Техника шанчăклă ĕçлетĕр, инкек ан кÿтĕр

24 Утă, 2014

Министрсен Кабинечĕн ларăвĕсене республика Пуçлăхĕ ирттернĕ чух кашнинче тенĕ пекех кун йĕркине кĕмен, анчах пĕр-пĕр çивĕч ыйту çĕклет те - калаçу кăшт вăрахарах каяканччĕ, ĕнер вара ларăва вăл мар, Правительство пуçлăхĕ Иван Моторин ертсе пычĕ. Те çавăнпа - лару вăрăм пулмарĕ. Тепĕр тесен кун йĕркинчи ыйтусен шучĕ те яланхинчен пĕчĕкрех - çакă та витĕм кÿчĕ ĕнтĕ.

Республикăн ял хуçалăхне аталантарасси, Общество палати, административлă комиссисем çинчен калакан саккунсен проекчĕсене хăвăрт тишкерсе ырларĕç. Правительствăн маларах тунă хăш-пĕр йышăнăвне улшăнусем кĕртесси те тавлаштармарĕ, çĕнĕлĕхсем темле пысăк пĕлтерĕшлĕ мар - çавăнпа калаçтармарĕç-тĕр.

Ачасен хушма вĕрентĕвĕн «ЮНИТЭКС» автономи учрежденийĕн ятне улăштарассине çирĕплетрĕç. Ятăн кавычкăри пайĕ çавах юлать, анчах çак учреждени малашне çарпа патриот воспитанийĕ паракан центр пулать. Республика бюджетĕнчен пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх субъекчĕсене производствăна çĕнетме хывнă тăкаксене саплаштарса субсиди памалли йĕркене çирĕплетрĕç. Иван Моторинăн пĕр асăрхаттару кăна пулчĕ: пĕр-пĕр предприниматель темиçе çул каялла хаклă техника илнĕ - хайхи документра вара «унчченхи» тăкаксене саплаштарма пăхман. Премьер шухăшĕпе - çын производствăна аталантарма укçа хывнă, пулăшу илмен, эппин, унашкаллисене тĕревлессине те палăртмалла. Документа тивĕçлĕ тÿрлетÿ кĕртес терĕç.

Вице-премьер - финанс министрĕ Светлана Енилина муниципалитетсен республикăн çитес çулсенчи бюджечĕн укçине явăçтарса пурнăçламалли тĕп тăкак обязательствисен списокĕпе паллаштарчĕ. Парламентăн социаллă ыйтусемшĕн яваплă комитечĕн председателĕн Петр Красновăн ыйту çуралчĕ: «Çак списока пăхатăп та - ăна 2015-2017 çулсенче те республикăра пĕр шкул та, пĕр культура учрежденийĕ те тума пуçламастпăр тесе ăнланмалла-и?» Петр Степанович республика ача сачĕсем тунă май юлашки вăхăтра пĕр шкул та çĕклеменнине пăшăрханса палăртрĕ. Финанс министрĕ, премьер çак список муниципалитетсен тĕп обязательствисене палăртни çинчен каларĕç, ку кирлĕ пулсан шкул тума пуçламашкăн чăрмантармĕ, çак тĕллевпе тивĕçлĕ йышăнусене кайран улшăнусем кĕртме те пулĕ. Парламентарие хурав тивĕçтерчĕ пулас.

Правительство ларăвĕсенче пĕр-пĕр министерство е ведомство ертÿçи хăй ертсе пыракан тытăм ĕçĕ-хĕлĕ çинчен анлă отчет тăвасси йăлана кĕчĕ. Ку хутĕнче ЧР Хăй тĕллĕн çÿрекен машинăсен тата ытти йышши техникăн техника лару-тăрăвне сăнаса тăракан патшалăх инспекцийĕн пуçлăхĕ Владимир Димитриев доклад турĕ.

Инспекци ĕçĕ анлă: асăннă техникăна регистрацилесси, техника тĕрĕслевне ирттересси, унпа ĕçлекенсене экзамен тыттарасси... Паянхи кун тĕлне республикăра çак техникăн 23 пин ытла единицине регистрациленĕ. Çулталăк каяллахипе танлаштарсан çак цифра 8,6% хушăннă. «Хăй тĕллĕн çÿрекен» техникăн 26% яхăн пайĕ - агропромышленноç комплексĕнче, 22% - промышленноç предприятийĕсенче, ытти вара - 57% - уйрăм çынсен харпăрлăхĕнче. Шел те, АПКри машинăсен шучĕ чакса пыни сисĕнет. Тĕш тырă пухса кĕртмелли комбайнсем кăçал 165 единица /11%/ сахалланнă. Чăн та, туянакан çĕнĕ техника кивĕ машинăсенчен чылай хăватлăрах, пĕри темиçе машинăна тăрать - ку аван.

Владимир Павлович пĕтĕм техникăн хатĕрлĕхĕ 56,3% танлашнине палăртрĕ. Хăш-пĕр предприяти кивĕ техникăна та тимĕр-тăмăра ăсатма васкамасть, ТО витĕр кăлармасть, кирлĕ пулма пултарать тесе тытса тăрать. Çакă та, паллах, хайхи хатĕрлĕх кăтартăвне витĕм кÿрет. Юлашки çулсенче снегоход йышши техника шучĕ хăвăрт ÿссе пырать. Пилĕк çул каялла кăна-ха унашкаллисем республикăра 50-ран ытла пулман, халĕ - 600 единица. Вĕсене сунарçăсем, пулăçсем уйрăмах килĕштереççĕ. Анчах çав транспорт хатĕрĕсене те регистрацилемелли-тĕрĕслеттермелли пирки манакансем те çук мар. Аса илтерме тивет. Вĕсене кăна мар, ытти техника хуçине те. Ахальтен мар ĕнтĕ штрафланă тĕслĕхсем - çĕр-çĕр. Чăн та, инспекци пуçлăхĕ палăртнă тăрăх, штрафсен виçи пысăк мар - хăшĕсене ку хăратмасть, апла тăк яваплăх та витĕмлĕ тееймĕн.

Вице-премьер - ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçи Александр Иванов отчетпа паллашнă май çурла уйăхĕнче техника хуçисене явап тыттарнине кăтартакан цифрăсем пысăккине асăрхаса сисчĕвленчĕ: «Шăпах - ĕççи тапхăрĕ. Тĕрĕслевсем ирттерсе тыр-пул пухса кĕртме чăрмантармастăр-и?» Хуравне ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов пачĕ: «Шăпах ĕççи тапхăрĕнче техникăпа çыхăннă инкек-синкек ытларах пулать. Çавăнпа та инспекци çак тапхăрта пушшех çине тăрса ĕçлени хуçалăхсемпе предприятисене ку енĕпе тимлĕ пулмашкăн хистет - усăллă».

 

Николай КОНОВАЛОВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.