«ТехноНИКОЛЬ» корпораци президенчĕпе тĕл пулнă

20 Кăрлач, 2015

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «ТехноНИКОЛЬ» корпораци президенчĕпе Сергей Колесниковпа тĕл пулнă.

Республика Пуçлăхĕ Сергей Колесникова Шупашкарта строительство отраслĕн специалисчĕсене хатĕрлемелли 2 вĕренÿ центрĕ йĕркелес тĕлĕшпе хастар ĕçленĕ¬шĕн тав тунă. Вĕсенче тĕнче стандарчĕсемпе килĕшÿллĕ пĕлÿ параççĕ. Çавăн пекех Михаил Игнатьев «ТехноНИКОЛЬ» компани туса кăларакан продукци пысăк пахалăхлă пулнине палăртнă.

Сергей Колесников иртнĕ 2014 çулта Чăваш Енре хăйсем кăларакан продукцие чылай ытларах сутнине пĕлтернĕ. Çакна республикăра çурт-йĕр нумайрах туни те çирĕплетет. «Чăваш Енре строительство хулара кăна мар, ялсенче те аталанать, унта хăйне уйрăмрах культура, вăл хуларинчен уйрăлса тăрать. Ялсем ÿсеççĕ, çакă питех те кăмăллă», - тенĕ «ТехноНИКОЛЬ» корпораци президенчĕ.

Журналистсен ыйтăвĕсене хуравласа С.Колесников корпораци республика ертÿлĕхĕпе пĕрле Чăваш Ен территорийĕнче производство вырнаçтарас малашлăха сÿтсе явни çинчен пĕлтернĕ. «Ман шутпа, республикăра условисем япăх мар, инвесторсемшĕн вырăн лайăх. Кунта инфратытăм пур, электричествăпа, газпа тивĕçтереççĕ, квалификациллĕ ĕç вăйĕ хаклах мар. Çаксем пурте пĕрле çĕнĕ производствăна аталантарма лайăх май парĕç», - хăйĕн сăмахне пĕтĕмлетнĕ вăл.

Михаил Игнатьев палăртнă тăрăх - кирек мĕнле çĕнĕ производствăна уçни те хушма ĕç вырăнĕсем парать. «Паян строительство материалĕсен рынокĕнче «ТехноНИКОЛЬ» корпораци пайĕ 50% кая мар, гидроизоляци, ăшă изоляцийĕ тĕлĕшпе - 70%. Малашне компани хăйĕн ĕç-хĕлĕн хăш-пĕр енне пирĕн республика территорийĕнче пурнăçлатăрччĕ. Пĕр хутчен кăна мар каларăм ĕнтĕ, эпĕ кирек хăш инвестора та пулăшма хатĕр», - тенĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ.

«ТехноНИКОЛЬ» корпораци çурт тăрри витмелли, гидроизоляци тата ăшă изоляцийĕн материалĕсене туса кăларать. 1992 çултанпа строительство материалĕсен рынокĕнче ĕçлесе корпораци пуян опыт пухнă, рынока çĕнĕ йышши материалсемпе технологисем сĕнет.

Паян корпорацие 38 производство лапамĕ кĕрет: Раççейре - 33, Украинăра, Беларуçра, Литвара, Чехире, Италире - пĕрер. Суту-илÿ сечĕ 36 çĕршыври 180 уйрăмпа представительствăран тăрать. 2013 çулта корпораци 66,9 млрд тенкĕ ĕçлесе илнĕ.

Чăваш Енре строительство отраслĕ пĕр тикĕс аталанса пырать. Паян республикăра çулленех кашни çын пуçне 0,7 тăваткал метр пурăнмалли çурт-йĕр тăваççĕ, Раççейĕпе вăтамран ку кăтарту 0,5 тăваткал метрпа танлашать.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.