Телейлĕ амăшĕ

20 Ака, 2017

«Анне, ватлăхра ача усрава илес тетĕн-и? Ухмаха тухман-и эсĕ? Питĕ пăхас килет пулсан хамăр тата çуратса парăпăр», – пĕрин хыççăн тепри хирĕçленĕ ачисем Раиса Васильевнăна. Арина хĕрĕ кăна амăшĕ майлă пулнă: «Аттепе пĕрле çирĕп шухăш тытрăр пулсан – илех», – тенĕ.

Пĕрре пăхсах килĕштернĕ

Вăл вăхăтра Комсомольски районĕнчи Аслă Çĕрпÿелĕнче пурăнакан Осиповсен пилĕк ачи те ÿссе çитĕнсе мăшăрланнă, ашшĕпе амăшне мăнуксем парнеленĕ. Малтанах Раиса Васильевнăпа Иван Алексеевич вĕсемпе йăпаннă-ха, анчах садика, шкула çÿреме тытăнсан кил-çурта каллех тунсăх пуснă. Осиповсем иккĕшĕ те йышлă /6-шар ачаллă/ çемьере çуралса ÿснĕрен пĕччен пурăнма хăнăхман. Çавăнпа 52 çулти Раиса Васильевна мăшăрĕпе канашланă хыççăн Улатăрти ача çуртне çул тытнă. Малтанах ăна арçын ачана кăтартнă. Анчах хĕрарăм кунта хĕрача шырама килнĕ-çке. «Нумаях пулмасть 7 тата 3 уйăхрисене илсе килчĕç. Вĕсене пăхас теместĕр-и?» – сĕннĕ хайхискере. «7 уйăхрине кăтартрĕç. Хура кăтра çÿçлĕ, пысăк куçлă, аллерги пулнăран пичĕ çине хĕрлĕ пăнчăсем тапса тухнă. Пĕрре пăхсах килĕштертĕм. Ку ман ача терĕм. Воспитательсем те пепке хамăн пек сăнлине палăртрĕç. Анчах унăн аппăшĕ пуррине пĕлтерчĕç. Пĕртăвансене уйăрмаççĕ иккен. Иккĕшне те илсе кайма килĕшрĕм. Анчах кĕтмелле. Ачасем пыйтлă, шăнса пăсăлнă. Манăн вара пĕчĕк Янăна алăран ярас килмест. Эпĕ водителе тара тытса машинăпа мар, пуйăспа килнине пĕлсен ача çурчĕн пуçлăхĕ пушшех те хирĕç пулчĕ. Юрать, кунта ĕçлекенсенчен пĕри хĕрхенчĕ. Упăшкине инçе çула çăмăл машинипе леçтерме килĕшрĕ», – аса илчĕ хĕрарăм.

Хĕрачасене киле илсе килсен çĕр çывăрман каç мĕн чухлĕ пулман-ши? Ара, чирлĕскерсене темиçе çул хушши сыватма тивнĕ. Кĕçĕнни кăкăр ĕмме те пĕлмен. Лавккари ятарлă хутăшпа апатлас – аллерги нушалантарнă. Осиповсем ирĕксĕрех качака усрама тытăннă. Унăн сĕчĕпе çулталăкран çак чиртен тасалнă. Янăн аппăшĕ, 3 çулти Юлиана /килте Юля теççĕ\, вара калаçма та пĕлмен. Йăмăкĕпе пĕрле тин пуплеме вĕреннĕ тесен те йăнăш пулмĕ. Унсăр пуçне кĕçĕнни уçă сывлăшра кăна çывăрса кайма пултарнăран çĕнĕ амăшĕ ăна хĕлĕпе урам тăрăх йăтса утнă.

Унтанпа 8 çул иртнĕ ĕнтĕ. Халĕ Юля – 4-мĕш, Яна 2-мĕш класра вĕренеççĕ. Иккĕшĕ те чăвашла лайăх калаçаççĕ, юрлаççĕ, ташлаççĕ. Хăйсене çуратнă амăшĕ çинчен пĕлеççĕ-ши тетĕр-и? Пĕлеççĕ. Асли унпа тĕл пулма хирĕç мар. Кĕçĕнни вара яхăнне те ямасть, уншăн пĕр амăшĕ кăна, вăл – Раиса Васильевна. Юля ытларах пÿртри ĕçе кăмăллать, Яна, çемьере ачашши те йăпăлти, ашшĕпе пĕрле мăлатукпа шаккама та пултарать. Чĕлхи те çивĕч. Ÿссен полицейски пуласшăн.

