Техника пурнăçа çăмăллатрĕ
1940 çулсенче Шупашкар районĕнчи Шоркка ялĕнчи 3-8 çулсенчи ачасем уйра пучах пайтах пуçтарнă. Пирĕн атте вĕрентекенччĕ, анне тухтăрччĕ. Апла пулин те çурлапа тырă вырма çемьене колхозниксен пĕр тÿпин çурри чухлĕ уйăрнă. Яваплă çак ĕçе хăйсен ачисене те явăçтарнă.
Пилĕк кĕлтерен - тĕм, пĕр лавлăх - çĕмел, темиçе урапалăх - сурат, йĕтем çывăхĕнче капан тунă. Шăпăрлансем йĕтем çине кĕлте турттарнă, молотилкăпа тырă тĕшĕлеме, ăна сăвăрма, миххе тултарма, кĕлете хывма хутшăннă.
Асатте, Платон Матвеевич, кĕлтесенчен капан хăпартса тăррине шĕвĕрлеме ăстаччĕ. Çитмĕл çултан иртнĕскер çĕрле колхоз йĕтемне хураллатчĕ. 1950-1960 çулсенче яла тырă пуçтарса кĕртмелли техника хатĕрĕ чылай килнĕ. Эпĕ, Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи хыççăн çуралнăскер, Шорккари авăн кăмакине хутса кĕлте типĕтнине, ăна йĕтем варрине сарса юпаран кăкарнă лашапа ашăм аштарнине курман. Кĕлтесене çапуççипе е тăпачпа çапса тĕшĕленĕ.
Вырма ял çыннин вăхăтне нумай илнĕ. Юрать-ха, 1936 çулта пирĕн ял çывăхĕнчи Ишлейре тата 8 çухрăмри Кÿкеçре МТС йĕркеленĕ. Колхоза тырă вырмалли «Коммунар» комбайн /çĕр-шывра 1929 çулта кăларма тытăннă/ илсе килнĕ. Ăна трактортан кăкарса çÿретнĕ.
Пирĕн хуçалăх каярах жатка-самосброск туяннă. Унпа тырра хăвăрт вырса тăкнă, унăн хыççăн хĕрарăмсемпе ачасем кĕлте çыхса пынă. Çапах та çурлапа вырнипе танлаштарсан ĕç хăвăртланнă.
Йĕтем çинчи молотилка барабанне трактор вăйĕпе çавăрттарнă. Ĕççи вĕçленсен тырă валеçнĕ. 50-мĕш çулсен вĕçĕнчен пуçласа арпа панă. Ял хуçалăх культурисене пухса кĕртсен бригадир ĕçки тунă. Ĕççине хутшăннисене колхоз шутĕнчен эрех-сăрапа, апат-çимĕçпе хăналанă. Асатте киле йывăç турилккепе пăрçа нимĕрĕ йăтса килчĕ. Ăна кăмăлласах çирĕмĕр.
Техника паркне МСА-100 молотилкăпа пуянлатсан Шорккасен пурнăçĕ татах çăмăлланчĕ. Вăл кĕлтесене тăлпаласа кашни сехетре икĕ тонна таран тырă тĕшĕленĕ. Тырă выракан тата тĕшĕлекен «Сталинец-1», «Сталинец-6», «ПК-2», «РСМ-8», «БСК», «СКАГ-1» комбайнсем ял çыннисен пурнăçне çăмăллатма пулăшнă.
Владислав ПЛАТОНОВ,
инженер-механик
Комментари хушас