Вырăскас Пикших

9 Çĕртме, 2015

Ашшĕ-амăшĕ хĕтĕртнĕрен ял ачисем вырăсланаççĕ

Ку тема ăнсăртран çуралмарĕ. Ун чухне вĕренÿ çулĕн шутлă кунĕсем юлнăччĕ. Канаш районĕнчи Вырăскас Пикших вăтам шкулне пырса кĕнĕ çĕре, алăк тăррине, «Килĕрех» тесе çырни кăмăла çĕклерĕ. «Кунта чăваш чĕлхине хисеплекен педагогсем ĕçлеççĕ-тĕр», - тÿрех шухăшларăмăр эпир. Йăнăшрăмăр.