Чăваш кĕпи – чи илемли

Раиса Осипова пек чăваш кĕпи çĕлекен ăста таврара сайра. Ăнсăртран лавккара чăваш çи-пуçне курма пулать-ха. Анчах хакĕ çав тери «çыртать» – 23 пин тенкĕ. Раиса Васильевнăн кĕрÿшне те çакă тĕлĕнтернĕ. Ара, чăваш кĕпи арçынна пултарулăх ушкăнĕпе концертсене тухма кирлĕ. Унсăр пуçне республикăри хăйтытăмлăх органĕсем хушшинче йĕркелекен пăхаттир пуçлăхсен конкурсне хутшăнмалла. Кĕпене вăл хунямăшне çĕлеттернĕ. Ашшĕне кура ача садне çÿрекен ывăлĕсем те кукамăшне ÿкĕтлеме тытăннă. Вĕсене те чăваш тумĕ кирлĕ пулнă. Халĕ Осиповсен 2 çула та çитмен Глафира мăнукĕ те уявсене чăваш пукани пек тумланса тухать.

Ылтăн алăллă çĕвĕçĕн чапĕ таврара çеç мар, ют тăрăхра та сарăлнă. Чĕмпĕр облаçне юбилея кайсан хĕрарăм тăхăннă чăваш кĕпине тÿрех асăрханă. Çийĕнчех 18 çын валли çĕлеме саккас панă. Тутарстанри Çĕпрел районĕнче пурăнакан йăмăкĕ патĕнче хăнара пулнă хыççăн та Раиса Осипова сахал мар кĕпе çĕленĕ. Хусан хулинчен килекенсем те пулнă. Хамăр республикăри кÿршĕ районсенче пурăнакансем те пулăшу ыйтаççĕ. Пурин кăмăлне те тивĕçтерет хĕрарăм.

Мĕн ĕмĕр тăршшĕпех Раиса Васильевна çĕвĕçре тăрăшнă. Çавăнпа вăл çĕлеме пултарайман япала çук. 5 ачана пăхса ÿстерме çăмăл килмен. Вăл вăхăтра лавккара япала та сахал пулнă. Шкула яма ачисем валли дерматин материалтан – сумка, урайне сармалли кĕççерен – тапочки, унсăр пуçне ăшă фуфайка, куртка, шăлавар, çĕлĕк таранах çĕлесе тăхăнтартнă.

Осиповсен çемйинче пурте çĕлеме пĕлеççĕ, мăшăрĕпе ывăлĕсем таранах. Радиомеханика вĕреннĕ упăшки /вăл телевизор, кĕпе çумалли машина, ытти хатĕре те юсама ăста/ арăмĕ ача çуратма больницăна выртсан пепке валли простыньсене хăех касса çĕленĕ. Асламăшĕ çĕвĕç пулнăран арçынна урапаллă çĕвĕ машинине хăнăхма йывăр пулман.

Хальхи вăхăтра лавккара япала туллиех, çавăнпа Раиса Васильевна ытларах чăваш кĕпи çĕлет, çи-пуç юсать. Палăртмалла, кĕпесене вăл хăех ĕлĕкхилле тĕрлесе илемлетет.

Сăвă та çырăнать

Раиса Осиповăн ĕçĕсемсĕр районта конкурс сайра иртет. Тĕрĕсрех каласан, культура мероприятийĕсенче вăл – яланах кĕтнĕ хăна. «Илем» фольклор ушкăнне çÿрет, усрав ачисене те сцена çине тухма хăнăхтарнă. Унсăр пуçне поэзи каçĕсене хутшăнать. Нумаях пулмасть унта пухăннисене çĕнĕ хайлавĕсемпе паллаштарнă. 56 çула çитиччен вăл сăвă çырман. Тивĕçлĕ канăва тухсан кĕпе çĕлесе ларнă чух пирвайхи йĕркесем çуралнă. Усрав ачасем çинчен пулнă вĕсем. Амăшĕ тĕпренчĕкĕсене мĕнле чунпа пăрахма пултарнă-ха? Çак ыйту канăç паман хĕрарăма. Ун хыççăн ытти сăвă шăрçаланнă. «Çырас тенипе çыраймăн. Асамлă йĕркесем вăхăт çитсен чунтан шăранса тухаççĕ», – тет вăл.

Фольклор ушкăнне хутшăнни, юлташĕсемпе тĕл пулса калаçни ăна пурнăçра тата та хавхалантарать, ырă ĕç тума хистет. Сумлă ÿсĕмре икĕ ача усрава илни çакна аван çирĕплетет. «Лайăх çынсем пулса ÿсчĕр», – тет вăл вĕсем пирки. Малтанах амăшĕшĕн пăшăрханнă аслă ачисем пепкесене киле илсе килсен текех пĕр сăмахпа та хирĕçлемен, пурте вĕсене килĕштернĕ. Йăмăкĕсене паянхи кунчченех пулăшаççĕ. Юльăпа Яна та аппăшĕсене, вĕсен ачисене яланах чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Пĕртăвансем-çке вĕсем.

Ирина НИКИТИНА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.