Ашшĕ-амăшĕ хĕтĕртнĕрен ял ачисем вырăсланаççĕ

Ку тема ăнсăртран çуралмарĕ. Ун чухне вĕренÿ çулĕн шутлă кунĕсем юлнăччĕ. Канаш районĕнчи Вырăскас Пикших вăтам шкулне пырса кĕнĕ çĕре, алăк тăррине, «Килĕрех» тесе çырни кăмăла çĕклерĕ. «Кунта чăваш чĕлхине хисеплекен педагогсем ĕçлеççĕ-тĕр», - тÿрех шухăшларăмăр эпир. Йăнăшрăмăр. Шала кĕрсен çакна тÿрех туйса илтĕмĕр.

Владимир Ефимов директор физика вĕрентет. Аслă шкула вĕренме кĕнĕ чухне тăван чĕлхепе çыхăннă специальноçа суйласа илмен пулсан та чăвашлăх туйăмĕ пысăк, хăй чăваш пулнăшăн мăнаçланать. Тăван литературăпа туслă. Физика - çăмăл мар предмет. Ачасем çĕнĕ темăна лайăхрах ăнланччăр тесе уроксене çурри вырăсла, çурри чăвашла ирттерет. Хăшпĕр вĕренекене - вырăсланнă чăваш ачисене - çакă килĕшмест. Тăван чĕлхерен писесси килте пуçланать, ашшĕ-амăшĕнчен куçать. Унашкал çынсем хула çывăхĕнчи ялсенче те тĕлпулнинчен тĕлĕнер мар. Çавсем пăтратаççĕ халăха. Вырăскас Пикших Канашран пĕр çухрăмра вырнаçнă.

Чăваш чĕлхипе литературăна вĕрентекен Татьяна Алексеева ачасем тăван чĕлхене юратчăр тесе нумай тăрăшать. Çитĕнÿ хăй тĕллĕн килменнине вăл лайăх ăнланать. Çавăнпа хăшĕн-пĕринпе уйрăммăн тата уроксем хыççăн юлса ĕçлет. Республикăра ирттерекен чăваш диктантне нумайăшĕ лайăх паллăлăх çырнă. Пăхмасăр сăвă калассипе район чысне Шупашкарта хÿтĕлекенсем те пур. Шел те, Татьяна Геннадьевнăна кÿрентерекен ачасем тупăнаççĕ. Урокра алхасса лараççĕ. «Пире чăвашла пĕлни нимĕн тума та кирлĕ мар», - теççĕ. Ашшĕ-амăшĕ килте çак шухăша ывăлне е хĕрне уççăнах калать. Çавăнпа ачисем те хăйсене шкулта тăрлаклă тытаççĕ.

Çуллахи каникул пуçланнăран Владимир Васильевич вĕренекенсемпе тата ашшĕ-амăшĕпе сахалрах тĕл пулсан та йывăр сăмахпа касăлнă чĕри йăшкама пăрахаймасть. Пĕрин амăшĕ хыттăн калани халĕ те хăлхинче янăрать: «Мĕн тума кирлĕ манăн ачана чăваш чĕлхи? Предметсене мĕншĕн вырăс программипе вĕрентместĕр? Эпĕ хамăн сăмахран чакмастăп!»

- Çĕтĕлсе çÿретĕрех ара, - тет шÿтлерех шкул директорĕ. - Çавах нимĕн те тăваймасть. Ăна Канаш район администрацийĕн вĕренÿ управленийĕн ертÿçи Юрий Алексеев пĕлет. «Ан шикленĕр, çаплипех ĕçлĕр. Вĕренÿ программине улăштармастпăр», - хуравланă ăна Юрий Серафимович.

Шкула Асхваран, Вырăскас Пикшикрен тата кирпĕч завочĕн территорийĕнче пурăнакансен ачисем çÿреççĕ. Ялсем пысăк.

- Пине яхăн килтен пĕлÿ çуртĕнче 280 ача вĕренмеллеччĕ, шкула вара ку вĕренÿ çулĕнче 186-ăн çеç çÿрерĕç. Ытти Шăхасанти тата Канашри шкулсенче пĕлÿ пухрĕ. Кашнин ирĕк пур, çавăнпа ашшĕ-амăшĕ ăçта вĕренме ямаллине хăйсем суйлаççĕ, - тет Владимир Ефимов. - Ялта пурăнсан та чылай вĕренекен çитĕннисене пула чăвашла пачах пĕлмест. Вырăсланасси ача садĕнченех пуçланать.

Воспитательсем шăпăрлансене чăвашла вуçех калаçтармаççĕ. Вĕсене пурнăç паракансемех тăван чĕлхерен сивĕтеççĕ.

Чылай çул каялла ялсенче ясли-садик çук пирки кулянаттăмăр. Халĕ чиперех ĕçлеççĕ, анчах ачасем вырăсланаççĕ. Çавă япăх. Пурăна-киле чăваш халăхĕ куçран çухалмĕ-ши? Вырăскас Пикших шкулĕнчи чăвашлăхшăн çунакан педагогсене çак ыйту канăç памасть.

Тăван ялăма - Канаш районĕнчи Атнаша - кайсан çула май лавккана кĕтĕм. 7-9 çултисем вырăсла калаçнине илтрĕм. «Асламăшĕ е кукамăшĕ патне вĕсене яла çу каçма Канашран е Шупашкартан килсе янă пулĕ», - сăмахлатăп сутуçăсемпе. «Çу-ук, - теççĕ манран тĕлĕнсе. - Хамăр ял ачисемех. Садикре халĕ чăвашла вĕрентмеççĕ вĕт. Ашшĕ-амăшĕ те вĕсемпе вырăсла çеç калаçать».

 

Валентин ГРИГОРЬЕВ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.