Мĕн тери хитреччĕ вăл...
Мĕн тери хитре те чиперччĕ çамрăк хăва. Хăйĕн яштака пĕвĕпе, çинçе пилĕкĕпе вăл çумри юмана илĕртрĕ. Кĕреш пÿллĕ юман илеме курнипе чăтаймасăр хăвана хăйĕн хÿтлĕхне илчĕ: сивĕ çилтен, йĕпе-сапаран сыхларĕ ăна.
Юнашар ÿсекен çамрăк хăвапа çывăх туслашрĕ ара кĕнĕ юман. Пĕр чĕлхе тупрĕç вĕсем. Пĕр-пĕрне ытла та пит хавасчĕ: хушшăн-хушшăн пĕр-пĕрин çумнех тĕршĕнетчĕç, май килнĕ чухне çепĕç туйăмсене екке яратчĕç. Ун чухне пит аванччĕ юмана.