Тĕлĕкре те сцена çинче вылять

Чÿкĕн 18-мĕшĕнче Шупашкарти Вырăс драма театрĕнче актерсемпе режиссерсен ĕçĕсен республика шайĕнчи «Чи хаклă ĕмĕт» конкурсĕ вун виççĕмĕш хут иртрĕ. Ăна ЧР Культура министерстви пулăшнипе республикăри театр ĕçченĕсен союзĕ йĕркеленĕ. Конкурса К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма тата Çамрăксен театрĕсен артисчĕсемпе ЧР культура училищин студенчĕсем хутшăнчĕç. Вĕсем монолог вуларĕç, спектакль сыпăкне лартрĕç... Çĕнтерÿçĕсене Дипломпа тата премипе хавхалантарчĕç. Пĕрремĕш вырăна Чăваш патшалăх академи драма театрĕн артистки Анна Кудряшова тухрĕ, виççĕмĕшне те асăннă театр артисчĕ Василий Иванов тивĕçрĕ. Иккĕмĕш вырăн йышăннă Моисей Яковлевпа, ЧР культура училищин 3-мĕш курс студенчĕпе, тĕплĕнрех паллашар-и?

Канашра çуралса ÿснĕ Моисей Яковлева Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче Ленинградра пуç хунă аслашшĕ ячĕпе çапла ят панă. Хулари музыка шкулĕнче вĕреннĕ вăл. Шăп çав вăхăтра Шупашкарти культура училищинче ял-салара пурăнакан ачасен хушшинче ăсталăх конкурсĕ ирттернĕ. «Хавхалану» ятлăскерте Моисей монолог вуласа пĕрремĕш вырăн йышăннă, çавăнпах педагогсем ăна училищĕне вĕренме чĕннĕ. Йĕкĕт çакна шута илнĕ - 2011 çулта тăххăрмĕш класс пĕтерсен Чăваш Ен тĕп хулине килнĕ.

- Мана артист ĕçĕ питĕ килĕшет, эпĕ сцена çине тухса куракансене мĕнпе те пулин тĕлĕнтерме кăмăллатăп, - сăмах пуçарчĕ каччă.

Моисей училищĕне вĕренме кĕрсен тĕрлĕ енлĕ аталанма пикеннĕ. «Салют» культура керменĕнчи халăх оркестрне альт калама çÿренĕ. Вăл çулла та канмасть. Кăçал ав çу тăршшĕпех «Белые камни» кану çуртĕнче ди-джейра тăрăшнă - аслă ăру çыннисем валли ташă каçĕсем йĕркеленĕ. Ольга Ырсем ячĕллĕ конкурсра Александр Твардовскин «Василий Теркин» хайлавĕн сыпăкне вуласа I степень Диплома тивĕçнĕ. Иртнĕ «Раççей çăл куçĕсем» фестивальре Виктор Бондырев режиссера пулăшнă... Моисей спортпа та туслă: дзюдопа, самбопа тата ирĕклĕ кĕрешÿпе интересленет. Хореографи кружокне те çÿрет.

Каччă 1-мĕш курсра П.Хусанкай ячĕллĕ культура керменĕнчи Нина Панина ертсе пыракан халăх театрĕнче вылянă. «Остановите Малахова» спектакльте тĕп сăнара калăпланă. Ун чухне Моисейăн колонире ларакан яша вылямалла пулнă. Кăткăс çак сăнара калăпличчен артист сценарие темиçе хут вуласа тухнă, роль çинчен нумай шухăшланă, тĕпченĕ, хăйĕн валли сăнар пурнăçне шухăшласа тупнă.

«Чи хаклă ĕмĕт» конкурсра Моисей виçĕ номерте вылярĕ. Виççĕшне те жюри членĕсем лайăххисен шутне кĕртрĕç. «Пурнăç» пантомимăна студент видеоматериалсем пăхса хатĕрленнĕ. Куракана этем пурнăçне хусканусем урлă сăмахсăрах кăтартса пачĕ. Çамрăк артист Владимир Росляковăн «Варшавское шоссе» хайлавне те вуларĕ.

Сергей Безруков, Брюс Уиллис, Вера Кузьмина ăсталăхне тĕслĕх вырăнне хураканскер Çамрăксен театрĕн режиссерĕ Станислав Васильев ертсе пыракан занятисене çÿреме май пурришĕн савăнать. Училищĕре Студентсен канашĕн ертÿçин çумĕнче тăрăшакан студентăн, паллă ĕнтĕ, пушă вăхăт çук. Занятисем вĕçленсен те каччă театр ăсталăхне туптать: Интернетра тĕрлĕ видеоролик курса вĕренет. Акă нумаях пулмасть вăл Джон Тьеррин «До свидания, зонтик» ĕçне курса хавхаланнă.

Кĕçех Моисей училище пĕтерсе диплом илĕ, çавăнпа халĕ уншăн уйрăмах хĕрÿ тапхăр пуçланнă. Çамрăкăн Çĕнĕ çул уявĕ тĕлне юмах лартмалла. Моисей постановкăпа ача çуртĕнче пурăнакансене те савăнтарасшăн.

- Театр ĕçченĕсен союзĕ ирттерекен конкурса пĕрремĕш хут хутшăнтăм. Мана çавăн пек хак парса çĕнтерÿçĕсен йышне кĕртнĕшĕн чунран савăнтăм, - калаçăва вĕçлерĕ Моисей Яковлев.

Алена ТИМКОВА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.