юбилеи

25 Пуш, 2015

Сиккасси шкулĕн сумлă пурнăçĕ

Çулсем иртеççĕ - асаилÿсем нумайланса-тарăнланса пыраççĕ. Канаш районĕнчи Сиккассинчи эпир вĕреннĕ шкул та мартăн 28-мĕшĕнче 170 çул тултарать.

Ăна Козьмодемьянски чиркĕвĕ çумĕнче пĕр класлă çуртра уçнă. Унта 32 ача вĕреннĕ, 1 учитель ĕçленĕ. Каярахпа шкул 5 çурт таран пысăкланнă, вĕсенче 13 класс вырнаçса вĕренме пуçланă. Шкул çурчĕсем пĕр-пĕринчен уйрăмшарăн пысăк ункă пек вырнаçнă. Йĕри-тавра чупма, физкультура урокĕсем ирттерме самаях пысăк вырăн пурччĕ.

20 Пуш, 2015

«Капкăн» юбилейĕ пурне те çывăхлатрĕ

«Хыпар» Издательство çурчĕ кăларса тăракан хаçат-журналсен районсенчи кунĕсене ирттересси, вулакансемпе тĕл пуласси, вĕсен шухăш-кăмăлне пĕлесси, туслă, пĕр-пĕриншĕн усăллă çыхăнăва çирĕплетсех пырасси ырă йăлана кĕчĕ ĕнтĕ. Хальхинче çавнашкал кăмăллă тĕлпулу Трак тăрăхĕнче иртрĕ.

13 Нарăс, 2015

Шадриха пепкине качча париччен пурăнмаллах

Раççей тава тивĕçлĕ, Чăваш халăх художникĕпе Николай Карачарсковпа унăн 80 çулхи юбилейĕ умĕн тĕлпулсан чăтаймарăм - çапла ыйтрăм, «Ытла та правур, лара-тăра пĕлместĕр, хăвăр çак çула çитнине туятăр-и?» «Курава хатĕрленнĕ май канлĕхе çухатрăм, картинăсене вырăнтан вырăна куçарса çÿреме тивет, çакă канăçсăрлантарать, ытти енĕпе - йĕркеллех, чун яланах çамрăк вăл», - пулчĕ хурав.

10 Нарăс, 2015

Николай Ванеркин: «Телейлĕ кунçулшăн атте-аннене тав тăватăп»

Николай Григорьевич Ванеркин шавлă уявсене питех кăмăлламасть. Паллă кунсенче чи çывăх юлташсемпе, тус-тăванпа пĕрле пухăнса шăкăл-шăкăл калаçса ларнине мĕн çиттĕр. Тăван-пĕтенĕ Вăрмар районĕнчи хăй çуралнă Вăтакасра та, чылай çул ĕçлесе пурăннă Муркаш тăрăхĕнче те сахал мар.

Pages