Ватлăхра

4 Раштав, 2015

Ватлăхра пенсисĕр ан юлăр

Хальхи çамрăксем ватлăхри пенси çинчен шухăшламасăр питĕ йăнăшаççĕ. Шалăва саккуна пăсса "конвертпа" паракан пуçлăхсенчен вĕсен асăрханмалла. Тивĕçлĕ канăва кайма вăхăт çитсен, ваттисем калашле, чавса çывăх та çыртма май пулмĕ. Çакна аса илтерер, паянхи яш-кĕрĕмпе хĕр-упраçăн страхлав пенсийĕ 15 çултан кая мар страхлав стажĕ тата 30-тан сахал мар пенси балĕ пулсан çеç пуçтарăнса пырать. Урăхла каласан, çак условие тивĕçтерме официаллă шалу шайĕ ĕç укçин чи пĕчĕк икĕ виçипе танлашмалла.