Элĕкри ватăсене мĕншĕн урăх района куçарнă?
Элĕкри Ваттисен çуртне хупаççĕ. 16 çынна — 10 кинемейпе 6 мучие — урама кăларса тăратаççĕ. Мĕнпе айăпа кĕнĕ-ши вĕсем? Тивĕçлĕ канурисем çак çурта хăйсен килĕ пекех шутлаççĕ. Хăй вăхăтĕнче ун таврашĕнчи çĕр лаптăкĕнче те вăй çитнĕ таран ĕçленĕ. Элĕк салинче тус-юлташĕпе тĕл пулса чун каниччен калаçни мĕне тăрать тата.
Çурта хупма тĕллев тытнине пушар хăрушлăхĕпе çыхăнтараççĕ. Элĕк районĕнче кăна мар, ытти çĕрте те халăх йывăç пÿртре пурăнать-çке. Пирĕн тăрăхра ватăсене шеллесе калаçаççĕ.