Техника туянма - вун-вун килĕшÿ

ЧР Ял хуçалăх министерстви тĕрлĕ харпăрлăхлă хуçалăхсем юлашки çулсенче туяннă техника хатĕрне аграрисене çуллен Уй кунĕнче кăтартать.

Республика кунĕнче вăл Комсомольски ялĕнче иртрĕ. Унта райадминистраци пуçлăхĕсем, АПК организацийĕсен, ХФХ ертÿçисем, 15 регионти техника, минерал удобренийĕ, вăрлăх сутакан, ÿсен-тăрана сăтăрçă-çум курăкран хÿтĕлемелли хими им-çамĕпе тивĕçтерекен предприяти представителĕсем хутшăнчĕç.

Ял хуçалăх техникин 140 хатĕрне, вăл шутра тăпрана кăпкалатмалли, тĕрлĕ культурăсен вăрлăхне акмалли-лартмалли, тыр-пул, çĕр улми, кăшман, куккурус, нумай çул çитĕнекен курăк, ытти культурăна пухса кĕртмелли комбайнсене кăтартрĕç. Министерствăра пĕлтернĕ тăрăх - хресченсем çĕнĕ техника туянма 89 млн тенкĕлĕх килĕшÿ çирĕплетнĕ. Сăмахран, «Агротехкомплектпа» «РенАвто» обществăсем тырă пухса кĕртмелли 3-шер комбайн, пĕрремĕшĕ «Versatile 305» трактор туянма палăртнă.

Ял хуçалăхĕнче тавар туса илекенсем кашни районтан тенĕ пекех Р.А.Хайртдинов ХФХ çĕрĕ çине тĕрлĕ техника хатĕрне илсе килнĕ. Ăна сутакансем те унтахчĕ, хуçалăхсем килĕшÿ тăвасса кĕтсех тăратчĕç. Тен, курава хутшăннисенчен ытларахăшĕ çывăх вăхăтра машина-техника туянма палăртман та пулĕ. Çапах та Уй кунĕнче çакнашкал курав йĕркеленине ырлас килет. Вăл кивĕ техникăпа çырлахакансене çĕннине туянмашкăн кредит илме, продукци ытларах туса илме, ăна сутса тупăш нумайрах тума хистет.

Уй кунне лайăх кăмăлпа вĕçлеме хăнасем футбол «уйне» пуçтарăннă. Вăййа 6 команда хутшăннă. Пĕлтĕрхи Уй кунĕнче çĕнтернĕ Ял хуçалăх министерствин командине Сергей Павлов министр пуçтарнă. Куçса çÿрекен парнешĕн «Агротехкомплект» общество, ЧР Патшалăх технадзорĕн, Ял хуçалăх министерствине пăхăнакан тытăмсен, районсенчи АПК организацийĕсен пуçлăхĕсен пĕрлехи тата Комсомольски районĕнчи АПК организацийĕсен ертÿçисен командисем тупăшрĕç.

Футболистсем парнене çĕнсе илессишĕн пĕтĕм ăсталăхне кăтартнă. Финала министерство тата районсенчи АПК организацийĕсен пуçлăхĕсен командисем тухнă. Министерство футболисчĕсем 3:2 шутпа çĕнтерсе куçса çÿрекен парнене кăçал та хăйсен аллинчех хăварнă.

Пĕтĕмлетÿ: ял хуçалăх техники туянма килĕшÿсем тунă представительсемпе футбол вăййине юратакансем Уй кунĕ кăçал та пысăк шайра иртнипе кăмăллă юлнă. Апла тăк - «ĕçпе кану - юнашар» ăнлав тепĕр хут çирĕпленчĕ.

Юрий МИХАЙЛОВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.