Журналист куçĕпе

18 Кăрлач, 2014

Тÿре умĕнче тÿрре тухайăн-и?

Иртнĕ вырсарни кун Кÿкеç çывăхĕнчи юманлăха йĕлтĕрпе ярăнма каймашкăн палăртрăмăр. Калаçса татăлнă пекех кăнтăрла иртни икĕ сехет тĕлĕнче «Улăп» физкультурăпа сывлăх комплексĕ умне çитсе те тăтăмăр. Çанталăк тÿлек, шăмат кун кăна кунĕпе юр çурĕ. Икĕ тусăм йĕлтĕрне тÿрех сырса тухнă, эпир, тепĕр юлташăмпа, кассăна черете тăтăмăр: ФСК йĕлтĕр те, коньки те тара парать. Йĕлтĕршĕн 50-шар тенкĕ тÿлерĕмĕр, анчах коньки памаççĕ-мĕн - каток хатĕр мар. Пĕчĕк хĕрĕмсем тутисене тăсрĕç... Йĕлтĕр панă çĕре çитрĕмĕр. Ак тамаша, алăкне питĕрнĕ. Шаккасан та уçмарĕç.

Pages