Техника – йÿнĕпе

26 Утă, 2017

Раççейри ял хуçалăх техникин завочĕсем кăçалхи çур çулта 59,8 млрд тенкĕлĕх тавар туса кăларнă е иртнĕ çулхи çак тапхăртинчен 35 процент ытларах.

Юлашки вăхăтра трактор, плуг, сÿре, сеялка, тырă вырмалли комбайн, удобрени хывмалли техника ытларах туса кăлараççĕ. Çакă вĕсен пахалăхĕ ÿснипе, хакĕ йÿнĕрех пулнăран ытларах туянма тытăннипе те çыхăннă. Шел, малашне кăтарту чакма пултарĕ. Хальхи вăхăтра патшалăх программипе килĕшÿллĕн заводсен тăкакĕн 15-20 процентне субсидилеççĕ. Çавна май аграрисем ял хуçалăх техникине йÿнĕрехпе туянма пултараççĕ. Çĕртме уйăхĕнче вара субсиди виçи контракт тунинчен иртнĕ, çавна май заводсем техникăна патшалăх программипе сутма чарăннă. Производствăна сыхласа хăварма тата 4,4 млрд тенкĕ кирлĕ. Енчен те асăннă программăпа бюд-жетран укçа уйăрассине ÿстермесен çĕршывра çулталăк вĕçленнĕ тĕле ял хуçалăх техники туса кăларасси чакма пултарĕ.

 

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.