"Телей кайăкĕ" çĕнтерÿ парнеленĕ

28 Çĕртме, 2014

Çĕртме уйăхĕн 23-24-мĕшĕсенче декораци-прикладной искусствăн Пĕтĕм Раççейри "Руç ăстисем" XII конкурс иртрĕ. ЧР Халăх пултарулăх çурчĕ йĕркелекен мероприятие кăçал 53 ал ăсти хутшăннă, вĕсенчен 28-шĕ 13 регионтан килсе çитнĕ. Кăçал конкурс "Раççей ăстисен искусстви - хĕвеллĕ Чăваш Ен валли" девизпа уçăлчĕ.

Пултарулăхĕпе паллаштарма килнĕ хăнасемпе ентешсене ЧР культура министрĕ Вадим Ефимов саламларĕ. Илемлĕ промысла тата декораци-прикладной ÿнерне упраса хăварни, аталантарма тăрăшни регионсен хушшинчи культура çыхăнăвне тĕреклетнине палăртрĕ.

Ал ăстисене сума суса республикăри чи лайăх халăх фольклор коллективĕсем: "Родные просторы" /Шупашкар/, "Шортан", "Телей", "Çĕньял" /Шупашкар районĕ/, "Юрай чечекĕ" /И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУ студенчĕсен фольклор ансамблĕ/, "Кăмăл" çемье ансамблĕ, халăх инструменчĕсемпе калакан "Эревет" ача-пăча тĕслĕх ансамблĕ /Шупашкар/ юрри-ташшипе савăнтарчĕç.

"Руç ăстисем" - курав кăна мар, чăн-чăн конкурс. Унта хутшăнакансем хăйсемпе пĕрле хатĕр япаласене кăна мар, ĕç хатĕрĕсене те илсе килеççĕ, куç умĕнчех шедевр хатĕрлесе тĕлĕнтереççĕ.

Наци музейĕн картишĕ хальхинче те палатка хулине çаврăнчĕ, унта мĕнле кăна сăнар курăнмарĕ-ши? Пĕрисем лобзик, киçтĕк айĕсенчен тухрĕç, теприсем тăмран çуралчĕç, виççĕмĕшĕсем ирпе кăна улăм çыххиччĕ... Ăстасем вĕсене чун кĕртнĕ тейĕн, теттесем куракансене тинкерсе хăйсем патне илĕртеççĕ.

Дивеевăран килнĕ Наталья Кушинская, халăх промыслисен ăсти, 20 çула яхăн тăмпа ĕçлет. "Тарават та уçă кăмăллă чăваш çĕрĕ" темăпа ĕç хатĕрлемеллине пĕлсен пирĕн халапсене аса илчĕ вăл: "Кайăк пĕлĕте сăнлать. Чăвашсем ача çуралнине çĕнĕ кайăкпа танлаштарнă..." - самантрах тăм муклашки кÿлепене çаврăнчĕ.

Владимир облаçĕнчен çитнĕ Вера Бицюра татăк-кĕсĕкрен ăсталанă япаласене курсан куç та алчăрĕ. Мозаикăллă утиял-минтерпе кăна çырлахман хĕрарăм, унăн аллинче самантрах вăрман чĕр чунĕсем çуралаççĕ. "Хитре пусма татки курсан туянмасăр иртейместĕп", - пытармасть ăста.

Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ăстасен хулине мăшăрĕпе Лариса Юрьевнăпа, РФ Патшалăх Думин депутачĕпе Алена Аршиновăпа, ЧР Патшалăх Канашĕн спикерĕпе Юрий Поповпа пĕрле килчĕ. Чăваш Ен ертÿçи кашни ăстапа калаçма тăрăшрĕ, вĕсен ĕçĕсене чарăна-чарăна пахаларĕ. Уйрăмах ăна йывăç турăш кăмăла кайрĕ, Алена Игоревна вĕтĕ шăрçаран ăсталанă эрешсенчен чылайччен уйрăлаймарĕ.

Конкурса пĕтĕмлетнĕ май халăх промыслине тÿпе хывакансене пысăк хак панă тÿресем. Кашни ăстан ĕçĕ хăйне май паха та хаклă пулнине, вăл Раççейре пурăнакан халăхсен культурине пуянлатнине палăртнă.

Гран-прие Иваново облаçĕнчи Иваново хулинчен килнĕ Любовь Степановăн ĕçĕ - татăк-кĕсĕкрен çĕленĕ "Телей кайăкĕ" панно - тивĕçнĕ. Автор Чăваш Енри халăх искусствин тĕрлĕ çăл куçне тĕпе хунă, чăваш тĕррин тĕлĕнмелле тĕнчине уçнă. Тĕссене те йăлтах пĕлтерĕшне кура суйланă вăл: шурă - тасалăх, сывлăх палли, хĕрлĕ - уява, савăнăçа, хура çĕре пĕлтерет. Паннора 50-60 çулсенче тĕртсе кăларнă Иваново çаптарккă пусмисемпе усă курнă. Композицире вырăс тата чăваш халăхĕсене çыхăнтаракан кайăк сăнланнă, вăл пирĕн хушăмăрти туслăха, юратăва, ĕçченлĕхе çирĕплетет.

