав турĕ.

Комментари хушас