Йăнăшас марччĕ

2 Раштав, 2015

КАШНИЕХ ХĂЙНЕ ЕВĔР АТАЛАНАТЬ

1. Пепкен пуçĕ пысăк, апла тăк вăл ăслă.

Ăс-тăн пуянлăхĕ пуç виçипе пачах çыхăнман. Ачан пуçĕ пысăк пулни пуç купташкин шăммисем вăрăмраххине кăна пĕлтерет. Нерв клеткисем вара ыттисенни чухлех.

2. Ачана выляма ушкăн кирлĕ.

3-6 уйăхсенчи пепке ытти ачасене курсан кулать, хăй чĕлхипе темскер пакăлтатать. Çав вăхăтрах ыттисем мĕн тунине тимлĕ сăнать, хăйне çавăн пек тытма хăтланать. Анчах чăн-чăн туслăх йĕркелеме иртерех-ха. Пепкесем хăйне евĕр хутшăнни вара вĕсене кăна мар, аслисене те савăнăç кÿрет.