Алă ăсти "Телей кайăкне" чăвашсене парнелесе хăварчĕ.

Юрă-ташăра - халăх пурнăçĕ

Тĕрлĕ наци çынни пĕрле юрласа ташланине сăнама мĕнешкел кăмăллă. Туслăх пĕрлештерет пире. Хăнана чăваш яланах хапăл. Пĕрле пуçтарăнни уяв сумне ÿстерет.

Çирĕм иккĕмĕш хут иртекен Пĕтĕм Раççейри халăх пултарулăхĕн «Раççей çăл куçĕсем» фестиваль анлăшĕпе тата илемĕпе тыткăнларĕ. Кăçал Республика кунне уявламашкăн Раççей Федерацийĕн 32 регионĕнчен - 39, Китайран - 2, Италирен, Беларуçран, Эстонирен, Азербайджанран пĕрер пултарулăх ушкăнĕсем килсе çитрĕç. Вĕсем - наци культурине, йăли-йĕркине саракансем, халăх историйĕпе паллаштаракансем.

«Раççей çăл куçĕсем» фестивале хутшăнакансем яланхи пекех Шупашкар урамĕпе юрласа ташласа Атăл кÿлмекĕ еннелле утрĕç. Çул хĕрринчи халăх вĕсен ăсталăхĕпе киленчĕ.

Екатеринбургри «Уралмаш» вырăс юррисен хорĕ республикăна чи малтан çитнĕ. «Пире ир енне вокзалта вакун патĕнчех кĕтсе илчĕç. Çав тери лайăх пăхаççĕ. Хула кăтартса çÿрерĕç. Тепре чĕнсен хаваспах килĕпĕр», - теççĕ вĕсем. Çак ушкăн репертуарĕнче - Урал, хаклă чул илемĕ, чун тасалăхĕ çинчен çырнă юрăсем.

«Эрвел мари» /хĕвел тухăç мари/ ушкăн юрату вăйĕ пирки юрă шăрантарчĕ. Унччен те пулмарĕ, Борис Дмитриев ертÿçĕ купăспа чăвашла кĕвĕ калама пуçларĕ. «Эпĕ Чăваш Енре тăтăш пулатăп, «Эрвел мари» ушкăн вара çакнашкал уява пĕрремĕш хут хутшăнать», - ăнлантарать вăл.

«Айс» /асамлă кĕвĕ/ ушкăн йышĕнче - пулас экономистсем, менеджерсем, юристсем. Камчаткăран килнĕскерсем Питĕрти аслă шкулсенче вĕренеççĕ.

Ямал-ненец автономи округĕнчи студентсем «Эпер» /Çăлтăр/ ушкăна чăмăртаннă. Вĕсем те Питĕрте пĕлĕве тарăнлатаççĕ. Пушă вăхăт тупăнсанах Светлана Исакова эскимос вĕсене йăла-йĕрке ташшисене вĕрентет.

«Сансăр пуçне никама та юратман...» - Муркаш халăх ансамблĕн юрри инçетренех илтĕнет. «Чăваш хĕрарăмĕ» хаçатăн хастар авторĕ, Игорь Майков купăсçă нихçанхинчен хаваслă. «Пирĕн тăрăхри чăваш хĕрарăмĕсен кĕлетки хăва пек, сăн-пичĕ çырла майлă, сасси шăпчăкăнни пек», - юрă-ташă ăстисемпе паллаштарать вăл. Сăмах май, нумаях пулмасть çак ансамбль 15 çулхи юбилейне паллă тунă.

Тутарстанри «Тан» /Шурăм пуç/ ушкăн ташăпа кăмăла çавăрчĕ. Шкул ачисем уявра çĕнĕ юлташсем тупни çинчен каларĕç.

«Пĕрре килсех чăваш халăхĕн кăмăлне пĕлтĕмĕр», - пĕр саслăн палăртрĕç Архангельскран çитнĕ хăнасем. Наци хăйне евĕрлĕхĕ пирки сăмах пуçартăм вĕсемпе. «Чăвашсем - хаваслă, лăпкă, ырă кăмăллă çынсем. Çутă çи-пуç та чун тасалăхне кăтартать», - çакнашкал пĕтĕмлетÿ тунă «Новица» ушкăн хĕрарăмĕсем.

Итали фольклор ушкăнĕ сцена çине васкатчĕ. Çавăнпах вĕсемпе вăрах калаçма май килмерĕ. «Тавах пуриншĕн те, тен, хăçан та пулсан тепре тĕл пулăпăр», - алăри блокнота илсе акăлчанла çырса хăварчĕ синьорсенчен пĕри.

