Текех сĕт вăрламастпăр!

1 Çĕртме, 2017

Хаçатăн иртнĕ номерĕнче («Хресчен сасси», 19 %) «Ферма сĕчĕ ăçта каять?» материал пичетленсе тухрĕ. Унта колхоз ферминчен сĕт вăрланине ял çыннисем пăшăрханса пĕлтернĕ. Çыру йĕрĕпе, лару-тăрупа тĕплĕрех паллашма Йĕпреç районĕнчи «Красный партизан» колхоза çитрĕмĕр.

Вăраха кайнă «чир»

— Хуçалăхăн тĕп тупăш çăл куçĕ — выльăх-чĕрлĕх. Вăл 1 пин пуç ытла, çав шутра ĕне выльăх – 992, сăвăнаканнисем — 308. Лашасемпе сыснасем те пур. Иртнĕ çул ку отрасль пире 30 млн тенкĕ тупăш панă. Ытларах сĕт сутнипе кĕнĕ вăл. Витере сĕт пăрăхне çĕнетнĕ хыççăн пахалăхĕ ÿсрĕ, 1 л чĕр тавар 22 тенке каять. Кунне завода 4760 кг ăсататпăр. Пăрусем валли те хăваратпăр, — пуçларĕ сăмахне «Красный партизан» колхоз ертÿçи Николай Иванов. 12-мĕш çул хуçалăха ертсе пырать вăл. Сиксе тухнă лару-тăру ăна та пăшăрхантарать.

— Выльăх-чĕрлĕхе 40 çын пăхать. Çав шутра 16 доярка. Хальлĕхе вĕсем çурма ставкăпа ĕçлеççĕ темелле. 50 ĕне вырăнне 25 кăна пăхаççĕ. Анчах пĕр вырăнта 20-30 çул вăй хуракансене мĕнле хăтарăн? Çавна май шалу пысăк тесе калаймăн, уйăхне 10 пин тенкĕ ытларах. Çывăх вă¬хăтра ĕне йышне пысăклатсан шалу та хăпарĕ. Фермăра сĕт сăвассине, апат парассине механизациленĕ. Пĕр витене çеç ансăртан трактор кĕреймест, лашапа усă куратпăр. Ăна юсама, анлăлатма тытăннă ĕнтĕ. Тислĕкĕ те хăех юхса тухать. Ĕлĕкхи пек йывăр ĕçлеттерместпĕр. Çуллахи вăхăтра ешĕл апата çĕклесси пулкалать. Канмалли пÿлĕм, душевой пур, — терĕ вăл.

Ертÿçĕ каланă тăрăх, фермăра чи кăткăсси — ир-ирех сăвăма çитме тивни. Унччен вара кил-хуçалăхра ĕçлесе ĕлкĕрмелле. Апла миçере тăмалла унăн? Дояркăшăн уяв, кану çук: ĕнене кашни кунах сумалла çав. Ĕç вăхăчĕ кунне 6 сехетрен ытла мар.

— Тен, йывăрлăха, укçа çителĕксĕррине фермăри сĕтпе саплаштараççĕ?

— 15 çул каялла халăхран сĕт пуçтарма тытăнчĕç. Хушма хуçалăхсене услам илме çул уçăлчĕ темелле. Çынсем 2-3-шер ĕне тытаççĕ. Хăшĕсене килти сĕт те сахал пек туйăнать пулас, колхозăнне вăрласа сутаççĕ. Усал «чир» вăраха та тарăна кайнă. Мĕнле сипленмелле унран? Çивĕч ыйтупа вĕçĕмех пухăнса калаçнă. Кашнинчех вăрламастпăр тесе шантараççĕ. Чăн та, пĕр хушă чарăнаççĕ. Унтан каллех пĕр-пĕринпе ăмăртса тенĕн çĕклеме тытăнаççĕ. Çакна пĕлме йывăр мар: сăвăм сасар-тăк чакать, кунне 50-100 л таранах. Хăшĕсене алăран тытса ĕçрен хăтарма та тиврĕ. Фермăра хурал пур, витесене видео вырнаçтарнă, анчах вăрлас текен çын таçтан та майне тупать. «Эсир манне мар, хăвăр пурлăха çĕклетĕр», — тетĕп. Кадрсен ыйтăвне татса памасăр та çакăнтан хăпса пĕтеймĕн-тăр. Сĕтпе çаклансан ĕçе тухмассипе хăратаççĕ. Забастовка туса сăвăма килменни те пулнă. Ĕне станок мар, ăна вăхăтра сумалла, пăхмалла.

Дояркăсем ертÿçĕсемпе тĕл пулăва пуçтарăнасса кĕтнĕ май витесене çитсе куртăмăр. Вăхăт иртнĕ май çуртсем кивелме ĕлкĕрнĕ. Ăна пăхса-юсаса тăни кăна ытлашши юхăнса кайма памасть. Çĕнĕ сĕт пăрăхĕ, сĕт сивĕтмелли холодильник тÿрех куçа ÿкеççĕ.

Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.