Техника туянма - 27 млн тенке яхăн

Июлĕн 20-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци ведомствисен территори органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ.

Планерка умĕн Михаил Васильевич июлĕн 17-мĕшĕнче Çыран хĕрри Чаллă хулинче федерацин Атăлçи округĕнче газомотор топливин рынокне аталантарас енĕпе иртнĕ канашлу çинчен пĕлтернĕ /кун пирки 3-мĕш страницăра вулăр/.

Аса илтеретпĕр: Раççей Федерацийĕн Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев «2015 çулта Федераци субъекчĕсене пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх валли газомотор топливипе ĕçлекен автобуссемпе техника сутăн илме субсидисем уйăрса парасси çинчен» калакан Хушăва алă пуснă. 3 млрд тенке федерацин 23 субъектне пайласа панă, вĕсен шутĕнче Чăваш Республики те. Çак хушупа килĕшÿллĕн Чăваш Ене техника туянма 26728573,21 тенкĕ уйăрĕç.

Канашлура ЧР вĕренÿ тата çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов вĕренÿ объекчĕсене çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрлени çинчен каласа кăтартнă. Çак тĕллевпе 670 млн тенкĕ ытла уйăрнă.

Михаил Игнатьев 2016 çулта Патшалăхăн пĕрлехи экзаменне тытнине онлайн-трансляци йĕркелеме тĕллев лартнине пĕлтернĕ, мĕншĕн тесен Чăваш Ен çак проекта пурнăçлас енĕпе пилот регион шутланать.

Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар хулисен администрацийĕсен пуçлăхĕсем хăйсен муниципалитечĕсенче вĕренÿ объекчĕсене çĕнĕ вĕренÿ çулне мĕнлерех хатĕрлени çинчен пĕлтернĕ.

ЧР транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ Владимир Филиппов картишсене юсас ĕç мĕнле пынипе паллаштарнă. Картишсене 2011 çултанпа юсаççĕ. 2011-2014 çулсенче 964 картише тата вĕсен патне пымалли 503 çула юсанă. 2015 çулта тата 134 картише, вĕсен патне пымалли 100 çула юсама пăхнă. Çак тĕллевпе 102 млн тенкĕ уйăрнă.

Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар хулисен администрацийĕсен пуçлăхĕсем юсав ĕçĕсем мĕнле пыни çинчен каласа кăтартнă. «Ĕçсене вăхăтра, пахалăхпа пурнăçланине çирĕп тĕрĕслесе тăмалла. Халăхран çăхав сахал мар килет. Тÿрĕ кăмăллă мар подрядчиксене малашне конкурса хутшăнтармалла мар», - тенĕ Михаил Игнатьев.

Регион ертÿçи çавăн пекех Мăн Çавал юханшывĕ урлă хывнă кĕпере юсас ыйтăва çĕкленĕ. «Районсенче ирттерекен тĕлпулусенче çынсем юсав вăраха кайни чăрмав кÿнĕшĕн, «пăкăсем» пулнăшăн ÿпкелешеççĕ», - тенĕ вăл, ĕçсене сентябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне вĕçлеме тĕллев лартнă. «Атăл» УПРДОР учреждени /ĕçсен заказчикĕ/ пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Дмитрий Филиппов каланă тăрăх - çула палăртнă вăхăт тĕлне уçĕç.

Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене пухса кĕртес ыйтăва пăхса тухнă. ЧР ялхуçалăх министрĕн çумĕ Ирина Кошкина 5 муниципалитет районĕнчи 15 хуçалăх тырпул пухса кĕртме тухнине пĕлтернĕ.

А.ВАСИЛЬЕВА

А.ВАСИЛЬЕВА