Технологи çĕнелет - пахалăх ÿсет

29 Юпа, 2014

Етĕрне завочĕ çулталăкĕпех кирпĕч кăларать

Владимир Тукмаков директор мана кăмăллăн йышăнчĕ, заводăн кăçалхи 9 уйăхри тĕп кăтартăвĕсемпе паллаштарчĕ. Цифрăсем пур енĕпе те ÿсĕмлĕ. Хăш-пĕр заводра рабочисем вăхăт-вăхăтпа ĕçлеççĕ, хĕлле укçасăр лараççĕ. Кунта вĕсене кÿрентермеççĕ. Коллектив ертÿлĕхĕ мал курăма тĕпе хурса технологие çĕнетсех тăнăран чĕр тавар çулталăкĕпех ĕçлеме çитет.

Кăрлач-авăн уйăхĕсенче 13 млн ытла чĕрĕ кирпĕч çапнă /пĕлтĕрхи çак вăхăтринчен 8,4% ытларах/. Сутлăх тавар калăпăшĕ - 11,6%, ăсатнă продукцин 20,3% ÿснĕ. Коллектив йышĕ - 7,4%, ĕç укçи 7,2% хушăннă. Рабочисен вăтам шалăвĕ авăн уйăхĕнче 22996 тенке çитнĕ.

- Эпир хамăра пĕр çемьери пек туятпăр, ĕçе ирсерен пĕр ĕмĕт-тĕллевпе килетпĕр, производствăра пурте вăй çитнĕ таран тăрăшатпăр, - терĕ Владимир Петрович. - Ĕçлемен çын çеç йăнăшмасть, анчах вĕсене вăхăтра асăрхаса çийĕнчех тÿрлететпĕр, текех тăвас марччĕ тетпĕр. Çĕнĕ технологисене сăнасах тăратпăр, вĕсемпе ĕçре усă куратпăр. Çавна пула кирпĕч пахалăхĕ ÿсет, хăвăрт сутăнать.

Завода пурте чунтан юрататпăр. Никам та ăна пăрахса урăх çĕре куçасшăн мар. Эпир те кунта çемйипех вăй хуратпăр. Мăшăрăм та, ывăлăмсем те.

Производство ÿсĕмĕ пĕлĕве тăтăш ÿстернинчен те килет. Специалистсем тĕллевлĕ курссенче час-часах пулаççĕ.

Валентин ГРИГОРЬЕВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.