утмăлтурат

6 Çĕртме, 2015

Манăçми чечек çыххи

Çĕр çинчи мĕнпур чечекрен темшĕн мана ытларах утмăлтуратпа салтак тÿми килĕшеççĕ. Ача чухне кассипех пуçтарăнса ятарласа хирти ыраш пуссине пуçтарма çÿрекенччĕ вĕсене. Пучаххипе пĕрле татса килнĕ çыхă ытла та хÿхĕм курăнать çав. Ытармалла мар уй-хир чечекĕсем çуллахи вăхăтра кашни пÿлĕмрех чÿхенсе ларатчĕç. Мĕнех, шурă тутăрлă лантăш та, сирень те, астра та хăйне май хитре, анчах та ман чуна çырлахтаракан утмăлтуратпа салтак тÿмине çапах темшĕн çитеймеççĕ пек туйăнать. Урампа утса пынă май çерем çинчи сарă кукшапуç çинчен те куçăма илейместĕп.