Чăваш килĕ

Чăваш çĕрĕ маттур, пултаруллă, ĕçчен халăхпа тивĕçлипех мухтанать. Атăл кÿлмекĕнче йĕркеленĕ курав хăех аваллăхпа хальхи пурнăçа çыхăнтарать. Кашни район, хула ал ăстисем пуçтарăннă унта. Чăвашсен кил картине кĕрсе курар-и?

Çемье ăшшине упракан хĕрарăмсем çăм арлаççĕ, пир тĕртеççĕ, ал шăлли тĕрлеççĕ, çи-пуç çыхаççĕ... Кил хуçисем тырă авăртаççĕ, сĕтел-пукан ăсталаççĕ, карçинкка-лăпă çыхаççĕ...

Канашсем кÿлĕрен пулă тытса килнĕ. Пĕри - тÿрех пĕр çатмалăх.

Ирçери Зоя Алексеева тĕрĕçе Етĕрне районĕпех пĕлеççĕ. Ку хутĕнче унăн ĕçĕсемпе республика çыннисемпе хăнасем киленчĕç. Вĕсен килĕнче вырăн çиттипе минтер пичĕ те тĕрĕллĕ. Стена çинчи картинăсене пăхса ытарма çук. Юрă-кĕвĕ те уншăн - чун киленĕçĕ.

«Эх, çăм атти, çăм атти, тĕплеменни, вĕр çĕнни», - çапла çырса хунă Вăрмарсем. Николай Яйцов ăсталăх класĕсем йĕркелерĕ. Мĕн пĕчĕкренех çăматă йăвалать вăл. Çак ĕçе ыттисене те вĕрентет. Хăйсем каланă тăрăх - Кинчерте ялĕпех çăматă сутаççĕ. Тĕрĕллине, сăмахран, Мускава ăсатаççĕ. Пĕр мăшăрĕ - 3 пин те 500 тенкĕ. Апла тăк çăматă пысăк тупăш илме пулăшать. Тапăчки те сутлăхра пур вĕсен: эрешли, чечекли...

«Ватăлас килмест. Уява килни, халăхпа пĕрле савăнни, туслă пурăнни вăй-хал хушать», - теççĕ çăм арлакан Çĕмĕрле хĕрарăмĕсем. Чукотка хăнисемпе ташларĕç, асăнмалăх сăн ÿкерĕнчĕç вĕсем.

Ырă малашлăха ĕненекенсем

Уява килнисене республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев саламларĕ. Чăваш Ен çулсерен хăтлăланса пынине, йăх-несĕлтен куçакан пуянлăха çамрăк ăрун упрамаллине, культурăна аталантармаллине палăртрĕ вăл. Михаил Васильевич урамра уçăлса çÿрекен кÿмеллĕ ашшĕ-амăшĕ пирки сăмах пуçарчĕ. «Пурнăçа юратакан, ырă малашлăха ĕненекен çемьере телейлĕ ачасем çуралаççĕ», - терĕ Пуçлăх.

Ĕçри çитĕнÿсемшĕн, общество ĕçне хастар хутшăннăшăн СССР халăх артисткине Вера Кузьминана Хисеп орденĕпе чысларĕç. «Чăваш çĕрĕ чечеклентĕр, чăваш халăхĕ аталантăр, чăваш чĕлхи яланах пултăр! Малалла-ха пурнăç, малалла...» - пĕтĕм халăх илтмелле янăрарĕç Вера Кузьминичнăн сăмахĕсем.

Тăван республика умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн, общество тата ыр кăмăллăх енĕпе хастарлăх кăтартнăшăн Раççей Геройне Николай Гаврилова «Чăваш Республикин хисеплĕ гражданинĕ» ят пачĕç.

Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Алена Аршинова чăвашла вĕреннине пурте асăрхарĕç. Республикăра хĕвел шевли пек çутă чунлă çынсем пурăнни пирки каларĕ вăл.

Раççей халăх артистне, «Поле чудес» кăларăм ертÿçине Леонид Якубовича халăх уйрăмах тăвăллăн алă çупса кĕтсе илчĕ. «Çакнашкал хаваслă та асра юлакан кун сахал. Хăйсен çыннисене хаклама пĕлекен халăх мухтавлă!» - терĕ Леонид Аркадьевич.

Уява çавнашкалах РФ Патшалăх Думин депутачĕсем Валентин Шурчанов, Руслан Тихонов, Раççей Геройĕ, РФ Президент Администрацийĕн Шалти политика управленийĕн Регион политикин департаменчĕн пуçлăхĕ Алексей Романов, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов, ЧР культура министрĕ Вадим Ефимов тата ыттисем хутшăнчĕç.

Республика кунĕнче юрă-кĕвĕ самантлăха та чарăнмарĕ. Каçхи тÿпене фейерверксен çути эрешлерĕ.

Марина ТУМАЛАНОВА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.