Телейлĕ эп çĕн кун çитнишĕн...

2 Юпа, 2015

Вăл ĕмĕрĕпех ялхуçалăхĕнче ĕçлесе пурăннă. Тăван ялне, Çĕрпÿ районĕнчи Вăрманкас-Кĕçтемĕре, халĕ те чунтан юратать. Хăй Шупашкарта пурăнать пулсан та чунĕ - çуралнă тăрăхрах. Ахальтен мар сăввисем те ытларах ял çинчен шăрçаланаççĕ. Сăмахăм Александр Ильин сăвăç пирки пырĕ.

Алă вĕççĕн хатĕрленĕ «Казахстанăм, манăн Казахстан» кĕнекипе паллашма кăмăл турăм. Ăна ÿкерчĕк тĕлĕшпе те автор хăех илемлетнĕ. «Кĕнеке кăларма укçа-тенкĕ çителĕксĕртен çакăн пек аппаланса ларатăп», - терĕ сăпайлăн Александр Моисеевич.

Çĕрпÿри ялхуçалăх техникумĕнче вĕреннĕ чухне 21 студента çерем çĕр уçма Павлодар облаçĕнчи «Кызыл-Курама» совхоза илсе кайнă. Чăваш каччисем ытти халăх ывăлĕ-хĕрĕпе пĕрле Казахстан уй-хирĕнче тракторпа, комбайнпа ĕçленĕ. Александр Ильин хăйĕн асаилĕвĕсене шăпах çак кĕнекере палăртнă: «... Суха тунă чухне лемехсем çинче хĕвел шевли вылянине, тырă вырнă самантсенче комбайнсенчен, уйрăмах çумăр вăхăтĕнче, çăкăр шăрши кĕнине нихçан та манас çук...»

Техникумран вĕренсе тухнипе çеç çырлахман çамрăк, каярахпа Шупашкарти ялхуçалăх институтне пĕтернĕ, инженер-механик профессине алла илнĕ. 30 çула яхăн ялхуçалăх техникин юсав лабораторийĕнче вăй хунă, инженертан ертÿçĕне çити ÿснĕ. Техника юсанă вăхăтра та сăвă йĕркисем çырăннах ĕнтĕ. Ара, ку пултарулăх Александр Моисеевич çумне 3-мĕш класра вĕреннĕ чухнех «çыпăçнă».

Ÿкерес ăсталăх та шкул çулĕнченех пырать унăн. «1-мĕш класра вĕреннĕ чухне Ленинпа Сталин портречĕсене ÿкертĕм, - аса- илет иртнине кăçал 70 çул тултарнă поэт. - Анчах вĕсене ÿкерме юраманни пирки асăрхаттарчĕ вĕрентекен. Эпĕ вара Кремле шур хут çине куçартăм, «5 Ă» паллă тивĕçрĕм. Шкулта вĕреннĕ чухне стена хаçачĕн редакторĕнче, ÿнерçинче тăрăшрăм. Салтакра та çак ĕçшĕн яваплăччĕ».

Сăвă çырас туйăм сĕврĕлмен çамрăкăн, çулсерен вăйланса, хăватланса çеç пынă. Çавна май Александр Ильин Мускаври Литература институтне куçăмсăр майпа пĕтернĕ. Вăл - 19 кĕнеке авторĕ, СССР Писателĕсен союзĕн членĕ. Сăвăсене вырăсла та, чăвашла та шăрçалать.

Тепĕр ырă пулăм пирки те асăнса хăварас килет: Александр Моисеевич çĕр ĕçне пăрахмасть. Тăван ялĕнче 28 сотăй лаптăкра пахчаçимĕç, улма-çырла çитĕнтерет. Унсăр пуçне дача та пур хулара. Унта та, кунта та ĕлкĕреççĕ Ильинсем. «Чун яланах ялалла туртать. Маншăн сывлăш та урăхларах унта. Ашшĕ-амăшĕ пурнăçран уйрăлсан чылайăшĕ çуртне сутать. Эпĕ вара хам сывă чухне яла пăрахмастăп», - пĕтĕмлетрĕ шухăшне сăвăç.

Вулакансене Александр Ильинăн хăшпĕр сăввипе те паллаштарас килет. Унăн пултарулăхĕпе киленччĕр вĕсем, ăна тивĕçлĕ хак паччăр.

Валентина ПЕТРОВА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.