Тĕлĕнмелле курав

9 Çĕртме, 2017

Пирĕн шкулта интереслĕ курав иртрĕ. Ăна Шупашкарти ентеш, отставкăри подполковник Петр Капитонов, илсе килчĕ. Вăл нумай çул çарти рационализаци тата тĕпчев ĕçĕсемпе кăсăкланнă, 50 ытла изо¬бретени авторĕ. Паллă ентеш 9 медале тивĕçнĕ. Тивĕçлĕ канăва тухсан та вăл вăхăта ахаль ирттермест. Электромеханика тата электричество теттисемпе ачасене кăсăклантарать. Шупашкарти ача-пăча пултарулăх керменĕнче те нумай çул кружок ертсе пынă.

Курава Петр Андреевич хăйĕн 28 ĕçне илсе килнĕ. Боксерсем кĕрешнине, йĕлтĕрçĕ чупнине, велосипедпа ярăннине, штанга йăтнине, тимĕрçĕсем тата вăрман касакансем ĕçленине, ипподромра лашасем чупнине тата ытти теттесене курса тĕлĕнтĕмĕр. Вĕсем пĕр вырăнта тăмаççĕ, куçаççĕ, чупаççĕ, çутатаççĕ… Вăрçа халалланă кĕтес те пур. Сÿнми хĕлхем, караулти салтаксем вырнаçнă кунта. Хурлăхлă кĕвĕ сасси илтĕнет.

Пĕр теттене Петр Андреевич пĕр уйăха яхăн хатĕрлет. Хăйĕн куравĕпе вăл тĕрлĕ çĕрте пулнă. Ăна йĕркелеме ывăлĕ Слава та пулăшать. Пĕррехинче вĕсем патне хĕрарăм пынă та: «Эсир питĕ пуян çын ахăртнех», — тенĕ. «Тĕрĕс калатăр. Манăн теттесем пекки урăх ниçта та çук!» — тесе хуравланă вăл. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.