Тĕллев - çынсем пулăшупа усă курма пултарассине ÿстересси

30 Çĕртме, 2015

Кăçалхи июнĕн 24-27-мĕшĕсенче Шупашкарти Пăр керменте иртнĕ регионсен хушшинчи "Регионсем - чикĕсĕр килĕштерсе ĕçлесси" ХХII курав мероприятийĕсемпе килĕшÿллĕн Чăваш Ен Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх служби Чăваш Республикинче пурăнакансене ĕçпе тивĕçтерекен служба органĕсен ĕçĕ-хĕлĕ çинчен экспозици йĕркеленĕ. Унăн тĕллевĕ - служба органĕсен пулăшăвĕпе граждансем тата ĕçпе тивĕçтерекенсем усă курма пултарассине ÿстересси.

Мероприятие хутшăнакансене - кăмăл пуррисене - йышăнмашкăн психолог- профконсультантăн ĕç вырăнне йĕркеленĕ, курав хăнисемпе вăл кăмăл психологин тĕрлĕ меслетлĕхĕпе уйрăм консультацисем ирттернĕ. Тест пĕтĕмлетĕвĕ хыççăн кашнине хăйсене юрăхлă вăл е ку профессие е специальноçа суйлассипе çыхăннă сĕнÿ çырса панă.

Куравра Чăваш Енри предприяти-организацири вакансисемпе çийĕнчех паллашма май паракан информаци терминалĕ вырнаçтарнă. Шупашкар хулинчи ĕçлев центрĕн специалисчĕ кăмăл тăвакансене ваканси суйласа илме пулăшнă тата ĕçе вырнаçмашкăн унтах хут çырса панă.

Ĕçлев службин органĕсен уйрăмах çивĕч те малашлăхлă ĕçĕ-хĕлĕпе çынсене паллаштарас тĕллевпе курав репортажĕсен роликĕсене çавăрттарнă, фотоматериалсене демонстрациленĕ, граждансем мероприятисене - инвалидсене ĕçе вырнаçтарассипе тата Раççей Федерацийĕн Президенчĕн 2012 çулхи май уйăхĕнчи указĕсемпе килĕшÿллĕн хĕрарăмсене профессие вĕрентессипе, харпăр хăй ĕçне йĕркелессипе, çул çитмен çамрăксене вĕренÿрен пушă тапхăрта вăхăтлăх ĕç тупса парассипе, социаллă адаптаци тренингĕсене хутшăнассипе тата ыттипе çыхăннисене - пуçаруллă хутшăннин презентацийĕсене кăтартнă.

Пурнăç çулĕ çине тухма хатĕрленекенсем - пулас професси суйлавне паян уçăмлатас тĕллевлисем - ĕç рынокĕ ыйтакан профессисемпе специальноçсене çутатакан илĕртÿллĕ буклетсене тивĕçнĕ.

Курав кунĕсенче Чăваш Ен Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин экспозицийĕпе 700 яхăн çын паллашнă, ĕç рынокĕнчи лару-тăру пирки 600-шĕ информаци илнĕ, 310-шĕ экспресс-тест витĕр тухнă, 100-не ĕçе вырнаçмашкăн направлени панă.

Чăваш Ен Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх служби.